Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварнӑ (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулин те пӗчӗк тата вӑтам бизнеспа аппаланакансем татса паман хӑш-пӗр ыйту пирки ҫӑхавласах тӑнине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Усламҫӑсен пӑшӑрханмалли тупӑнсах тӑрать // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/13630.html

Ҫакна республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе эрнесерен ирттерекен йӑлана кӗнӗ ӗнерхи канашлура палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Усламҫӑсен пӑшӑрханмалли тупӑнсах тӑрать // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/13630.html

Юлашкинчен Валерӑна килне кӗртсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ашшӗпе амӑшӗ ачисене пӗр ҫавра ҫӑкӑр парса хӑварнӑ та ир-ирех уй-хире васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ял историне нумай ҫырса хӑварнӑ вӑл.

Он много писал про историю деревни.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ватӑсем — хӑйнеманерлӑ ҫынсем, пурнӑҫ философине, опытне мана пӗчӗкренех парса хӑварнӑ.

Старики — своеобразные люди, с малых лет передавали мне философию жизни, свой опыт.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫемйине, ачисене упраса хӑварнӑ ҫапла майпа.

Семью, детей оберег таким образом.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫак гильотина Муса Джалиле пуҫсӑр хӑварнӑ...

25-го августа 1944 года эта гильотина обезглавил Мусу Джалиля...

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ун айӗнчех ашшӗне Феофан Васильевич Васильева асӑнса хӑварнӑ йӗркесем: «1920 ҫулта Чаканарта ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗ: выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан, техник-осеменатор... 1973 ҫулта «Хисеп Палли» ордена тивӗҫнӗ. 1975 ҫулта вилнӗ».

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Пӗлтӗр, акӑ, пӗрчӗллӗ культурӑсене 240 гектар акса хӑварнӑ, кашни гектартан вӑтамран кӗлет виҫипе 20 центнер тырӑ алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Ку укҫана федерацин 2016 ҫулхи бюджетӗнче пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ене хушма укҫа килет // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.29

Ҫапла майпа класс ертӳҫи те, шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан та ачана хӑрушлӑхра хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Учитель хӑрушлӑхра хӑварнӑ

Учитель оставил в опасности.

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Малтанах унта атте парса хӑварнӑ «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» калава пичетленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ертӳҫӗ кашни вӑрмана хӑй ҫитсе тӗрӗсленӗ, пин-пин гектар вӑрмана сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран тасатнӑ, пӗтесрен сыхласа хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ҫын вилсен хӑшӗн ҫинчен ҫийӗнчех манаҫҫӗ, теприн ҫинчен вара сыпӑкран-сыпӑка ырӑпа асӑнаҫҫӗ, ҫакӑ вӑл туса хӑварнӑ ӗҫсен хӑвачӗ сӳнменнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ентешлӗх ҫыннисем лартса хӑварнӑ йывӑҫсем наци туслӑхне ҫирӗплетсе, вӑйлатса ӗмӗр-ӗмӗр кашлӗҫ...

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пиччӗшӗсем каласа хӑварнӑ сӑмаха асра тытса амӑшне пӑхса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Митрофан час-час чирленӗ, вилӗм-рен те аран ҫӑлса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Иккӗшӗн пурнӑҫне те ҫӑлса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех