Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсене (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паҫӑр анӑраса кайнӑ хӗр-манахсем халь тинех йӗркене кӗре пуҫларӗҫ, хӑйсене султан тӑшманне пытарса усрать тенӗшӗн кӳренсе, жандармсене хирӗҫ тӑма та тытӑнчӗҫ.

Придя в себя от первого потрясения, монахини стали горячо протестовать и даже обижаться, что их подозревают в укрывательстве человека, которого считают врагом султана.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандов вара, чӳречерен карӑна-карӑна тухса, хӑй ирӗклӗхне никам та чарма пултараймасть тесе, урнӑ пек кӑшкӑрашрӗ те, юлташӗсем ӑна, хай тӗрӗк влаҫӗсен йӗркине пӗлекенскерсем, хӑйсене унран лӑпкӑрах тыткаларӗҫ.

Высунувшись в окно, Кандов громко протестовал против этого наглого посягательства на его свободу и прямо-таки бесился, его сотоварищи вели себя спокойнее, хорошо зная, что собой представляют турецкие власти.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйсене турӑ панӑ пек, килӗштерсе пурӑнӗҫ те пурӑнӗҫ.

Будут жить да поживать в любви и в согласии, как бог даст.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйсене никам та сутас ҫуккине шансах тӑчӗҫ вӗсем.

Все надеялись, что никто их не выдаст.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сцена ҫинчи артистсем тумӗсене улӑштарса тӑхӑнма тытӑнчӗҫ, хӑйсене тав тума пуҫтарӑннӑ тусӗсемпе кӑмӑллӑн калаҫрӗҫ.

Актеры переодевались на сцене, весело разговаривая с друзьями, пришедшими их поздравить.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Маларах каланӑ сӑмах унӑн ӑс-тӑнӗ «пӑнтӑхнине» пӗлтерет ӗнтӗ, тепри вара — чӑпӑрккана пуҫ тайни пулать: тӗрӗк чӗлхине юратакан пӑлхар ҫынни, тӗрӗксене хӑйсене те юратса, пӗр вӗсенчен кӑна ҫӗр ҫинчи ырлӑха кӗтет-ҫке.

Первое свидетельствовало о косности и заплесневелости его ума, второе — о преклонении перед бичом: ведь любить турецкий язык мог только тот болгарин, который любил и самих турок или ждал от них благ земных.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗлӗтри вут хӑйсене ҫунтарса ятӑрах! — хивреленчӗ Ровоама хаджи пике.

— Чтоб их самих спалило огнем небесным! — пробурчала госпожа Хаджи Ровоама.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек пархатарлӑ шухӑша кайнӑ Гедеон атте хӑйсене техӗмлӗ апата чӗнсе шӑнкӑрав шӑнкӑртаттарасса лӑпкӑн ӗмӗтленсе кӗтет.

Углубившись в свои благочестивые размышления, отец Гедеон спокойно ожидал желанного звона к полуденной трапезе и, предвкушая ее, вдыхал приятные запахи кухни.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стоян мучи, арман ҫуртӗнче мӗн пулса иртнине васкаса та пулин йӗркипе каласа, хӑйсене ҫӑлса хӑваракана тав турӗ.

Благословляя своего избавителя, дед Стоян продолжал торопливо и взволнованно рассказывать обо всем, что случилось на мельнице.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй куҫӗпе хӑй мӗн курса тӑрасса сиснӗ мелникӗн сехри хӑпрӗ, хӑрушӑ инкекрен ҫӑлма чӗнсе, вӑл тискер кайӑк пек кӑшкӑрса ячӗ, анчах ҫак катари шӑтӑкра хӑйсене никам та пулӑшас ҫуккине пӗлсех тӑчӗ-ха вӑл.

Мельник, обезумев от ужаса при мысли о том, что ему предстояло увидеть, кричал как зверь, призывая на помощь, хоть и знал, что в этой глуши спасения ждать неоткуда.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫын ҫинче хӑйсене тыткалама вӗренччӗр, — тет вӑл.

