Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йытӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Йытӑ (тĕпĕ: йытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан ҫун эсӗ уншӑн, йытӑ ҫуришӗн, сан пӗр уру тӗшне те тӑмасть вӑл.

Ты не горюй по нем, по сукинову сыну, он ногтя твоего не стоит.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ах, эсремет пуҫӗ, ых, йытӑ ҫури! — пӗтӗмпе хӗремесленсе кӑшкӑрнӑ Сашка тытӑнчӑклӑрах сассипе.

— Черт паршивый, ать сукин сын! — багровея, орал Сашка ломким голосом.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карчӑк куҫӗ пек куҫлӑ ватӑ йытӑ ами Григорий патне йӑпӑртатса чупса пычӗ, ӑна хыҫалтан шӑршласа илчӗ, пуҫне салхуллӑн усса, Григорий хыҫҫӑнах утса, ӑна ҫывӑхри лакӑм патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Старая сука со старушечьим взглядом затрусила к Григорию, обнюхала его сзади и провожала до первой балки, понуро опустив голову, ступая шаг в шаг.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малти пӳлӗмре йытӑ шӑрши тата типсе ҫитмен тискер кайӑк тирӗ шӑрши кӗрет.

В передней воняло псиной и неподсохшими звериными шкурами.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ватӑ уксах йытӑ ами, карчӑкӑнни пек куҫҫулленекен куҫлӑскер, пуринчен малтан Григорие пырса шӑршларӗ, унтӑн, типшӗм пуҫне усса, ун хыҫҫӑн утрӗ.

Старая хромая сука, со слезящимся старушечьим взглядом, первая обнюхала Григория, пошла следом, понурив сухую голову.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурнатӑп, килсе ернӗ йытӑ пек.

Живу, как приблудная собака.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Айӑпӗ унра мар, ак ҫак йытӑ ҫуринче!.. — Пантелей Прокофьевич кӑмака ҫумне сӗвенсе тӑракан Григорий ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Не за ней вина, а вот за этим сукиным сыном!.. — Пантелей Прокофьевич указал на прислонившегося к печке Григория.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Авдеич, кукша йытӑ, ох-ох!..

— Авдеич, кобель лысый, ох-охо!..

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сергей Платонович 1910 ҫулта Чулхула ярмаркинчен пӗр мӑшӑр йытӑ ҫури — амапа аҫа илсе килнӗ пулнӑ.

Из Нижнего с ярмарки привез Сергей Платонович в 1910 году пару щенят — суку и кобелька.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька калитке умӗнче хирӗнчӗклӗ питӗркӗче — алӑк сӑлӑпне уҫас тесе аппаланса тӑнӑ хушӑра сарай кӗтесси хыҫӗнчен вӗҫерсе янӑ тӑватӑ йытӑ ӗрӗхсе тухрӗҫ те, ют ҫынна курса, тап-таса шӑлса тасатнӑ картиш тӑрӑх ӗрленсе те ҫитрӗҫ.

Пока Митька возился с тугим засовом у калитки, вырвались из-за угла сарая четыре выпущенные собаки и, завидя чужого, распластались в беге по чисто выметенному двору.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ах, йытӑ ҫури!

Ах ты сукин сын!

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич хӑлхине кӑшт кӑна илтӗнекен урапа кустӑрми хӑлтӑртатнипе йытӑ вӗркелешнӗ сасӑ шӑвӑнса кӗчӗ.

До слуха Пантелея Прокофьевича доплыл чуть слышный строчащий перестук колес и собачий брех.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Цы-ы-ыц, йытӑ ҫури!

— Цы-ы-ыц, поганец, сукин сын!

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька мӑшкӑлӗнчен Наташӑна аслашшӗ Гришака хӑтарчӗ: вӑл, чукмар пуҫлӑ туйипеле урайӑн ҫирӗплӗхне хыпашласа тата усӑнса аннӑ сухалӗн сарӑ сӳсленчӗкне шӑлкаласа, горницӑна кӗчӗ, туйипеле Митькӑна тӗкрӗ те ҫилӗллӗн: — Эсӗ мӗн вӗркесе килтӗн кунта, ирсӗр йытӑ, аҫ? — терӗ.

Выручал Наталью дед Гришака: входил он в горенку, щупая шишкастым костылем прочность пола и разглаживая желтую коноплю свалявшейся бороды; тыча в Митьку костылем, спрашивал: — Ты чего, поганец, заявился сюда, ась?

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑн пек йытӑ вӑл — ҫыртсассӑн та мӗншӗн ҫыртнине калас ҫук.

Это такой кобель — укусит и не скажет за что.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапса пӑрахӑп эпӗ ӑна, йытӑ амине… — вӑл, сулахай урипеле уксахласа, пӗр вырӑнта тапӑртатса илчӗ.

Запорю сучку!.. — Он затопотал ногами, припадая на левую, хромую.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫапса пӑ-ра-хатӑп… йытӑ ҫурисем! — ҫухӑрса ячӗ вӑл аякранах, пуҫ ҫийӗн чӑпӑрккине ҫавӑркаласа.

— Пе-ре-по-рю-ю-у-у-у… сукины сыны!.. — завопил он еще издали и размотал над головой ременный арапник.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йытӑ ами ертмесен, аҫи сикмест.

— Сучка не захочет — кобель не вскочит.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аҫа йытӑ пек вараласа хӑваратӑн та аяккалла пӑрӑнатӑн.

Напаскудил, как кобель, и в сторону…

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йытӑ ҫурине лӑсканӑ пек лӑскаса тӑкӑп!

Измотаю, как цуцика!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех