Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Тепӗр кунне ҫакӑн пек пулса тухнӑ: Турӑ ирӗкӗпе Саула усал сывлӑш тапӑннӑ та, вӑл килӗнче тилӗрсе-урса ҫӳренӗ, Давид вара, ытти кунсенчи пекех, кӗсле каланӑ; Саул аллинче сӑнӑ пулнӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид ӗнтӗ Саул патне ҫитнӗ те уншӑн ӗҫлесе пурӑнма тытӑннӑ, Саул ӑна питех те килӗштернӗ, Давид унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ пулса тӑнӑ.21. И пришел Давид к Саулу и служил пред ним, и очень понравился ему и сделался его оруженосцем.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Самуил каланӑ: ху Израиль йӑхӗсен патши пулса тӑнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ чухне эсӗ хӑвна ху пӗчӗк ҫын вырӑнне ҫеҫ хуманччӗ-и-ха?
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вара Саул каланӑ: халӑх пуҫлӑхӗсем пурте кунта килччӗр те халӗ кам ҫылӑхлине тӗпчесе пӗлччӗр; 39. Израиле ҫӑлса хӑварнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, эхер те Ионафан ывӑлӑм ҫылӑхлӑ пулса тухсассӑн, вӑл та вилетех, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Саул тата унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та ҫапӑҫу вырӑнне ҫитсе тухнӑ, унта хӑрушла шуйхану пулса иртнӗ иккен: ҫывӑх ҫынсем пӗр-пӗрне хӗҫпе чике-чике пӑрахнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа «Саул та пророк-ши вара?» тени каларӑш пулса юлнӑ.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ Турӑ сӑрчӗ ҫине ҫитӗн, унта филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑрать, [унта Филисти пуҫлӑхӗсем;] ҫавӑнта хулана пырса кӗрсессӗн, сӑрт ҫинчен анакан пророксен ушкӑнне тӗл пулӑн, вӗсем псалтирьпе тӳнкӗр, шӑхличӗпе кӗсле тытнӑ, вӗсем Турра мухтаса юрлӗҫ; 6. сан ҫине Турӑ Сывлӑшӗ анӗ, эсӗ те вӗсемпе пӗрле Турра мухтаса аслӑлӑн, вара урӑх ҫын пулса тӑрӑн.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Самуил хӑйӗнчен патша ыйтакан халӑха Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур сӑмахне каласа кӑтартнӑ, 11. каланӑ вара: сире тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ акӑ мӗнле пулать: вӑл сирӗн ывӑлӑрсене илӗ те хӑйӗн ҫар урапийӗсем ҫумне тӑратӗ, вӗсене хӑйӗн юланутҫисем туса хурӗ, вӗсем унӑн ҫар урапийӗсем умӗнче чупса пырӗҫ; 12. вӗсене вӑл пинпӳсемпе алпӳсем туса лартӗ, вӗсем унӑн хирӗсене сухалӗҫ, унӑн тыррине вырӗҫ, ун валли вӑрҫӑ кӑралӗ тата ҫар ураписем тӑвӗҫ; 13. сирӗн хӗрӗрсене хӑй валли сӗрӗш хатӗрлеттерӗ, апат-ҫимӗҫпе ҫӑкӑр пӗҫерттерӗ; 14. сирӗн хирӗрсене, сирӗн иҫӗм пахчийӗсене, ҫу йывӑҫҫи пахчисене чи лайӑххисене илӗ те вӗсене хӑйӗн тарҫисене парӗ; 15. сирӗн хирӗрсем, иҫӗм пахчийӗсем кӳрекен ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне илӗ те ӑна хӑйӗн хайранӗсемпе тарҫисене парӗ; 16. сирӗн чурӑрсемпе хӑрхӑмӑрсене, чи лайӑх яш ачӑрсене, ашакӑрсене суйласа илӗ, вӗсемпе хӑйӗн ӗҫӗсенче усӑ курӗ; 17. вак выльӑхӑртан вуннӑмӗш пайне илӗ, эсир хӑвӑр та унӑн чурисем пулса тӑрӑр; 18. ҫавӑн чухне вара хӑвӑр валли суйласа илнӗ патшана пула ахлатса йӗретӗр эсир; Ҫӳлхуҫа сире ун чухне нимӗн те хуравламӗ, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Вефсамисра пурӑнакан Иехонния ывӑлӗсенӗн Ҫӳлхуҫа арчине курнӑшӑн савӑнмалла мар пулса тухнӑ.]19. [Не порадовались сыны Иехониины среди мужей Вефсамисских, что видели ковчег Господа].
