Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемйине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Николай Алексеевич ҫемйине ҫуралса ӳснӗ тӑрӑха ӑсатма хатӗрленнӗ, анчах ӗлкӗреймен.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ку кӑтартусем ҫӗнӗ пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем, конкурентлӑ ӗҫ укҫи ҫинчен пӗлтереҫҫӗ, республикӑра пурӑнакансен инҫете тухса ҫӳремесӗрех хӑйсен ҫемйине тивӗҫтерме чӑн майсем пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

За этими результатами новые высокотехнологичные рабочие места, конкурентная зарплата, реальная возможность для жителей республики обеспечивать свою семью, не выезжая за пределы Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Мӗншӗн тесен ҫулталӑкра пӗр вӗлле хурчӗн ҫемйине пӑхма каякан тӑкак сумми ӳсет, чир-чӗр тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫӑмӑл мар, хуртсен тухӑҫлӑхӗ чакать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Оля халӗ хӗрӗн Иринӑн ҫемйине аркатасшӑн. Ӑна упӑшкинчен уйӑрса ашшӗн килне илсе пырасшӑн вӑл. Капла мӑнукӗ патне пырса ҫӳреме е кунта пурӑнма юлма та ансатрах-ҫке ӑна. Хӑти-тӑхлачи вӑл мӗнлине пӗлсе ҫитрӗҫ те хӑйсем патне кӗртме пӑрахрӗҫ. Кӗрӳ те унпа хутшӑнасшӑн мар. Амӑшӗ хӗрӗн пуҫне пӑтратать. Халӗ Ирина ашшӗ килне пыма пӑрахрӗ. Кӳршӗ яла, амӑшӗн еркӗнӗн кил-ҫуртне, пырса ҫӳрет, — Ольӑн каварлӑ планӗпе паллаштарчӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Эпӗ арӑм пур ҫӗре пырса ларман, ун пек ҫын ҫемйине аркатман.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Афиатулловсен ҫемйине килсен Танзеля ашшӗпе амӑшӗн юлташӗсемпе, тӑванӗсемпе тӳрех пӗр чӗлхе тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чӑваш Ен Крым тата Севастополь, унта пирӗн икӗ пин ҫурӑ ытла ентеш пурӑнать, Раҫҫейӗн туслӑ ҫемйине хутшӑнма кӑмӑл тунине хӗрӳллӗн ырласа йышӑнчӗ.

Чувашия горячо поддержала желание Крыма и Севастополя, где проживают более 2,5 тыс. наших земляков, влиться в дружную семью народов России.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Хутсене ҫунтараҫҫӗ, тимӗр-тӑмӑра йышӑну пунктне ӑсатаҫҫӗ… Трофимовсен туслӑ та тӗслӗхлӗ ҫемйине ӑмсанмалла кӑна: мӑшӑрӗпе, Ираида Никифоровнӑпа, ҫӗршыва тивӗҫлӗ ачасем ҫитӗнтернӗ вӗсем – икӗ хӗр те виҫӗ ывӑл.

Бумагу жгут, металлолом отправляют в пункты приема... Дружной семье Трофимовым можно только позавидовать: со своей женой, Ираидой Никифоровной, они вырастили достойных детей для государства — два дочери и три сына.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех