Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн пуҫӗ кӑшт аяккалла, стена еннелле чалӑшнӑ; кӑвакарса кайнӑ ҫамки шурӑ минтер пичӗпе минтер ҫинчи пит ҫӑмартине тӗксӗмлетсе кӑтартать.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинче хӑранӑ палли те ҫук; ахӑртнех темиҫе кун хырӑнмасӑр ҫӳренӗ пулас вӑл, — пит ҫӑмартисемпе янахӗ ҫине сарӑ сухал пӗрчисем шӑртланса тухнӑ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Окопсенче ларнӑ чух вӗсем пит ҫине тапса тухакан шӑрчӗсенчен питех те ансат, анчах ӳте-тире вӗтӗлентерсе ыраттаракан меслетпеле хӑтӑлкаласа пурӑнатчӗҫ: ӳссе кайнӑ сухал пӗрчисене спичка шӑрпӑкӗпе чӗртсе яратчӗҫ те, ӳт тӗлне ҫунса ҫитерехпе, малтан йӗпетсе хатӗрленӗ ал шӑллисемпе сӑтӑратчӗҫ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Буденновецсем урпа ҫулса пӗтерсе, тулӑ ҫулма тухнӑ; автоколонна килнӗ, колхозсем патшалӑха тырӑ пама тытӑннӑ; виҫӗмкун Усть-Невинска икӗ ҫӗнӗ учительница килнӗ: «Иккӗшӗ те пит ҫамрӑк, пит вӑтанаканскерсем, инкек кӑна вӗсемпе, аран-аран хваттер тупса патӑм».
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫапӑҫса таврӑннӑ хыҫҫӑн Чернецовӑн питне куртӑм — шухӑша путнӑ пек, виҫеллӗ-хаваслӑ пит, — хӑй вӑл пӗрре те ҫын вӗлернӗ пек мар.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫапах та вӑл пит Григорие ача пичӗ майлах пӗчӗкҫӗ пек туйӑнать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Такан Яккӑвӗ (вӑл службӑра лаша таканланӑ; лаши, ӗрӗхсе ӳксе, пӗррех Яккӑва питӗнчен шартлаттарнӑ, унӑн сӑмса кимӗрчекне хуҫнӑ, тутине ҫурса пӑрахнӑ, пит ҫине такан йӗрӗ хӑварнӑ; тӑрӑхла ункӑ пек ҫаврашка суранӗ кӑвакарса ҫӗвӗкленсе ларнӑ, икӗ енчен, икӗ пӑнчӑ пек, шӗвӗр такан вӗҫӗ тивнӗ вырӑнсем сӑр илсе ларнӑ, ҫавӑнпа ӑна Такан тесе хушамат панӑ та) — маттур та кӗре кӗлеткеллӗ батареец, ҫаннисене тавӑрса, алӑкран чупса тухрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тухатмӑш ҫине тухатмӑш темелле тата, тем чухлӗ, раштавра тепӗр чух, ҫавӑн пекех, юр пит нумай ҫуса тултарать: пурте шукӑль, пичӗсене сӑрланӑ, ярмӑркара ҫӳрекен панночкӑсем пек.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Пит йӑрӑ кайӑк пулмалла вӑл! — терӗ винокур; ҫакна каланӑ вӑхӑтра унӑн ҫӑварӗ, вӑрҫӑри тупӑ пек, вӗҫӗмсӗр тӗтӗмпе тулса пычӗ, вара, ҫӑварӗнчен кӗске чӗлӗмне кӑларнӑ чух, пит ҫӑра тӗтӗм палкаса тухрӗ.
IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл питне тахҫанах тӑм илтернӗ пулас: хӗрлӗ шӑртпа витӗннӗ пит шӑмми ҫинче темле имҫампа сӗрнӗ кӗсенсем палӑраҫҫӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Пит ҫумалли, кӑшт-кашт ҫырткаламалли хатӗрле, эпӗ Ванюшӑна ещӗксем илсе кӗме пулӑшатӑп, вара пит ҫӑватӑп та, Николай Петровича каласа пама вӗҫтеретӗп.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халӗ унӑн пуҫне пит нумай шухӑшсем пухӑннипе тата вӗсем питех кирлӗ те пӑшӑрхантаракан шухӑшсем пулнипе вӑл ывӑннине те, йывӑрлӑха та туймарӗ, веялка аврине пӗр алпа пурне те ӑмсантармалла ҫӑмӑллӑн ҫавӑрчӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ну, халӗ ҫак вырӑнта Татьяна Нецветова ӗҫлет, ҫавӑнпа та манӑн вӑл пӗр питех те кирлӗ япалана ӑнланса илтӗр тесе тӑрӑшас килет: пирӗн ҫине, коммунистсем ҫине истори пит пысӑк ӗҫ хунӑ, ҫынсене чӗрисенче капитализма пула юлнӑ ҫитменлӗхсемпе кӑлтӑксенчен хӑтарас пулать — эсӗ хӑвах пӗлетӗн, ку хисеплӗ те хӑюллӑ задача, анчах калама ҫук йывӑр вӑл.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӗре пит хытӑ тапнипе ӑна капанӑн леш енче те илтессӗн туйӑнчӗ: пит ҫунать, хӑлхасем аптратмаллах янӑраҫҫӗ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Блиндаж кӗтессинче Кузьма Ярцев ларать, — пит ырхан шӑмшаклӑскер вӑл, пичӗ типшӗм, куҫӗсем путса кӗнӗ, ывӑннӑ пек пӑхаҫҫӗ.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халь ӗнтӗ унӑн шуранка питҫӑмартисем, выҫӑ пурӑннӑ чухнехи пек, ӗлӗкхинчен те ытларах путса кӗнӗ, пит шӑммисем янках палӑраҫҫӗ, тути хӑпарса тӑрать, пысӑк та тӗсӗм куҫ лупашкисенчен мӑйӑр тӗслӗ ҫутӑ куҫӗсем ҫӑткӑнланса, пит чӗррӗн пӑхаҫҫӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пит ир те, пит хӑвӑрт тӗттӗмленет кӑнтӑрти хӗллехи кун.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя тӗттӗмре вӑл йынӑшнине илтет; кӑшт ҫеҫ ҫутатнӑ кӗтесре ларакан койка патне хуллен пырса, нимӗн чӗнмесӗр, шурса кайнӑ пит ҫине нумайччен пӑхса тӑрать; лейтенант пичӗ улшӑннӑҫемӗн улшӑнать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Пит аван! — терӗ шурӑ папаха тӑхӑннӑ лутрарах кӑна пӗчӗк казак, картиш енчен Оленин патне ҫывӑхах пырса, — эпӗ куртӑм, пит аван!
XXXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эпӗ кулӑшла, эпӗ пӗчӗк, пит манӑн шурӑхнӑ, илемсӗр, тӗнчери мӗнпур питрен чи йӗрӗнчӗкли, ирсӗрри, темле ниҫта ҫыпӑҫманскер.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.