Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырмана (тĕпĕ: ҫырма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лайӑх ҫанталӑк тӑнӑ вӑхӑтра яланах, ҫырмана, ӑна курма каяттӑм.

В хорошую погоду я отправлялся на реку, следить за ней.

Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.

Эпӗ татах ҫырмана чупрӑм.

Я опять побежал на реку.

Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.

Ял хыҫӗнчи ҫырмана кам ишӗлми турӗ?

Есть около нашей деревни здоровенный и глубокий овраг — знаете, кто его в порядок привёл?

Кентти пичче кӑвакалӗсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 10 с.

Вӗсем хыҫӗнччен лашисем те ҫырмана анчӗҫ, тулхӑркаласа, ҫӑварлӑх тимӗррисене чӑнкӑртаттарса, сӗтеклӗ курӑка тӗшӗрме тытӑнчӗҫ.

Следом за ним сошли в яр обе лошади, фыркая и гремя удилами, они стали жевать сочную траву.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӑнкӑ ҫыр тайлӑмӗнче, сурӑх тислӗкӗ шӑкӑрах сапаланса выртакан курӑклӑ сукмак тӑрӑх вӑл, Аксиньйӑна ҫӗклесе, майӗпен ҫырмана анчӗ.

По крутому склону яра, по тропинке, пробитой в траве и усеянной овечьими орешками, он осторожно спустился в яр, неся на руках Аксинью.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тип ҫырмана ҫитме сакӑр ҫухрӑм пулать.

До Сухого лога было верст восемь.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пирӗн тӗттӗмле Тип ҫырмана ҫитсе ӳкмелле.

Нам надо затемно добраться до Сухого лога.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ку ҫырмана халиччен никам та транспорт майӗпе усӑ курас енчен хӑтланса пӑхман тетӗр-и-ха эсир?

— Так вы говорите, что до нас с вами никто не использовал эту реку как транспортное средство?

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вара Лева хӑвӑртрах ҫырмана чупать те ҫӑвӑнса тасалать, инкекӗ те пулмӗ, тет.

Тогда Левка бежит скорее на речку, умывается, чистится, чтобы неприятностей не было.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Шкулӑн пысӑк мар ҫурчӗ те тарӑн ҫырмана хирӗҫ ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

 — Ну, мӗн пулать вара сана, эпӗ йӑпӑртах ҫырмана кайса килсен?

 — Ну, чего тебе сделается, если я к ручью сбегаю?

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Никама та тӗл пулас мар тесе, вӑл ӗнтрӗк вӑхӑтӗнчи нӳхреп пек нӳрлӗ ҫырмана анчӗ, унта туратсемпе ҫатӑрка чӑтлӑх витӗр утса, йӑлтах куршанкӑ ҫыпҫӑнса пӗтнӗскер, ҫырман тепӗр енне — таткаланчӑк та ҫӑмламас курӑклӑ, анакан хӗвел ҫути ӳкнӗ хӗрлӗ тӑмлӑ енне йывӑррӑн хӑпарчӗ.

Чтобы ни с кем не встречаться, оя спустился в сумеречный, сырой, как погреб, овраг и, продираясь сквозь цепкие заросли, весь облепленный репьями, тяжело поднялся на другой его край — обрывистый, в рваных, косматых клочьях дерна, горевший на закате красной глиной.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫырмана юр катӑкӗсем, тӑм тӗпренчӗкӗсем шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ.

В яр посыпались крошки снега, глина.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑркаланӑ та тӗпсӗр ҫырмана ывӑтса янӑ.

Раскрутил и запустил в бездонную пропасть.

Ҫӗнӗ пушмаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Тип ҫырмана юпленсе кӗрекен сарлака васанпа казаксем таса хире тухрӗҫ.

По широкой отножине выбрались на чистое.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем ҫаврӑнса тухнӑ типӗ ҫырмана юр хӳсе тултарнӑ — вырӑнӗ-вырӑнӗпе лашасем хырӑмӗ таранах анса каяҫҫӗ.

Балка, по которой двигались в обход, была засыпана снегом — местами доходил он лошадям до брюха.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лакӑмран шыв виҫӗ тӗлтен ҫӗмӗрсе тухса, чулсем хушшипе, пусма тӑрӑх сикнӗ пек шарласа анса, анаталла ҫӑра вӑрманалла юхнӑ; пӗр хушӑ вӑрманта курӑнми пулнӑ хыҫҫӑн вӑл тарӑнах мар ҫырмана тухса, тӳрех Кубане юхса кӗнӗ…

Из котлована вода вырывалась тремя мощными струями и с глухим шорохом катилась по камням, как по ступенькам, вниз, в густой лесок; затерявшись на время в леску, она выходила в неглубокую балку и текла прямо в Кубань…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Машина сулахая пӑрӑнчӗ, ҫутӑ таран ҫырмана ӳкрӗ, унта йӑсӑрланса тӑракан кӑпӑш юр пулнӑ.

Машина свернула влево, свет метнулся в глубокую низину, заваленную мягкими дымящимися сугробами.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сотня аякран иртсе кайрӗ, кӗпер патӗнче ҫырмана анчӗ.

Сотня прошла мимо, у моста спустилась в лощину.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тип ҫырмана чӑмрӗ пулмалла.

— В буерак нырнул, должно.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех