Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗҫ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курултай суйласа янӑ Бибар Растовпа Нуралей Ширин карачисем тата Али Мирген ходжа вырӑс воеводисемпе Шигалее пуху мӗн йышӑнни ҫинчен каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ хан вилчӗ те, Сююнбике хӗрхенме хушнӑ ҫынсем хӑйсен чӗрисене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пысӑк йышпа пуҫтарӑнса каймалла сотник патне, — ӑс пачӗҫ Тукай тарҫисем.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл хӗрринчи пӗрремӗш ялтах вӗсем элпуҫ патне кӗчӗҫ, ӑна хӑйсем мӗн курнине каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене кашни салтака валеҫсе пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Ытти ҫимеллине каялла чиксе хутаҫне Ятламаса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем тесен те ӑна мар, пачах урӑх хӗрарӑма, урӑх хӗр ачана качча пачӗҫ кӗҫӗр, ашшӗ ӑна мар, урӑххине пиллерӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хамӑр куртӑмӑр, чиперех тухса кайрӗҫ, —сасӑ пачӗҫ темиҫен.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та, ҫав тери тискер этеме курнӑ пекех питӗ хыпӑнса каласа пачӗҫ те, эпӗ те труках ӑна-кӑна тавҫӑрса илеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Вӑл та арҫын ачах пулчӗ: ӑна Гриша тесе ят пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Колхоз председателӗн доклачӗ хыҫҫӑн чылайӑшӗсем тухса калаҫрӗҫ, унтан мала тухнӑ колхозниксене парнесем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Иртнӗ ҫулта ӗҫ укҫи хӑпартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Кӑҫал ӑна, ӗнесене иккӗн сума пуҫласан, тепӗр уйӑхранах ҫав ята пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Шӑннӑ ҫӗре колхозниксем алтса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

«Анкарти» те «анкарти» текен сӑмахсем ӑна тӑн пачӗҫ пулас, вӑл хӗрарӑмсем хушшипе тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Кӗркунне мана Санькӑпа юлташӗсем каллех шкула илсе кайрӗҫ, ялти комсомолецсем кӗнекесем туянса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вӗсем ӑна тӑратса уттарса ҫӳрерӗҫ, сӗт пачӗҫ, кайран выльӑх тухтӑрӗ патне ҫавӑтса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Халӑх суйлавҫисенчен пурте тенӗ пекех хӑйӗн сассине Андрей Тихоновшӑн пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ - Андрей Тихонов // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11659-mu ... j-tikhonov

Кунта экспертсем ҫемье воспитанийӗн пӗлтерӗшне уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Нумай пулмасть ӑна Сӑр шывӗ патӗнче лайӑх ӗҫленӗшӗн Шупашкара чӗнтерсех «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех