Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е арпус вӑрри акаҫҫӗ те вӑл шӑтса тухасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ /«Иксӗлми телейлӗ Илемпи»/, е сип-симӗс йӑлтӑркка нӑрӑпа туслашаҫҫӗ /«Пурҫӑн Кӗпе»/, е куштан хур аҫине ыр кӑмӑллӑхпа парӑнтараҫҫӗ /«Каҫӑр Куҫма»/, е ашшӗне акӑлчанла калаҫма вӗрентеҫҫӗ /«Ҫамрӑк вӗрентекен»/, е хӑяр вӑррине кайса пахчари мина тӗлне пулаҫҫӗ /«Пахчари мина»/...

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Акӑ хаҫатра куҫ тӗлне пулнӑ пӗрремӗш предложени: «Ял хуҫалӑх академине вӗренме кӗнӗ».

Вот, попавшая в глаза первое предложение: «Поступил учиться сельскохозяйственную академию».

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паллӑ Никита Сергеевич Сверчкова та 125 ҫулхи юбилейӗ тӗлне нарӑс уйӑхӗнче культура общественноҫӗ «чыс тусах каймарӗ».

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Халӑх килӗштерекен художникӑн Виктор Немцевӑн 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне йӗркеленӗ картинӑсен куравӗ те ҫакӑн евӗрлӗрех, афишӑсем вырнаҫтармасӑрах, йыхрав хучӗсемсӗр, 4 залра иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Куравӗ юбилей тӗлне хатӗрлени-ҫке-ха, художник юбилейне уявлама республика Пуҫлӑхӗ хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

80 ҫул тултарнӑ ятпа та мар, 50, 60, 70 ҫул тӗлне.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Картинӑсен залӗсенче пулас, кӗнеке графикин, медальсен, укҫа тата значоксен сентрисен, юбилейсемпе уявсем тӗлне хатӗрленӗ информаципе йыхрав комплекчӗсен умӗпе иртес, вӗсемпе тепӗр хут паллашас тенӗччӗ...

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

30-35 ҫынран тӑракан ушкӑн мӗнпур ӗҫе Республика кунӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Майӑн 17-мӗшӗ тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 7650 гектар (планпа пӑхнинчен 98,3 процент) акнӑ, ҫӗр улмине 336 гектар (54 процент) лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Паянхи кун тӗлне «Новый путь» хуҫалӑх плана тултарнӑ, пӗрчӗллӗ культурӑсене, кӗрхисене шута илсе, 1333 гектар акнӑ, (100 процент), кукуруза – 227 гектар (100 процент).

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

2018 ҫул тӗлне вара акман лаптӑксем вуҫех те юлмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

2003 ҫулта ҫав вӑхӑт тӗлне юхӑнса ҫитнӗ сӗт завочӗн тилхепине тытнӑ та - вӑл ертсе пыракан команда 2009 ҫул тӗлне отрасль ветеранне ҫӗнӗ пурнӑҫ пама пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Петр Ялуков ертсе пыракан «Батыревское» АХОра кӑҫалхи ҫуркунне тӗлне мехпарка 90% ҫӗнетме, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ферма хута яма пултарнипе кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Анчах те пӗлтерӗве вуламан, те вӑхӑт тупайман – палӑртнӑ кун тӗлне ҫӑва ҫине ял тӑрӑх пуҫлӑхӗпе администраци ӗҫченӗсем кӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Сасӑ памашкӑн паспорт кирлӗ, сентябрӗн 18-мӗшӗ тӗлне 18 ҫула ҫитекенсем те малтанхи суйлава хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Районти кӑтартусемпе Зоя Леонидовна паллаштарчӗ – ӗнерхи кун тӗлне районти пушарсен шучӗ 26-а ҫитнӗ, вӗсенче 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Республикӑра майӑн 10-мӗшӗ тӗлне 316 пушар регистрациленӗ, вӗсенче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пӗрремӗш ыйтӑва уҫӑмлатнӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов майӑн 1-мӗшӗ тӗлне Вӑрмар районӗн пӗрлештернӗ бюджечӗн тупӑшлӑ пайне 26,8 процент пурнӑҫланине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Сасӑлава, паллах, паспортпа пымалла (сентябрӗн 18-мӗшӗ тӗлне 18 ҫул тултаракан ҫамрӑксем малтанхи сасӑлава хутшӑнма пултараҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Унашкаллисем кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 790 пин ҫынпа танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех