Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗҫ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уява хутшӑнакансем чӑннипех те чӑвашлӑхшӑн ҫунакан, ӑна упраса хӑварассишӗн, малалла аталантарассишӗн тӑрӑшакансем пулнине ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

Сумлӑ жюри пайташӗсем — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Альбина Юрату сӑвӑҫ — сӑвва уҫӑмлӑн, интонаципе каланине, чарӑну тунине итлесе хак пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

Ҫавӑн пекех 2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ А.Чуркина, Э. Демьянова, С.Иванов, М.Мышкин, Д.Филиппов ҫак спорт енӗпе чи пултаруллӑ пулнине кӑтартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/

Каярах вара Чӑркашран Асса ялне машшинпах каҫмалӑх ҫул туса пачӗҫ те ҫак сукмак манӑҫа тухрӗ (тата тепӗр сӑлтав та ахӑртнех пулнӑ: йӗпе-сапара ҫӑлкуҫсене пула сукмак ытла та пыльчӑкланса каятчӗ).

Куҫарса пулӑш

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

Сӑвӑ вуланӑ хыҫҫӑн парнесем пачӗҫ, парнесем парсан — ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Мана паян сирӗн упӑшкӑр ҫинчен каласа пачӗҫ, — терӗ вӑл ҫавӑнтах кӗтмен ҫӗртен.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ӑна ҫул курки тултарса пачӗҫ, вӑл тӗппипех ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Кашнинех бланк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Унсӑр пуҫне аякри ентешӗмӗрсем кӗретсӗр майпа диктант ҫырса хӑйсен ӗҫӗсене ярса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Ҫиччӗмӗшне те лартрӗҫ, Шупашкарта искусствӑн тепӗр жанрӗ, чи кӑткӑс жанрӗ, опера, вӑй илсе пыма тивӗҫлипе ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Шӑпах вӗсем, театра чунтан юратакансем, куракансем хушшинчи талантлӑ ҫамрӑксем, театр ҫумӗнчи студире вӗренсе, профессионалсемпе пӗрле музыка театрне ҫуралма пулӑшрӗҫ, вӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесе, ултӑ опера лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Паянхи куна ултӑ опере лартса панӑ та ӗнтӗ, вӗсене куракансем те, театрпа музыка ӗҫне лайӑх пӗлекенсем те пысӑк хак пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Профессилле кадрсемпе студи артисчӗсем хавхаланса ҫине тӑнипе музыка театрӗ «Шыв-армань» оперӑпа классикӑлла «Евгений Онегин» оперӑна лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

…Ӑна верандӑри кравать ҫинче вырӑн сарса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав ятпа ӑна ылтӑн сехет пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кашни ӗнерен сӗт суса илессипе иртнӗ уйӑхра районта пӗрремӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр та, пире куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялав пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ежеметьева выговор пачӗҫ, юлашки хут ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Иккӗмӗш тапхӑра хутшӑнма муниципалитет шайӗнче мала тухнӑ ачасене ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Вӗсем шкулсенче чӑвашлӑха аталантарас енпе мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа пачӗҫ, ачасене тӑван халӑха юрӑхлӑ ӳстерес тесе малалла мӗнле ӗҫлемеллине сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Патька-патшана Михельсон ҫарӗ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тенине илтнӗ пулсан та хресченсем вӗсене лашасем тупса пачӗҫ, кайран, ӑсатнӑ май, хӑйсемех улпут ҫуртне вут тивертсе ҫунтарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех