Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Иосафата курсассӑн ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем: «Израиль патши ҫакӑ!» тесе шутланӑ та ӑна тапӑнасшӑн талпӑннӑ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иосафата курсассӑн, ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем: «Израиль патши ҫакӑ!» тесе шутланӑ та ӑна тапӑнасшӑн талпӑннӑ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Соломон туса лартнӑ хуласем: Газер, Анатри Бефорон, 18. Ваалаф, пушхирти Фадмор, 19. вӑл тата сыхлӑх пурлӑхне тытмалли хуласем, ҫар ураписем упранакан хуласем, утлӑ ҫар тӑракан хуласем туса лартнӑ, Соломон ӗнтӗ Иерусалимра, Ливанра, хӑй аллинчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче мӗн тума шутланӑ, ҫавна пурне те туса ҫитернӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем патшана каланӑ: пирӗн халӑха пӗтернӗ, пирӗн халӑха Израилӗн нихӑш ҫӗрӗнче те юлмалла мар кӑклама шутланӑ ҫын кирлӗ пире, 6. унӑн ӑрӑвӗнчен ҫичӗ ҫын пар та пире, эпир вӗсене Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Саулӑн хулинче, Гивӑра, Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакса хурӑпӑр, тенӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Гаваон ҫыннисем Израиль ывӑлӗсем мар, аморрейсен чӗрӗ юлнӑ юлашки ҫыннисем пулнӑ; израильсем вӗсене, тивместпӗр тесе, тупа тунӑ пулнӑ, анчах Саул, Израильпе Иуда тӑхӑмӗсемшӗн тӑрӑшса, вӗсене тӗп тума шутланӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Авессалом ӗнтӗ патша патне Иоава яма шутланӑ та ӑна чӗнме ҫын янӑ, анчах лешӗ ун патне пырасшӑн пулман.29. И послал Авессалом за Иоавом, чтобы послать его к царю, но тот не захотел придти к нему.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид пӗр арҫынна та, пӗр хӗрарӑма та чӗррӗн хӑварман, вӗсене Гефа та илсе пыман, вӑл ҫапла шутланӑ: вӗсем пирӗн ҫинчен: «Давид ҫапла хӑтланчӗ, вӑл Филисти ҫӗршывӗнче пурӑннӑ чухне хӑйне ҫапла тыткаларӗ» тесе евит тума пултараҫҫӗ, тенӗ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хӑҫан та пулин эпӗ Саул аллине лекетӗпех ӗнтӗ, маншӑн филистимсен ҫӗрне тарса хӑтӑлассинчен лайӑххи нимӗн те ҫук; вара Саул манран хӑпӗ, малашне мана пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ тӑрӑх шыраса ҫӳремӗ, эпӗ те унран хӑтӑлӑп, тенӗ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул ӗнтӗ Давида филистимсен аллипе пӗтерме шутланӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах вӗсем ашшӗн сӑмахне итлемен: Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ вӗсене вилӗм аллине пама шутланӑ.Но они не слушали голоса отца своего, ибо Господь решил уже предать их смерти.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче чылайччен кӗлтунӑ хушӑра Илий унӑн тути-ҫӑварӗ ҫине пӑхса тӑнӑ; 13. Анна хӑй ӑшӗнче каланӑран, сассине кӑлармасӑр тути-ҫӑварне ҫеҫ хускатнӑран Илий ӑна ӳсӗр пулӗ тесе шутланӑ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав вӑхӑтра Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.25. В те дни не было царя у Израиля; каждый делал то, что ему казалось справедливым.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун чухне Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.6. В те дни не было царя у Израиля; каждый делал то, что ему казалось справедливым.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа калатӑп та Эпӗ: [унччен хӑваласа яма шутланӑ ҫынсене халӗ ӗнтӗ урӑх вырӑна куҫармастӑп,] вӗсене сирӗн патӑртан хӑваласа ямастӑп, вӗсем сирӗншӗн мӑйкӑч пулӗҫ, вӗсенӗн туррисем сирӗншӗн серепе пулӗҫ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӑван килӗнчен тухса кайнӑ чухне Ахса, Гофониил ӑс панипе, ашшӗнчен хӑй валли хир ыйтма шутланӑ та ашакӗ ҫинчен аннӑ.14. Когда надлежало ей идти, Гофониил научил ее просить у отца ее поле, и она сошла с осла.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн; 11. эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ; 12. вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил, 13. Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух; 14. арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн; 15. ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эпӗ сире каларӑм, анчах эсир итлемерӗр, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫ тӑтӑр, пӗрех хӑвӑр шутланӑ пек туса ту ҫине улӑхса кайрӑр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хам умӑмран пыракан парнесемпе эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫавӑрӑп, хӑйне кайран курӑп; тен, мана хапӑл тӑвӗ, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: 28. тен, тӳрӗ ҫынсене шутланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.