Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыраса (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн хӑйӑр хытса ларнӑ тӗлӗ ҫийӗпе кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хура пулӑ ишсе ҫӳрет; ҫӗрлесенче ӑшӑх вырӑнсене ҫӗкӗ апат шыраса тухать, ҫыран хӗрринчи симӗс лӑймака хушшинче сазан мӗкӗлтетет; пӑртаспа шӑла пулӑ кӑртӑшсемпе ырашпӗтрисем хыҫӗнчен хӑвалаҫҫӗ; ҫуйӑн рак хуранӗсем хушшинче мӗшӗлтетет, хушӑран симӗс шыва шӑмпӑлтаттарса пӑлхатать те уйӑх ҫутинче ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑркка хӳрине ҫатӑлтаттарса илет, унтан каллех вара, ир енне шыв ҫисе якатнӑ хура карӑш айӗнче ӗнтӗркесе выртас умӗн, мӑнттай ҫамкаллӑ, уссиллӗ пуҫӗпе рак хуранӗсене тӗрткелесе ухтарма каять.

Над песчаным твердым дном стаями пасутся чернопузы; ночью на россыпь выходит жировать стерлядь, ворочается в зеленых прибрежных теремах тины сазан; белесь и суда гоняют за белой рыбой, сом роется в ракушках; взвернет иногда он зеленый клуб воды, покажется под просторным месяцем, шевеля золотым, блестящим правилом, и вновь пойдет расковыривать лобастый усатой головой залежи ракушек, чтобы к утру застыть в полусне где-нибудь в черной обглоданной коряге.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Авдеич, хӑй хутне кӗрекенсене шыраса, енчен-енне ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ; хӳтӗлесе калаҫакансем ытлашшипех тупӑнчӗҫ:

Авдеич поворачивался, ища сочувствия, и оно приходило в изобилии:

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шыраса хӑтланмаҫҫӗ, шикленеҫҫӗ вӑрмана кӗме…

Искать не будут, побоятся в лес идти…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

 — Вилӗме ӑна шыраса ҫӳреме кирлӗ мар, вӑл кунта килсех илме пултарать.

— Смерть — ее нечего искать, она и тут налапает.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗрт амисем! — куҫӗсене чалӑртса, урса кайнӑ пек ҫухӑрса ячӗ Пантелей Прокофьевич, ирӗксӗр ҫӗртен туя шыраса.

Сучки! — исступленно заорал Пантелей Прокофьевич, перекатывая глаза, невольно ища костыль.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн шыраса каймалла?

— Зачем идтить-то?

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем, ҫимелли шыраса, килсем тӑрӑх вӗрккесе ҫӳрерӗҫ.

Казаки сновали по дворам в поисках съестного.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем, пытанма хӳтлӗх шыраса, майлӑрах вырӑн суйласа, тӗрлӗ еннелле шуса кайрӗҫ.

Казаки расползались, ища прикрытия, выбирая места поудобней.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашасем, тулхӑра-тулхӑра, шыв патне туртӑнаҫҫӗ, путакан пылчӑк тӑрӑх чаплаттарса утса, чӗлпӗрсене алӑран тӑпӑлтараҫҫӗ, шыва пӑтратса, тутсемпе сивӗрех юхӑм шыраса, шыв варринелле кӗрсе каяҫҫӗ.

Лошади, храпя, тянулись к воде, с чавканьем ступая по топкой грязи, рвали из рук поводья и забредали на середину ручья, мутя воду и разыскивая губами струю посвежее.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр темиҫе кун иртсен вара вӑл, унӑн ӑсӗ-кӑмӑлӗпе сӑнӗ-питӗнчи юрӑхсӑр енсене шыраса асапланнӑ май, хӑй чӑн-чӑн пысӑк туйӑм чиккинче тӑнине ӑнланса илчӗ.

И через несколько дней, поймав себя на мучительном выискивании отрицательных черт в характере и наружности Ольги, понял, что стоит на грани подлинного, большого чувства.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой утне ҫилӗллӗн ӑшалантарчӗ, хӑйӗн кӗтӗвне шыраса, ҫеҫенхир тӑрӑх урӑм-сурӑммӑн сиктерсе кайрӗ.

Кошевой яростно хлестал лошадь, скакал, разыскивая свой косяк.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вара ҫавӑнтах, кӗтмен ҫӗртен пуҫа килсе кӗнӗ ҫак шухӑша пӑхӑннӑ май тӳрре тухмалли сӑлтав та шыраса тупрӗ:

И, уже подчиняясь этому мгновенному решению, мысль подыскивала оправдания:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишкӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӳлетсе кайрӗ, пуҫӗнчи шухӑшсем, ҫӑлӑнӑҫ шыраса, пахматсӑррӑн вӗткеленсе чупрӗҫ.

Мишка похолодел, и мысль его, ища выхода, заметалась отчаянно.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Хӗрӗх ҫул пичке ҫинче ларнӑ пек», — хӑй тӗллӗн кулса илчӗ вӑл, куҫӗсемпе алӑк хӑлӑпне шыраса.

«Будто он сорок лет верхом на бочонке сидел», — подумал, усмехаясь про себя, разыскивая глазами дверную ручку.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗҫ шыраса 11 вырӑна ҫитсессӗн, кадрсен пайӗн начальникӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Пӑхӑр, коридорта никам та ҫук-и? Алӑка лайӑх хупӑр!», — тенӗ, сӗтел ещӗкне уҫнӑ та список кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Юлашкинчен Суворова шыраса тупнӑ.

Наконец разыскал Суворова.

Пӑрӑнӑр! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вицин салтака Смоленск полкӗн командирне мӗнле шыраса тупмаллине ӑнлантарсан, Жакетка хӑйӗн ҫулӗпе малалла утнӑ.

Объяснил поручик Вицин солдату, как разыскать командира Смоленского полка, пошел солдат дальше своей дорогой.

Турккӑсен ялавӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Тупӑсем валли ҫакӑнтан лайӑхрах вырӑн шыраса та тупаймӑн: хыҫран тӑшман ҫывхараймасть, флангсенчен ҫаврӑнса тухаймасть.

Позиция для пушек — лучше не сыщешь: сзади неприятель не подойдет, с флангов не обойдет.

Чӑрсӑрлӑх // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хуралти казак, винтовкине тӑратса хурса, пӗр хушӑ кайӑк кӑвакалӗсем, ҫунаттисене вӑшлаттарса, ҫӗрлехи апат шыраса вӗҫнине тӑнласа тӑрать, унтан, ҫӑварӗнчи чикарккине сурса пӑрахса, тутипе ҫӑра шӑтӑкӗ ҫумне тӗршӗнет:

Караульный поставил винтовку, послушал, как в темноте посвистывают крыльями дикие утки, перелетавшие на ночную кормежку, и, раскурив цыгарку, прижался губами к скважине:

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Илӗм-тилӗмлех, апат шыраса, пахча картисем патне кайӑк хурсем, тикӗшсем, кайӑк кӑвакалӗсем ишкелесе пыраҫҫӗ.

На зорях к огородам подплывали в поисках корма дикие гуси, казарки, стаи уток.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех