Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗҫех сăмах пирĕн базăра пур.
кӗҫех (тĕпĕ: кӗҫех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
19. Ӑна вӗренме сухаҫӑ-акаҫӑ пек пуҫӑн, вара унӑн ырӑ ҫимӗҫне кӗтме пултарӑн: 20. уншӑн нумаях та ӗҫлемӗн, кӗҫех унӑн ҫимӗҫне ҫиме пуҫлӑн.

19. Приступай к ней как пашущий и сеющий, и ожидай добрых плодов ее: 20. ибо малое время потрудишься в возделывании ее, и скоро будешь есть плоды ее.

Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Хӑвӑн сӑмахусене астутарса вӗсене асап кӑтартнӑ пулин те, вӗсене кӗҫех сыватнӑ, сӑмахусене пачах манӑҫа хӑварса, вӗсем Хӑвӑн ырӑлӑхусӑр ан юлччӑр тенӗ.

11. Хотя они и были уязвляемы в напоминание им слов Твоих, но скоро были и исцеляемы, дабы, впав в глубокое забвение оных, не лишились Твоего благодеяния.

Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Усӑсӑр ӗҫ тӑвакан ҫав тӑмранах ниме тӑман турӑ ҫӑрса тӑвать, хӑй вара, нумаях пулмасть тӑпраран ҫуралнӑскер, хӑйне ӑҫтан илнӗ, кӗҫех ҫавӑнта кайӗ, ӗнтӗ унран чунӗн парӑмне шыраса илӗҫ.

8. И суетный труженик из той же глины лепит суетного бога, тогда как сам недавно родился из земли и вскоре пойдет туда же, откуда он взят, и взыщется с него долг души его.

Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Тӗнчене вӗсем этемӗн пушӑ ӗмӗтне пула килнӗ, ҫавӑнпа вӗсен кӗҫех вӗҫӗ пулмалла.

14. Они вошли в мир по человеческому тщеславию, и потому близкий сужден им конец.

Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл сирӗн пата кӗҫех хӑрушшӑн килӗ, пуҫлӑхра тӑракансене ҫирӗп сут тӑвӗ: 6. мӗскӗн ҫынна каҫарӗ, вӑйлисене вара вӑйлӑ тӗрӗслӗ, тӗппипе тӗпчесе пӗлӗ.

5. Страшно и скоро Он явится вам, — и строг суд над начальствующими, 6. ибо меньший заслуживает помилование, а сильные сильно будут истязаны.

Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. хама вӗрентекенсене мӗншӗн итлемерӗм-ши, хама ӑс паракансене тӑнлама мӗншӗн хӑлхама таймарӑм-ши? 14. ӗнтӗ кӗҫех ҫынсем умӗнче, пӗтӗм халӑх хушшинче намӑса тухаттӑм!» тейӗн.

13. и я не слушал голоса учителей моих, не приклонял уха моего к наставникам моим: 14. едва не впал я во всякое зло среди собрания и общества!»

Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Усал ҫынсем тӗлӗшпе хӗрсе ан кай, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем тӗлӗшпе ан тарӑх: 2. вӗсене кӗҫех курӑк пек ҫулса пӑрахӗҫ, вӗсем ешерекен ӳсентӑран пек шанса кайӗҫ.

Не ревнуй злодеям, не завидуй делающим беззаконие, 2. ибо они, как трава, скоро будут подкошены и, как зеленеющий злак, увянут.

Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вӑл ӗнтӗ тустарнӑ хуласене, ҫын пурӑнман, кӗҫех ишӗлсе анасла ларакан ҫуртсене вырӑнаҫать.

28. И он селится в городах разоренных, в домах, в которых не живут, которые обречены на развалины.

Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кӗҫех шӑпланӑп ӗнтӗ, чунӑм тухӗ.

Ибо я скоро умолкну и испущу дух.

Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ӳсӗрӗлсессӗн ҫынсем тусне те, тӑванне те манаҫҫӗ, кӗҫех хӗҫне туртса кӑлараҫҫӗ, 23. урӑлса ҫитсессӗн, мӗн тунине те астумаҫҫӗ.

22. И когда опьянеют, не помнят о приязни к друзьям и братьям и скоро обнажают мечи, 23. а когда истрезвятся от вина, не помнят, что делали.

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлхуҫа вӗсем йӑвашланнине курнӑ, вара Самее Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: вӗсем йӑвашланчӗҫ; пӗтерсе тӑкмӑп, вӗсене кӗҫех ҫӑлӑнӑҫ та парӑп, Иерусалим ҫине Сусаким алли урлӑ ҫиллӗм ӳкмӗ; 8. ҫапах та вӗсем унӑн тарҫисем пулӗҫ: Мана пӑхӑнса тӑрассипе ҫӗр ҫинчи патшасене пӑхӑнса тӑрасси мӗнлереххине пӗлччӗр, тенӗ.

7. Когда увидел Господь, что они смирились, тогда было слово Господне к Самею, и сказано: они смирились; не истреблю их и вскоре дам им избавление, и не прольется гнев Мой на Иерусалим рукою Сусакима; 8. однакоже они будут слугами его, чтобы знали, каково служить Мне и служить царствам земным.

2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кӗҫех сасӑ илтӗннӗ, каланӑ ӑна: мӗншӗн кунта эсӗ, Илия? тенӗ.

И был к нему голос и сказал ему: что ты здесь, Илия?

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Кӗҫех, Саул Самуил патӗнчен кайма тухсассӑнах, Турӑ ӑна урӑх чӗре панӑ та, хайхи паллӑсем ҫав кунах тӳрре килнӗ.

9. Как скоро Саул обратился, чтоб идти от Самуила, Бог дал ему иное сердце, и сбылись все те знамения в тот же день.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Тавӑрасси — Манра, урисен тӗрекӗ пӗтсессӗн, тивӗҫлипе тавӑрӑп Эпӗ: пӗтес кунӗ ҫывӑхах вӗсенӗн, кӗҫех вӗсем валли хатӗрлени ҫитсе тӑрӗ.

35. У Меня отмщение и воздаяние, когда поколеблется нога их; ибо близок день погибели их, скоро наступит уготованное для них.

Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кӗҫех туппа авӑрларӑмӑр та нимӗҫсен танкӗсем ҫине тӗлле-тӗлле пеме пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Икӗ хӗрарӑм кирлӗ документсене кӗҫех хатӗрлесе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӗҫех хӗрарӑм кӳршӗ регионти ача ҫуртне ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӗҫех экзаменсем ҫывхараҫҫӗ пулин те пӗлӗве ҫирӗплетме вӑхӑт пур-ха, - терӗ вӑл йӑл кулса.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кӗҫех Чӑрӑшкасси команди те ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Татьяна кӗҫех Андреева хушаматлӑ пулса тӑнӑ.

Скоро Татьяна стала носить фамилию Андреева.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех