Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисепӗ (тĕпĕ: хисеп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт иртнӗ май хуратулӑн хисепӗ те, сумӗ те таврӑннӑ: вӑрлӑхне те, кӗрпине те ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

С.Чернуха ӑна белокпа ҫу хисепӗ пысӑк пулнӑшӑн мухтарӗ, ӗне выльӑхшӑн паха апат терӗ.

Куҫарса пулӑш

С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсен хисепӗ те ҫулсерен сайралсах пырать, шел, 71-мӗш Ҫӗнтерӳ уявне 23 фронтовик анчах кӗтсе илме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

«Чӑваш Енре ҫул ҫитменнисен хирургийӗн службине Республикӑри ача-пӑча клиника больницин никӗсӗ ҫинче централизацилерӗмӗр. Усси куҫ умӗнчех: пӗчӗккисене операци туса сиплес, ҫав шутра пысӑк технологиллисем, пӗчӗк инвазивлисем тӗлӗшпе те, палӑрмаллах ҫитӗнӳ турӑмӑр. Эпир кашни пациентшӑн кӗрешнине кӑтартусем аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Сывлӑхӑн 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнӗсенчи ачасем йышланса пыни, хӗсмете юрӑхлӑ яшсен хисепӗ пысӑкланни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫаксем — халӑх сывлӑхӗн, ҫӗршыв пуласлӑхӗн кӑтартӑвӗсем», — пӗтӗмлетрӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

5. Унӑн кунӗ шутлӑ пулсассӑн, вӑл пурӑнас уйӑхсен хисепӗ Сан аллунта пулсассӑн, ун умне иртсе каяйми чикӗ лартрӑн пулсассӑн, 6. куҫӑнтан вӗҫерт ӑна: тара кӗрӗшнӗ ҫын пек, вӑл та хӑйӗн кунӗ вӗҫлениччен канса илтӗр.

5. Если дни ему определены, и число месяцев его у Тебя, если Ты положил ему предел, которого он не перейдет, 6. то уклонись от него: пусть он отдохнет, доколе не окончит, как наемник, дня своего.

Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2014 ҫулхипе танлаштарсан пулӑшу хисепӗ чакрӗ.

По сравнению с 2014 годом количество поддержки уменьшилось.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

2014 ҫулта туй туса пӗрлешнисен хисепӗ уйрӑлнисенчен пӗчӗкрех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Тӑван чӗлхе хисепӗ, сумӗ ӳстӗр тесе» район, республика шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна хутшӑнсах тӑни пирки пӗлтереҫҫӗ унтисем.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

«Тупӑшӑва чылай енӗпе сарма май тунӑран 22 тӗллевлӗ кӑтартуран 17-шне /77%/ пурнӑҫа кӗртнӗ, - ҫак йӗркесене пайӑрланӑ О.Ланцова. - Шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене йышӑнакан уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учрежденисен хисепӗ 1,4% ҫитнӗ /малтан - 1,2%/. Патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланман, эмелпе ваккӑн сутӑ тӑвакан аптекӑсен йышӗ 67,3% пулнӑ, халӗ - 70%. Патшалӑх тытӑмне кӗмен, пассажирсене ҫӗр ҫинчи транспортпа турттаракан организацисен муниципалитетсен хушшинчи рейсӗсен тӳпи пӗтӗм маршрут хисепӗнче малтан 20% ҫеҫ йышӑннӑ, 74,6% таран пысӑкланнӑ».

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн хисепӗ пӗтнӗ.

После этого уважение к нему закончилось.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех