Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак карап пӗтӗм тинӗсри ишевсен историйӗнчи чи малтанхи хут, пӗр навигаци вӑхӑтӗнчех, Ҫурҫӗр тинӗс ҫулне, Татаринов капитан «Св. Мария» шхунӑпа тухма шутланӑ ҫула, ишсе тухнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пуҫ тайма пуҫлатӑп эп Хумлӑ тинӗсе: «Хаяр тинӗс, ан тивсемччӗ Манӑн киммӗме; Манӑн кимӗ турттарать: Хаклӑ йышши япала, Тӗттӗм каҫ унпа ишет Харсӑр яш ача».
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл пурин ҫинчен те, пурин ҫинчен те асӑнчӗ: ҫак чиркӳ ҫинчен, унӑн пӗчӗк ачисем ҫинчен, хулари ытти чиркӳсем ҫинчен, хула ҫинчен, пӗчӗк округ ҫинчен, пӗтӗм штат ҫинчен, штатри чиновниксем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чиркӳсем ҫинчен, конгресс ҫинчен, президент ҫинчен, министрсем ҫинчен, тинӗс ҫинче хаяр ҫил-тӑвӑлсем курса ҫӳрекен мӗскӗн ҫынсем ҫинчен, Европӑри монархистсен тата Хӗвелтухӑҫӗнчи деспотсен пусмӑрӗ айӗнче йынӑшса пурӑнакан темиҫе миллион чура ҫинчен, евангелири чӑнлӑх ҫутипе ҫутта тухнӑ ҫынсем ҫинчен, курмашкӑн куҫӗсем ҫук, илтмешкӗн хӑлхисем ҫук ҫынсем ҫинчен, инҫетри тинӗс утравӗсем ҫинчи тӗне кӗмен ҫынсем ҫинчен, — ҫакна пурне те вара пачӑшкӑ акӑ ҫапла хытӑ кӗлтуса вӗҫлерӗ:
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Маншӑн «Артекри» «Тинӗс» лагерь пысӑк кил-ҫурт пек пулчӗ, вожатӑйсемпе отрядри ачасем - пысӑк ҫемье пек. Тӗрӗссипе, унтан таврӑнас та килмерӗ, - кӑмӑлне уҫать Стас. - Хура тинӗс хӗрринчи «Артекра» пулса курни нихӑҫан та асран тухмӗ.
«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
Ҫапах та ҫанталӑк лайӑхлансан вӗсем шлюпкӑсемпе тинӗс тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ, «Аладары» чул хысакӗсем патнех ҫитнӗ, унти сайра тӗл пулакан кайӑксене сӑнанӑ, тинӗсре дельфинсем сикнине курса савӑннӑ.
«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
Хамӑн отрядри ачасемпе пӗрле эпӗ тинӗс тӗввисене ҫыхрӑм, канат туртрӑм, семафора мӗнле пӗлнине кӑтартса патӑм, тинӗс юррисене юрларӑм...
«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
16. Каҫ пулсан Унӑн вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ та, 17. кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енне Капернаума ҫул тытнӑ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Малтан эпӗ вутпа-ҫулӑмпа хутӑштарнӑ кӗленче тинӗс пек тинӗс куртӑм.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан эпӗ тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫине тӑтӑм; тинӗсрен ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк тухнине куртӑм: мӑйракисем ҫинче — вунӑ пуҫкӑшӑль, пуҫӗсем ҫинче — Турра хурлакан сӑмахсем.
Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан эпӗ курнӑ ангел сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те 6. ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те Пултаракана асӑнса тупа турӗ: ӗнтӗ урӑх вӑхӑт пулмӗ; 7. ҫиччӗмӗш трупа кӑшкӑртнӑ кунсенче, Турӑ Хӑйӗн пророк чурисене пӗлтернӗ пек, Туррӑн пӗлме ҫук ӗҫӗ пулса тӑрӗ, терӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25. виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26. темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27. эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ; 2. Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ; 3. пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ; 4. пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫапла пирӗн карап Адриатика тинӗсӗнче ҫил еккипе ҫӳренӗ чухне, вунтӑваттӑмӗш каҫхине ҫур ҫӗр тӗлнелле, карап ҫӳретекенсем типӗ ҫӗр патне ҫывӑхарса пынине туя пуҫларӗҫ; 28. вара тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те — ҫирӗм хӑлаҫ иккен; кӑштах кайсассӑн татах виҫсе пӑхрӗҫ те — вунпилӗк хӑлаҫ тухрӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ; Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ та, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ; кимми шыв ҫийӗнче пулнӑ, пӗтӗм халӑх вара тинӗс хӗрринче типӗ ҫӗрте тӑнӑ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйӗн мухтавне тата ҫӳле ҫӗклесе, вӑл тинӗс хӗрринчи Иоппи хулине ярса илнӗ, тинӗс утравӗсем ҫине ҫӳреме ҫул уҫнӑ, 6. Иудея ҫӗрӗн чиккине сарса, ҫав ҫӗршыва хӑй аллине илнӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Птоломей патша вара тинӗс ҫыранӗнчи хуласене тинӗс хӗрринчи Селевки таранччен туртса илнӗ, Александра хирӗҫ усал шухӑш тытнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тинӗс тӑрӑх типшар кайӗ, тинӗс хумӗсене ҫапса салатӗ, шывсем ӑшӑхланса юлӗҫ, Ассурӑн мӑн кӑмӑлӗ йӑвашланӗ, Египетран патша туйине туртса илӗҫ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн хӳтлӗхӗ тинӗс пулнӑ, тинӗс уншӑн хӳме вырӑнне пулнӑ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл тинӗсе хушать те — тинӗс типет, ҫырмасем те пурте типсе-ҫунса выртаҫҫӗ; Васанпа Кармил ҫаралса ҫулҫӑ тӑкать, Ливан тӗсрен шупкалса юлать.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав кун сан патна Ассирирен, Египет хулисенчен, Египетпа Евфрат шывӗ хушшинчен, тинӗспе тинӗс хушшинчен, тупа ту хушшинчен килӗҫ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.