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илий ӑна: мӗн пулса иртрӗ-ха, ывӑлӑм? тенӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Филистимсем Израиль ҫыннисене хирӗҫ тӑрса тухнӑ та, ҫапӑҫу пулса иртнӗ, филистимсем Израиль халӑхне парӑнтарнӑ, вӗсем вӑрҫӑ хирӗнче тӑватӑ пине яхӑн ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Аннӑна аса илнӗ, Анна йывӑр ҫын пулса виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр ҫуратса панӑ; ҫамрӑк ача Самуил вара Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сире: «манӑн шанчӑкӑм пӗтмен-ха» тесессӗн те, кӗҫӗрех упӑшкампа пулса кайран ывӑлсем ҫуратса парас пулсассӑн та, 13. сирӗн вӗсем ҫитӗниччен кӗтме юрать-и вара? качча тухмасӑр, тӑхтаса пурӑнма юрать-и вара сирӗн? Ҫук, хӗрӗмсем, эпӗ сирӗншӗн кулянатӑп, мана ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа алли ҫитрӗ, тенӗ.
Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑх Турӑ ҫуртне пухӑннӑ та каҫ пуличчен Турӑ умӗнче ларнӑ, темӗн тӗрлӗ кӑшкӑрса макӑрнӑ, татӑлса йӗнӗ, 3. каланӑ вӗсем: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри! мӗншӗн Израильре ҫакӑн пек пулса тухрӗ-ши, Израилӗн мӗншӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ-ши? тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӗтӗм Израиль, пӗр шухӑшлӑ пулса, пӗр ҫын пек, ҫав хулана хирӗҫ пуҫтарӑннӑ.11. И собрались все Израильтяне против города единодушно, как один человек.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑмпа Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулине ҫӗр каҫма кӗтӗм; 5. Гива ҫыннисем, мана тапӑнасшӑн пулса, ҫӗрле пирӗн ҫурта ҫавӑрса илчӗҫ; мана вӗлересшӗнччӗ, ҫум-арӑмӑма вара [мӑшкӑлласа] асаплантарса пӗтерчӗҫ, вӑл ҫав асапа тӳсеймесӗр вилчӗ; 6. эпӗ ӗнтӗ ун виллине касса вакларӑм та ӑна Израиль пурӑнакан пӗтӗм ҫӗре салатрӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫак тискер те намӑссӑр ӗҫе Израильре турӗҫ; 7. ӗнтӗ эсир, Израиль ывӑлӗсем, пурсӑр та пӗрле пӑхса тухӑр та ҫак ӗҫе, татса парӑр ҫакӑнта, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем тӗпченӗ: калӑр-ха, мӗнле пулса иртнӗ ҫав усал ӗҫ? тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, ун аллине ҫыхнӑ пӑяв, вут ӗнтнӗ йӗтӗн сӳсӗ пек пулса, ҫӗре татӑлса ӳкнӗ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир те хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр панӑ еткерлӗхпе хуҫа пулса пурӑнатпӑр.И мы владеем всем тем, что дал нам в наследие Господь Бог наш.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эсӗ Хамос, хӑвӑн турру, мӗн панипе хуҫа пулса пурӑнмастӑн-и?
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.