Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тислӗк сăмах пирĕн базăра пур.
Тислӗк (тĕпĕ: тислӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитсен часрах тислӗк хырма пикеннӗ, унтан ӗнесене апат панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Амӑшӗ ӑна ҫуратсанах тислӗк купи ҫине кӑларса ывӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Иккӗмӗшӗ — «ял хуҫалӑхӗ — резина атӑ, чӗркуҫҫи таран тислӗк, ҫителӗклӗ хутса ӑшӑтман ҫурт» текен шухӑш.

Во вторых - считают что "сельское хозяйство - это резиновые сапоги, навоз по колено, недостаточно натопленный дом".

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Пӗр ҫул ӳсекен курӑксем те пур. Хамӑр вӑрлӑхпах клевер — 200, люцерна — 60, козлятник 40 гектар акрӑмӑр тата. Хура пусӑна тислӗк кӑларатпӑр. Паян уя опрыскиватель тухать. Шел, пирӗн тӑрӑхра ҫумӑр ҫумасть. Калчасем тата паркарах ҫӗкленмелле те», — пӗлтерчӗ В. В. Александров ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

Ӑна сарлака куршака пахча тӑприпе кӑштах кӗл, хӑйӑр, лайӑх ҫӗрнӗ тислӗк хушса лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Пахча сухаламалла-сӳрелемелле, ҫӗрулми лартмалла, утӑ-улӑм турттармалла, арман авӑртмалла, тислӗк тӑкмалла...

Огород надо вспахать или боронить, картошку сажать, сено возить, в мельнице молотить, навоз возить...

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Садра тислӗк тӑкрӑм та каялла конюшньӑна чиперех пырса кӗтӗм.

Выгрузила навоз в саду и обратно в конюшню вернулась целая и невредимая.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Ку вилчӗ ӗнтӗ», — тесе пӑхса юлнӑ тислӗк тиекен хӗрарӑмсем.

"Эта погибла уж", - с такой мыслью провожали женщины грузившие навоз.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Кӳлтӗм те тислӗк тиесе хама ларма вырӑн турӑм.

Запрягла, загрузив навозом для себя сделала место для сидения.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— «Тислӗк шывне урама юхтарать», — тесе айӑпланине епле йышӑнатӑр?

- "Грязную воду выливает на улицу", - как вы это воспринимаете?

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Карти-хапхи путлех мар та, кил картишӗнчи тирпейсӗрлӗх, унта тислӗк пӳрт алӑкӗ таранчченех ҫӑрӑлни витӗрех курӑнчӗ.

Из-за того, что ограды были никудышные, было на сквозь видно беспорядок во дворе, навоз, который доходил до входных дверей дома.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Ял ҫыннисем вӗсен тирпейсӗрлӗхӗнчен тӗлӗнеҫҫӗ, выльӑх картишӗнчен тухакан тислӗк шывӗ урама вараланӑран тарӑхаҫҫӗ.

Односельчане удивляются их неряшливости, возмущаются, когда навозная жижа вытекает на улицу из их скотного двора.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Тислӗк урама варалать

Навоз улицу пачкает.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Шӑпах тислӗк тӑкнӑ хыҫҫӑн сӗтел хушшинче иксӗмӗр апат ҫисе лараттӑмӑр ун чухне.

Мы как раз тогда, после того как убрали навоз, вдвоем за столом трапезничали.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Тӑрӑлнӑҫемӗн темиҫе сий курӑнать: аялти — хӑйӑрпа чул, ҫӳлерех — тӑм, чи ҫӳлте тислӗк, ҫӗрсе пӗтмен ӳсен-тӑран юлашки.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

8. Лешӗ ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «хуҫамӑм! кӑҫаллӑха та хӑварсам ӑна — эпӗ ун тавра кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам — 9. ҫитес ҫул ҫимӗҫӗ пулмӗ-и; пулмасан вара касса пӑрахӑн» тенӗ.

8. Но он сказал ему в ответ: господин! оставь ее и на этот год, пока я окопаю ее и обложу навозом, - 9. не принесет ли плода; если же нет, то в следующий год срубишь ее.

Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Вилесене, тислӗк пек, туха-туха пӑрахӗҫ, вӗсемшӗн никам та хӳхлемӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр пушанса юлӗ, ун ҫинчи хуласене аркатса пӗтерӗҫ.

24. И трупы, как навоз, будут выбрасываемы, и некому будет оплакивать их, ибо земля опустеет, и города ее будут разрушены.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

62. Ҫылӑхлӑ ҫын сӑмахӗнчен ан хӑрӑр: унӑн мухтавӗ тислӗк ҫеҫ, ҫӗр хурчӗ ҫеҫ пулса юлӗ.

62. Не убойтесь слов мужа грешного, ибо слава его обратится в навоз и в червей.

1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Эпӗ вара ҫынсене хӗссе лартӑп, вӗсем суккӑрсем пек ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗнӗ, вӗсен юнӗ тусан пек сапаланӗ, вӗсен ӳчӗ тислӗк пек сапаланса кайӗ.

17. И Я стесню людей, и они будут ходить, как слепые, потому что они согрешили против Господа, и разметана будет кровь их, как прах, и плоть их - как помет.

Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Унччен тутлӑ ҫинӗскерсем урамра хухса типеҫҫӗ; йӗпкӗн хӗрлӗ тӑхӑнса ҫӳренисем тислӗк ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ.

5. Евшие сладкое истаевают на улицах; воспитанные на багрянице жмутся к навозу.

Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех