Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурмалла (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна ҫурмалла, шӑвармашкӑн ӑшне шӑтӑклӑ ҫинҫе пӑрӑх хумалла, шланг пӗрӗнесрен шакмак таткисем хӗстерсе тухмалла, ӑна хӑвӑр суйланӑ ҫирӗп япала ҫумне /йывӑҫ вулли, карта/ ҫирӗплетсе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Ҫурмалла уйӑрмалла, икӗ пашалу хатӗрлемелле.

Напополам разделить, приготовить две лепёшки.

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

59. Даниил каланӑ вара: шӑпах хӑвӑн пуҫна ҫимех суйрӑн эсӗ; Турӑ Ангелӗ сана ҫурмалла касса татма, сире тӗп тума хӗҫпе кӗтсе тӑрать, тенӗ.

59. Даниил сказал ему: точно, солгал ты на твою голову; ибо Ангел Божий с мечом ждет, чтобы рассечь тебя пополам, чтобы истребить вас.

Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

55. Даниил каланӑ: чӑнах, хӑв пуҫна ҫимех суйрӑн эсӗ; акӑ Турӑ Ангелӗ, Турӑран ирӗк илсе, сана ҫурмалла касса татӗ, тенӗ.

55. Даниил сказал: точно, солгал ты на твою голову; ибо вот, Ангел Божий, приняв решение от Бога, рассечет тебя пополам.

Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. эсӗ, Елеазар священник тата йӑх пуҫлӑхӗсем вӑрҫӑран илсе килнӗ тупӑша ҫынран пуҫласа выльӑх таранччен шутласа тухӑр; 27. тупӑша вӑрҫа кайса вӑрҫӑра ҫапӑҫнисемпе ытти халӑх хушшинче ҫурмалла уйӑр; 28. вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисенчен Ҫӳлхуҫа валли парне — этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх — ил, кашни пилӗкҫӗр чунран пӗрер ил; 29. ҫакна вӗсен пайӗнчен илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн Елеазар священника пар; 30. Израиль ывӑлӗсене тивӗҫлӗ пайран та этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх ил, вӗсене кашни аллӑ чунран пӗрер ил те Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене пар, тенӗ.

25. И сказал Господь Моисею, говоря: 26. сочти добычу плена, от человека до скота, ты и Елеазар священник и начальники племен общества; 27. и раздели добычу пополам между воевавшими, ходившими на войну, и между всем обществом; 28. и от воинов, ходивших на войну, возьми дань Господу, по одной душе из пятисот, из людей и из крупного скота, и из ослов и из мелкого скота; 29. возьми это из половины их и отдай Елеазару священнику в возношение Господу; 30. и из половины сынов Израилевых возьми по одной доле из пятидесяти, из людей, из крупного скота, из ослов и из мелкого скота, и отдай это левитам, служащим при скинии Господней.

Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Эхер те камӑн та пулин вӑкӑрӗ кӳрши вӑкӑрне вӗлермеллех сӗксе пӑрахсассӑн, чӗрӗ вӑкӑрне сутчӑр та унӑн хакне ҫурмалла уйӑрччӑр; вӗлернине те ҫурмалла уйӑрччӑр; 36. анчах вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшни паллӑ пулнӑ пулсассӑн, унӑн хуҫи [ҫавна илтсе те] ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑл вӑкӑршӑн вӑкӑр тӳлеме тивӗҫлӗ, вилнӗ вӑкӑрӗ вара хӑйне пулӗ.

35. Если чей-нибудь вол забодает до смерти вола у соседа его, пусть продадут живого вола и разделят пополам цену его; также и убитого пусть разделят пополам; 36. а если известно было, что вол бодлив был и вчера и третьего дня, но хозяин его [быв извещен о сем] не стерег его, то должен он заплатить вола за вола, а убитый будет его.

Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫурмалла пайланӑ ҫурт.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Шӑммисӗр чӗрӗ ҫырлана хӑйне кӑна е сахӑрпа ҫурмалла ҫӑрса ҫимелле.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫурмалла пылпа хутӑштарнӑ сӗткенне атеросклерозпа тата гипертонипе аптракан ватӑ ҫынсене кунне 3-4 хут апат умӗн ҫуршар стакан ӗҫме сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех