Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑҫал сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑҫал (тĕпĕ: кӑҫал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун валли кӑҫал уйӑракан укҫа виҫи пӗлтӗрхинчен 10% пысӑкрах пулать, пӗтӗмпе 2,3 млрд ытла тенкӗпе танлашмалла.

Куҫарса пулӑш

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫал 580 пин гектар ҫинче тырпул ҫитӗнтермелле.

Куҫарса пулӑш

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑҫал Раҫҫей Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Улатӑр хули хӗрринчен иртекен Улатӑр юханшывӗнчен ҫуркунне хӳтӗленмелли сооруженисем тумашкӑн федераци хыснинчен укҫа ыйтса илес тӗллевпе сӗнӳсем хатӗрлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑҫал тӑваттӑшне 18575 пин тенкӗлӗх ҫӗнетме планланӑ: Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗсен таврашӗнче.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР вӗренӳ министрӗн заместителӗ Сергей Кудряшов кӑҫал Шупашкарти электромеханика колледжӗн никӗсӗ ҫинче «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» специальноҫа вӗрентме Регионсен хушшинчи центр никӗслеме, унта ҫӗнӗ классем уҫма палӑртнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑҫал ачасен канӑвне йӗркелессипе, сывлӑхне ҫирӗплетессипе, вӗсене хушма пӗлӳ парассипе, сывлӑх тӗлӗшӗнчен хевтесӗр ачасене психологи-педагогика енӗпе тата халӑха социаллӑ пулӑшу парассипе, культура сферинче рыноксене анлӑлатса социаллӑ пӗлтерӗшлисен хисепне пысӑклатасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑҫал Кино ҫулӗнче ҫемйипех мультфильм пӑхатпӑр, - Татьяна Николаевна мана вӑхӑт-вӑхӑт Ассоль пек те, пӗчӗк ача евӗр те туйӑнать.

В этом году, в год Кино всей семьей смотрим мультфильм, - Татьяна Николаевна временами мне кажется похожей на Ассоль, временами на маленького ребенка.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑҫал та ҫак кун Пуянкасси стадионӗнче футболҫӑсем вӑй виҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑҫал 10-мӗш хут иртрӗ вӑл.

В этом году он прошел в 10-ый раз.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май, пухӑннисем пурнӑҫра кино пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ял библиотекин библиотекарӗ А.Г.Ефремова, культура ӗҫченӗ Р.В.Смирнова ял тӑрӑхӗнче кӑҫал йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисен планӗпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Кӑҫал республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Йӑлмахва ял библиотекинче ялти хисеплӗ ҫынсемпе тӗл пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Люба Галкина - вӗренӳре маттур пулнӑшӑн, обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн кӑҫал Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятран паракан стипендине тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ансамбле ҫӳреме пуҫланӑранпа кӑҫал 23 ҫул ҫитнӗ.

В этом году исполнилось 23 года, как она начала ходить в ансамбль.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

«Шкула ача сачӗ ҫумӗнче туса хума май паракан проектсем пур: ҫакӑ хӑтлӑ тата вӗрентӗве пӗр тикӗс ҫаврапа йӗркелет. Кӑҫал пуҫланакан программӑпа 25 млрд тенке усӑ курма тытӑнаҫҫӗ те ӗнтӗ», – тенӗ премьер.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кӑҫал «Чикаго» комадӑна ҫӗнтерекен коллектив тупӑнмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Чикаго» кубока вĕçертмест // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Кӑҫал Кӳкеҫре ҫав программӑпа килӗшӳллӗн хваттерсем тӑвӑпӑр, вӗсене 18 ҫемьене куҫарӑпӑр», - хурав пачӗ пуҫлӑх.

"В этом году в Кугесях по этой программе построим квартиры, переселим 18 семей", - дал ответ глава.

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Эсӗ ҫак кун ҫулленех концерт ирттереттӗн, кӑҫал вара /вӑл ахальли мар тата/ - ҫук.

В этот день ты ежегодно проводила концерты, в этом году же (он еще не простой) — нет.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ун ҫумне кӑҫал тата тепӗр тупӑшу кӗртнӗ.

К нему в этом году присоединили еще один конкурс.

Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11698.html

«Кӑҫал пирӗн хоккеистсем Аслӑ лигӑн турнирӗнче выляма тивӗҫ пулчӗҫ. Йышра - 28 спортсмен. Вӗсенчен 4-шӗ пирӗн вӗренекенсем. Алексей Трофимов /хапхаҫӑ/, Денис Систейкинпа Денис Белов тата Сергей Иванов хӑйсен пирвайхи утӑмӗсене «Сокол» спорт керменӗнче тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех