Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мучи сăмах пирĕн базăра пур.
Мучи (тĕпĕ: мучи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ тата, Аким мучи, хӑв та ула вӑкӑрна пусса пӑрахрӑн мар-и? — ӳсӗркелесе ыйтрӗ Демка Ушаков, Бесхлебновпа кӳршӗллӗ пурӑнаканскер.

— А ты, дедушка Аким, рябого быка, кубыть, тоже зарезал? — покашливая, спросил Демка Ушаков, живший с Бесхлебновым по соседству.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кирлех ҫав, кирлех ҫав вӗрентни, — канаш парса пырать Любишкинӑн хӑти, ватӑлса ҫитнӗ мучи Бесхлебнов Аким.

— Следовает, следовает поучить, — советовал сват Любишкина — престарелый дед Бесхлебнов Аким.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫилӗ, мучи тавра шӗвӗркке тӑрӑллӑ юр кӗрчӗсем хӳсе ларта-ларта, анкарти тӑрӑх сӑлпӑран вӗҫтерет…

А ветер пушит на огороде поземкой, наметая вокруг деда стоячие острокрышие сугробы…

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарьӑн ҫурма ишӗлчӗк пӳрчӗ умӗпе иртсе ҫӳрекенсем ҫакна асӑрхаҫҫӗ: анкартинче, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче, мучин хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ курӑнса каять, пӗр хускалмасӑр куҫ умӗнче тӑрать; унтан, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинчен сасартӑках мучи хӑй те сиксе тухать, тӑкӑрлӑк еннелле ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пӳрчӗ патнелле лакӑштатса утать.

Кто мимо Щукаревой полуразваленной хатенки ходил в те дни, видел: торчит, бывало, дедов малахай на огороде, среди подсолнечных будыльев, торчит, не шелохнется; потом и сам дед Щукарь из подсолнухов вдруг окажется, заковыляет к хате, не глядя на проулок, на ходу поддерживая руками незастегнутые штаны.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучи хӑйӗн ҫулталӑкри пӑрушне пуринчен малтан пусаканнисемпе пӗр вӑхӑтрах тытса йӑвантарчӗ.

Дед Щукарь в числе первых подвалил телку-летошницу.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кунпала эпир тӗпренех килӗшетпӗр, — терӗ Щукарь мучи.

— На это мы согласны, — сказал дед Щукарь.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ, мучи, ан васка-ха! — урса кайса сиввӗн калаҫма тытӑнчӗ Хопров, хӑйӗн шӑратса тунӑ пек чышкине Лапшинов сухалли тӗлне тытса.

— Ты, дед, не сепети! — с холодным бешенством заговорил Хопров, подымая на уровень лапшиновской бороды свой литой кулак.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мучи, казак чунне пӗтме ан парсамччӗ, тархасшӑн тытса ан парччӗ!

— Дедушка, не дай пропасть казачьей душе, не выдавай!

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, Лапшинов мучи, тасал кунтан.

— Ну, дед Лапшинов, выметайся отсюдова.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Турӑ айӑпласа асап кӑтартӗ, мучи!

— Бог покарает, дед!

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ, мучи, хӑвшӑн кала.

— Ты за себя, папаша, говори.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пар-ха мана ливольвертне, Макар, — куҫне-пуҫне чарса пӑрахса, пыр тӗпӗнчен тухакан сассипе кӑшкӑрса ячӗ кӑштах чун кӗнӗ Щукарь мучи — Пар-ха, халь, чӗрем ҫунса тӑнӑ чухне!

— Дай мне ливольверт, Макар!.. — вылупив глаза, горловым голосом заорал ободрившийся дед Щукарь — Дай, пока сердце горит!

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аҫа йытӑ ӳлесе-харлатса аяккалла сиксе ӳкрӗ, анчах мучи кӗрӗкне ҫурмаран ҫурса антарма ӗлкӗрчӗ-ӗлкӗрчех.

Кобель с воем отскочил, успев-таки напоследок распустить дедову шубу надвое.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучи, аҫа йытта урисемпе тем тӗрлӗ те тапкаласа, ҫатан картаран пӗр-пӗр шалча хуҫса илме хӑтланса, ури ҫине сиксе тӑчӗ.

Дед Щукарь вскочил, неистово брыкая кобеля ногами, пытаясь выломать из плетня кол.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун упӑшки патнелле Любишкинпа Нагульнов чупса пынине курсан, вӑл кӗлет умне чупса пычӗ, аҫа йыттине сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, йытти, тимӗр мӑйкӑчне чӑнкӑртаттарса, картиш тавра сиккипе чупса ҫаврӑнчӗ, унтан, Шукарь мучи сехри хӑпса тухнипе кӑшкӑрашнине илтсе тата юр ҫинче унӑн кӗрӗкӗ саркаланса выртнине курса, ун ҫине сиксе ларчӗ…

Видя, что к мужу бегут Любишкин и Нагульнов, она метнулась к амбару, спустила с цепи кобеля, тот, гремя железным ошейником, намётом околесил двор и, привлеченный испуганными криками деда Щукаря, его распластанной на снегу шубой, насел на него…

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучи картишӗнчен тухса сирпӗнчӗ.

Дед Щукарь побежал со двора.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучи сурӑхсем валли валашкасене утӑ-улӑм юлашкисем пӑрахса пачӗ, унтан, Титок хӑй патнелле ҫывхарнине асӑрхасан, карта патӗнчен вӑр-варах пӑрӑнса утрӗ.

Дед Щукарь положил в ясли объедья овцам и проворно пошел от овечьего база, увидев подходившего Титка.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кунашкал шуйттан сиксе ларсан — вӗҫерӗнеймӗн те, — мӑкӑртатса илчӗ Щукарь мучи, шикленнипе хӑяккӑн пӑхкаласа.

— Такой чертан сседлает — не вырвешься, — бормотал дед Щукарь, опасливо косясь.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульновпа Давыдов, Любишкин, Щукарь мучи тата тепӗр виҫӗ казак ял Советӗнчен тухрӗҫ.

Нагульнов с Давыдовым, Любишкин, дед Щукарь и еще трое казаков вышли из сельсовета.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑхӑтӑм пулмарӗ… вӑхӑт пулмарӗ ҫав, ҫавӑнпа уйрӑлса кайрӑм… — мӑкӑртатса илчӗ Щукарь мучи, Давыдовран айккинерех пӑрӑнса.

— Некогда было… некогда, потому и ушел-то… — забормотал дед Щукарь, боком отодвигаясь от Давыдова.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех