Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗҫ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын арҫынах ҫав, халтӑрканӑ, кӑмпаланнӑ, «вырӑнпах выртакан» хуҫалӑха часах «ура ҫине тӑратрӗҫ», «ҫӗнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑнтартса, тӗкӗ парса», илемлетсе, ял-йыш ӑмсанмалла лата килтерчӗҫ чӗрӗ, курӑмлӑ сӑн-пит пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Унтан тулли кӑмӑлпа, ҫаврӑнӑҫуллӑн, шӳтлӗн-мӗнлӗн калаҫкаласа, мӑшлатса та ухлатса, лӑшлатса та кехлетсе, мӗнпур ӑсталӑхне тан таптарса, ҫурӑмра ҫулӑм хыптара-хыптара, алӑра ҫиҫӗм ҫиҫтере-ҫиҫтере, чикан тарӗпе ҫӑвӑна-ҫӑвӑна, вӑл-ку ҫӗрӗшсе чалӑшнине, хӑйпӑнса тухнине улӑштарса тӳрлетрӗҫ, ҫирӗплетрӗҫ, пӳрт пӗренисен хушӑкӗсене мӑк ҫапса тухрӗҫ, тӗкме юсарӗҫ, карта тытса пачӗҫ, вутӑ татса, ҫурса шаршанларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Вӑт тупса пачӗҫ пире тепӗр «ҫӑпан».

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Хыҫҫӑнах тухтӑрсем, чи малтан килсе ҫитнӗскерсем, ҫамрӑк паттӑра сивӗ ӳпкенех лармалла мар васкавлӑ пулӑшу пачӗҫ те машинипе пульницӑна ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Класс ертӳҫи пулма та тӑххӑрмӗш класс шанса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Укҫа тӳленӗ хыҫҫӑн ӑна леш арҫынӗ ыйтса-пӗлтерсе ҫырнине тата унӑн сӑнӳкерчӗкне пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Унта ӑна хапӑлпах йышӑнчӗҫ, общежитире пурӑнма вырӑн уйӑрса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫакна кура ӑна колхозра каллех трактор шанса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Стипендийӗсене экзаменсене «5» паллӑпа ҫеҫ тытнӑ икӗ студента каппипех, «4» тата «5» паллӑсемпе тытнӑ вун сакӑр студента — ҫурмаран е виҫҫе пайласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре, ун пурнӑҫӗн хӗсӗклӗхӗсене шута илсе, вӗренӳ ҫулӗсенче пурӑнма вырӑн общежитире уйӑрса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул хапхи умӗнче ҫамрӑксем пӗтӗҫрӗҫ те пӗр-пӗрне сывпуллашу каҫӗнче мӗн каламасӑр юлнине юркаларӗҫ, сӑмах айне пулнӑ сӑмахӗсене «сӑмах пачӗҫ», тӑрламасӑр юлнӑ кӑтӑкла шӳчӗсене тӑрларӗҫ, хӑшӗ-пӗри ыттисемпе хӑйӗн адресӗпе ылмашӑнчӗ, япшар чӗлхеллисем пӗр-пӗрне яланах асра тытса пурӑнма, «ҫавра» датӑсенче каллех пухӑнса уявлама чӗнсе тӗрӗлтетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем, паллах, учительсене вӑй-халне шеллемесӗр, пысӑк ӑсталӑхпа, лайӑх вӗрентнӗшӗн чун-чӗререн тав турӗҫ, вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларма сӑмах пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрать-ха юнашарах ҫӗре хупӑрласах усӑнса ларакан кӗтӗ пулчӗ, ҫавӑн тураттисем ҫеҫ Ула Тимӗре лачӑркаран-йӑлмаран лӑчӑр-лӑчӑр ҫӑлӑнкаласа тухма май пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Полина чӗннӗ ҫӗре чи пирвайхи хӑнасем пулса ҫитрӗҫ, кил хуҫи хӗрарӑмне — менелник «сӑлтавне» — парне вырӑнне простынь таврашӗ пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Общежитире Тамарӑна ҫыру пырса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӑрӑхран касса кӑлармалли втулкӑна Лида Симаковӑна улӑштарса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петровича выговор пачӗҫ, премисӗр хӑварчӗҫ, хытӑ асӑрхаттарчӗҫ, Владимир Сергеевича чӗнсе илсех калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрсемпе каччӑсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, унтан пӗр шарламасӑр ачана хӑйсен хушшинче вырӑн тупса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫулне вара сарса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Шапа хуранӗпе шурӑ тӑм чӑхсене питӗ кирлине пӗлсен, вӗсене ятарласа вӗтетсе уйрӑм валашкасемпе лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех