Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлет сăмах пирĕн базăра пур.
кӗлет (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пусасран хӑтӑлса юлнӑ пӗр чӑх Натальйӑна курчӗ те, хыттӑн кӑтиклесе ярса, кӗлет тӑррине вӗҫсе хӑпарчӗ.

Одна из уцелевших кур, завидев Наталью, с криком взлетела на крышу амбара.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем пырса ҫитнӗ чухне Игнат Савельевич картишне тухнӑ, кӗлет умне картлашка ҫине ларнӑ та хуллен хӑрлатакан йытта мӑй ҫыххинчен тытса ларнӑ.

Во время налета Игнат Савельевич выходил во двор, садился на ступеньку у предамбарья и держал за ошейник тихо рычавшего пса.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сентре ҫинчен шуса ансан, вӑл террасӑ ҫине йӑпшӑнса тухнӑ та кӗлет умӗнче кӗлеткесем мӗшӗлтетнине курнӑ.

Соскользнув с полатей, он пробрался на террасу и увидел копошившиеся возле предамбарья фигуры.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сайра куҫсем пӑхса ӑсатакан Дарья хӑвӑрт та ҫӑмӑл утӑпа кӗлет патӗнчен иртрӗ, площадь еннелле утса кайрӗ.

Быстро и легко пошла она мимо амбара, направляясь на площадь, провожаемая редкими взглядами.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӑракан казаксем кӗлет стени патӗнчен шартах аяккалла сиксе ӳкрӗҫ.

За спиной Ивана Алексеевича шарахнулись в сторону казаки, обнажив серую рубленую стену амбара.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем винтовкисене кӗлет ҫумне тайӑнтарса хунӑ та, пӗр-пӗринпе сӳрӗккӗн сӑмахлаҫҫӗ; лараҫҫӗ, тӑраҫҫӗ, чӗлӗм паккаҫҫӗ, хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчеҫҫӗ.

Казаки, вяло переговариваясь, прислонив к стене амбара винтовки, сидели и стояли, курили, лузгали семечки.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗри, шӑлаварне шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикни, пӗҫиссен чармакланӑ та кӗлет тӑрринче пӗчченех пулемет питлӗхӗ хыҫӗнче ҫурӑмне мӑкӑртса выртать; тепри, пулемет лентипе хӗреслӗ-мӗреслӗ явакланнӑскер, пусма тӑрӑх тапаҫланса хӑпарать.

Разбросав ноги в шароварах, заправленных в белые чулки, согнувшись под щитком, один лежал на крыше; второй карабкался по лестнице, обмотавшись пулеметной лентой.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех ҫак кил хушшинчи кӗлет тӑрринчен пулемет сасси ҫивӗччӗн тӑкӑртатса кайрӗ.

Вскоре с крыши амбара в этом дворе резко затакало.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор кӗлет ҫумӗнче хӗвелпе хӗртӗнсе ларакан казаксемпе шӑппӑн калаҫса тарать.

Прохор тихо говорил с казаками, сидевшими на сугреве под амбаром.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Бунчук, кӗлет умӗнче ларакан урапа патне пырса, ун айне шинельне пӑрахрӗ те револьверӑн картлӑ-картлӑ тыткӑчине аллинчен вӗҫертменнипех урапа айне кӗрсе выртрӗ.

Бунчук подошел к своей бричке, стоявшей возле амбара, кинул под нее шинель, лег, не выпуская из ладони рубчатой револьверной рукоятки.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗлет патӗнчен — лаша вити патне, унтан — йӗтем ҫине чуптарать.

От амбара проводил его к конюшне, от конюшни — к гумну.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

 — «Ҫук, ҫук. Чуп ав кӗлет патне».

— «Нет, нет. Беги вон к амбару».

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫ умне картишӗнчи хӑш-пӗр улшӑнусем те шӑвӑнса тухрӗҫ: сӑрри кайнӑ кӗлет алӑкне сарӑ тӑмпа шӑлнӑ, сарай ҫине хӑмӑрланма ӗлкӗреймен ыраш улӑмӗ витнӗ; сарай ҫи виттийӗ ҫинчи йывӑрлӑхсем сайрарах курӑнаҫҫӗ, — ахӑртнех пӗр пайне карта юсама янӑ пулас.

Некоторые перемены на базу бросались в глаза: дверь амбара была выкрашена взамен слинявшей краски желтой глиной, сарай заново покрыт еще не побуревшей житной соломой; костер поднятых дыбом слег казался меньше, — должно быть, израсходовали часть на поправку городьбы.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗлет умӗнчи стена ҫумне пулӑ тытмалли шаксем ҫакса хунӑ; ҫавсем ҫине пӑхать те Гришака асатте, аллинчи кукӑр туйи ҫине тайӑнса, ҫуркунне ҫывхарса килни тата пулӑ тытмалли хатӗр-хӗтӗрсене юсаса хума кирли ҫинчен шухӑшлать пулмалла.

Снаружи под навесом, на стенах амбара висели вентери; на них глядел дед Гришака, опираясь на костыль, — видно, думал о близкой весне и починке рыболовных снастей.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫиелтен тӑм сӗрнӗ сарӑ алӑклӑ кӗлет умӗнче, хӗвел питтинче, сарӑ куҫ харшиллӗ лӗпсӗркке аҫа йытӑ хӗртӗнсе выртать.

У амбара с желтой, окрашенной глиной дверью валялся на сугреве брудастый желтобровый кобель.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вунтӑватӑ объект асӑнчӗ вӑл, икӗ лаша вити, тӑватӑ сурӑх карти, виҫӗ ӗне вити, кӗлет

Он назвал четырнадцать объектов, в том числе две конюшни, четыре кошары, три коровника, амбар…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗлет хыҫӗнче, юрӗ ирӗлсе типшӗннӗ ҫӗр ҫинче, акар-йытӑсем хӗртӗнсе выртаҫҫӗ.

У заднего фасада амбара борзые грелись на подсохшей от снега земле.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тимӗр витекенӗ, кил хуҫийӗ хушнипе, татӑк-кӗсӗк калайран пӗр мӑшӑр автан касса кӑларнӑ та, вӗсене кӗлет тӑррине майлаштарса лартнӑ.

Кровельщик по хозяйскому заказу вырезал из обрезков пару жестяных петухов, укрепил их на крыше амбара.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӳртне ҫӗнӗрен витнӗ, хӑй ҫурт вырӑнӗ ҫумне ҫур теҫеттин пушӑ выртакан ҫӗре касса илнӗ, ҫӗн сарайсем ҫавӑрнӑ тата тимӗр витсе кӗлет лартнӑ.

Заново покрыл дом, прирезал к усадьбе с полдесятины гулевой земли, выстроил новые сараи и амбар под жестью.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗлет умӗнче Прокофий йывӑррӑн кӑна чупакан батарееца Люшньӑна хӑваласа ҫитнӗ те хыҫалтан, сулахай хулпуҫҫийӗнчен туртса касса, пилӗк таранах ҫурмаран ҫурса антарнӑ.

У амбара Прокофий настиг тяжелого в беге батарейца Люшню и сзади, с левого плеча наискось, развалил его до пояса.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех