Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Ӗнтӗ Ахаз патне Ассири патши Феглафелласар ҫитнӗ, анчах та пулӑшас вырӑнне вӑл йывӑрлӑх ҫеҫ кӳнӗ: 21. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи, патша керменӗнчи пурлӑха тата улпутсен пурлӑхне Ассири патшине панӑ, анчах ӑна пӗрех пулӑшу пулман.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ассири патши израильсене Ассирие хӑваласа кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене кайса янӑ, 12. ку йывӑрлӑх вӗсене хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине итлеменшӗн, Унӑн халалне пӑснӑшӑн ҫитнӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ӳкӗтсене итлемен, уяман.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисей хӑйӗн хуньӑшне Ҫӳлхуҫа фараонпа [мӗнпур] Египет халӑхне Израильшӗн мӗн-мӗн кӑтартни ҫинчен, ҫул ҫинче хӑйсене тӗл пулнӑ мӗнпур йывӑрлӑх ҫинчен тата Ҫӳлхуҫа вӗсене [фараон аллинчен, Египет ҫыннисен аллинчен] епле хӑтарни ҫинчен каласа панӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кризиса пула экономикӑра йывӑрлӑх чылай пулин те отрасль аталанасса пурте шанса тӑнине уҫҫӑнах кӑтартрӗҫ.
Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Йывӑрлӑх котельнӑйра котелсем кивелсе кайнипе ҫыхӑннӑ.
Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Район больницин тӗп врачӗ Владимир Дубов кӗскен те уҫӑмлӑ хуравларӗ: «Районта пурӗ 180 койка-вырӑн. Пациентсемшӗн Кӳкеҫри е Ишлейри стационарсене ҫитсе сипленесси йывӑрлӑх мар».
Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Ҫук, вӑл мана йывӑрлӑх, кансӗрлӗх кӳрессӗн те туйӑнатчӗ; кӑмӑллӑччӗ ӗнтӗ, питӗ кӑмӑллӑччӗ, ҫапах та кансӗрлӗх, йывӑрлӑх — ҫыхса хуракан япала.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Укӗнни, пысӑк хуйӑх — хӑрушӑ йывӑрлӑх килсе пусрӗ ҫав кун унӑн чунне…
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.