— Пусть учатся, как вести себя в обществе, — объяснял он.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем хӑйсене пусмӑрта тытакан тӗрӗксене хирӗҫ кӑна мар, пусмӑр йӗркине тытма пулӑшакан хӑйсен буржуазине хирӗҫ те кӗрешеҫҫӗ, ҫав кӗрешӗве пӗтӗм халӑха хутшӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 4 с.

Вӗсем пурте хӑйсене валли хӑйсем ӑссӗн ҫул тупнӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Ашкӑнманнисем хӑйсене ҫапла ик-виҫӗ хут кӳрентернӗ хыҫҫӑн хӳтӗленме шутларӗҫ.

Небуйные сани после двух-трех таких обид решились защищаться.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Икӗ ҫемьерен кашниех хӑйсемле, хӑйсене мӗнле килӗшет, ҫавӑн пек пурӑнаҫҫӗ.

Каждое из двух семейств живет по-своему, как больше нравится которому.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсем хӑйсемшӗн ӗҫлеҫҫӗ, хӑйсене хӑйсем хуҫа; ҫавӑнпа та вӗсем магазин хуҫинче услам вырӑнне юлмалла пулнӑ пая та хӑйсене илеҫҫӗ.

Они работают на свой собственный счет, они сами хозяйки; потому они получают ту долю, которая оставалась бы в прибыли у хозяйки магазина.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хамӑр ҫӗвӗҫ-хӗрарӑмсем пурӑнакан мастерскойра пулассине, хама ҫав ҫӗвӗҫсен пӳлӗмне кӑтартассине, ҫевӗҫсене хӑйсене те курассине, вӗсемпе пӗрле кӑнтӑрлахи апатра ларассине каларӗҫ мана, тата эпӗ ӑна хам та пӗлнӗ, анчах ун вырӑнне эпӗ чухӑнах мар ҫынсен пӗр пӳлӗме тухакан хваттерӗсене, вӑтам чиновниксемпе е чухӑн улпутсемпе тан тӑракан хӗрсене куртӑм, ытла чаплӑ мар, анчах хама кӑмӑла каякан апат ҫирӗм: — мӗн-ха ара ку?

Мне сказали, и я знала, что я буду в мастерской, в которой живут швеи, что мне покажут комнаты швей, что я буду видеть швей, что я буду сидеть за обедом швей; вместо того я видела квартиры людей не бедного состояния, соединенные в одно помещение, видела девушек среднего чиновничьего или бедного помещичьего круга, была за обедом, небогатым, но удовлетворительным для меня; что ж это такое?

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Обществӑна, — патшалӑха теме те юрать, сирӗн пек вӗреннӗ ҫынсем питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен наукӑна аталантарса пыни — чипер патшалӑхшӑн кирлӗ япала вӑл, ҫавӑнпа та вӗсен, вӗреннӗ ҫынсен, Александр Матвеевич, хӑйсене хӑйсем упрас, е хытӑрах та калас пулсан, хӑйсене питӗ упрас пулать.

Обществу и, можно сказать, государству драгоценны такие ученые деятели, как вы, потому что процветание науки — первая потребность благоустроенного государства, и потому они должны, Александр Матвеевич, — можно сказать более, — обязаны беречь себя.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ вӗсем ӑслӑланнӑ ҫеҫ, ӗлӗк пур усӑсӑрах хӑйсене сиен кӳрсе пурӑннӑ нумай-нумай вӑйсемпе средствӑсене хӑйсемшӗн усӑллӑ ӗҫе кӳлчӗҫ.

Они только стали умны, стали обращать на пользу себе громадное количество сил и средств, которые прежде тратили без пользы или и прямо во вред себе.

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Вӑл яланах шывпа нӳрленсе тӑрать, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ, — куратӑн-и, кашни колоннӑранах пӗчӗк фонтан пӗрӗхет, вӑл тавраналла ҫумӑр пек сирпӗнет, ҫавӑнпа та кунта пурӑнма сулхӑн; куратӑн вӗт, кунти ҫынсем температурӑна хӑйсене кирлӗ пек улӑштарма пултараҫҫӗ».

«Он постоянно обрызгивается водою, — говорит старшая сестра, — видишь, из каждой колонны подымается выше полога маленький фонтан, разлетающийся дождем вокруг, поэтому жить здесь прохладно: ты видишь, они изменяют температуру, как хотят».

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех