Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑра (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килтен тухса кайнӑ хушӑра хам мӗн тунине, тӗрӗс пурӑннӑ-и, ҫавна пӗлесшӗнччӗ старик.

Старик желал знать, что я делал и правильно ли я жил за годы разлуки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь акӑ, Катьӑпа пӗрле Застеннӑй урамӗпе, Гоголь урамӗпе иртнӗ хушӑра, ӗлӗк крепостной вал тӑрӑх лӳпперӗн тӑсӑлса выртнӑ урамсем завод корпусӗсем патӗнчи вутлӑ тӗтӗм пӗлӗчӗ пӗрмаях йӑсӑрланса тӑнӑ ҫӗрелле васкавлӑн чупнине куртӑмӑр.

Теперь, когда мы с Катей шли по быстро темнеющим Застенной, Гоголевской, мне казалось, что эти улицы, прежде лениво растянувшиеся вдоль крепостного вала, теперь поспешно бегут вверх, чтобы принять участие в этом беспрестанном огненно-дымном движении облаков над заводскими корпусами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн вӑрӑмах мар ҫул — вӑтӑр тӑватӑ сехет хушши — хӗрсем юрланӑ хушӑра, е ҫак ҫамрӑкла савӑнӑҫлӑ та йӑпанчӑклӑ юрланӑ майпа тӗлӗрсе пынипех иртсе кайрӗ.

Так и прошла вся недолгая дорога — тридцать четыре часа — в пенье девушек и в дремоте под это молодое, то весёлое, то грустное, пенье.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку хушӑра Петя тинӗс хӗрринче пӗрре те пулаймарӗ.

За это время Петя ни разу по побывал на море.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав хушӑра ҫын Петя кӗсьинчен тӑватӑ хутаҫ туртса кӑларчӗ.

Между тем человек проворно вытащил из карманов Пети все четыре мешочка.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Восстани пӗр минутлӑха шӑпланнӑ хушӑра инҫетре пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

В наступившей на минуту полной и глубокой тишине восстания слышались отдаленные выстрелы.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах мӗнле улшӑнса кайнӑ ҫак хушӑра хула!

Но как изменился за это время город!

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Калаҫнӑ хушӑра вӑл кунта темӗн вырнаҫтарса лартрӗ, гостиницӑсенче яланхи пекех, е поездра чухне те-ха, хамӑр пӗрле чух пур ҫӗрте те вӑл ҫапла ӗҫлетчӗ.

Мы говорили, и она ещё продолжала что-то устраивать, как всегда в гостиницах, даже в поездах — везде, где мы бывали вдвоём.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫынпа калаҫассу килет пулсан, — пӑшал пенӗ хушӑра та калаҫма пулать.

Если же тебе хочется поговорить с человеком, то — отчего же? — можно и поговорить между двумя выстрелами.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑхӑт-вӑхӑт хам палланӑ хӗрсем фокстротсем ташланӑ хушӑра ман сӗтел хушшине пырса ларатчӗҫ те, вара хам та ташлама пӗлсен манӑн пурнӑҫӑм урӑхла, питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе каласа кӑтартсан, вӗсем питӗ кулатчӗҫ.

Но знакомые девушки, время от времени, между фокстротами, садившиеся за мой столик, очень смеялись, когда я объяснял им, что, если бы я умел танцевать, у меня была бы совершенно другая, блестящая жизнь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Штурвал хытӑ чӗриклетет, руль сӑнчӑрӗсем каллӗ-маллӗ кӗмсӗртетсе шӑваҫҫӗ, вӗсем кашни минутрах хӗрарӑмсен вӑрӑм арки вӗҫне сисмен хушӑра туртса татма пултараҫҫӗ.

При этом штурвал невероятно скрипел и гулевые цепи с грохотом ползли взад и вперед вдоль борта, каждую минуту готовые оторвать шлейфы у неосторожных дам.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ӳкӗнсе калаҫнӑ хушӑра эпӗ Татаринов капитана шырас ӗҫ епле пӗтни ҫинчен калакан историе ҫырса пытӑм.

Пока он каялся, я писал «показание», то есть краткую историю провала поисковой партии.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫул уҫӑлсан, хайхи дрезинӑпах — ӗнтӗ мӗн тесен те Станислав хӗрӗсем ҫав дрезина патне ҫитеймен — ҫав дрезинӑрах мана ҫак виҫӗ мӑшӑр кӑвак куҫлӑ кил-йыш, манпа вӑтана-вӑтана сывпуллашса, Заозерье станцине ӑсатсан, каллех эпӗ санитарнӑй поезда ларсан, (хальхинче ӗнтӗ ку поезд лайӑх йышшиехчӗ, — ваннӑ та пурччӗ кунта, радио та, кӗнеке-хаҫат вуламалли вагон та пурччӗ), ҫӑвӑнса та тасалса, сурансене ҫӗнӗрен ҫыхтарса, суранлӑ урана медицина науки хушнӑ пек мачча ҫинелле тӑратса пынӑ чух, пӗтӗм Вӑтам Россия урлӑ иртсе, таҫта Киров хулин леш енне, каҫсенче ҫутӑ сӳнтермен лӑпкӑ тӗнчене ҫитсен, Ромашовпа ман хушӑра мӗн пулса иртнине тин аса илтӗм.

Но когда движение было восстановлено, когда семейство на дрезине — без сомнения, той самой, до которой не добрались девушки из Станислава, — доставило меня в Заозёрье и, сияя тремя парами голубых глаз, застенчиво простилось со мной, когда я вновь оказался в ВСП, и на этот раз в настоящем: с ванной, радио и вагоном-читальней, — когда, вымытый, перебинтованный, сытый, с ногой, задранной к потолку по всем правилам медицинской науки, я проспал всю Среднюю Россию и уже где-то за Кировом, в другом, тыловом мире показались незатемнённые, что было очень странно, окна, — вот когда я вспомнил и повторил в уме всё, что произошло между мною и Ромашовым.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Икӗ талӑк хушши эпӗ ун ҫуртӗнче пурӑнтӑм, е тӑна кӗреттӗм эпӗ, е, тӑна ҫухатнӑ хушӑра, куҫӑма уҫаттӑм та, пӗрмаях, хамӑн вырӑн умӗнчен пӑрӑнмасӑр, мана урӑх ҫулпа аташса каясран сыхланакан ҫак тӗксӗм ҫынна кураттӑм.

Двое суток я пролежал в его доме, то приходя в себя, то снова теряя сознание, и, открывая глаза, неизменно видел этого мрачного человека, который стоял у моей постели, не отходя ни на шаг, точно не пускал меня в ту сторону, где дорога срывается в пропасть.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хам сисмен хушӑра пулакан аташуччӗ, унпа ӗнтӗ эп кӗрешме те пӑрахрӑм.

Это был бред, подступивший удивительно незаметно, с которым я уже не боролся,

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аманнисем калаҫни илтӗнчӗ, автобус кантӑкне хӗрлӗ хӗм ҫута ӳкнӗ хушӑра вӗсенчен пӗрне, матроса, куртӑм эпӗ, пуҫне бинтпа явкаласа пӗтернӗччӗ унӑнне, вӑл хӑй ҫинчи кӗпине ҫура-ҫура йӗретчӗ.

Говор послышался среди раненых. И в красных отблесках, искоса забегавших в автобус, я увидела, что один из них, плечистый моряк с забинтованной головой, рвёт на себе тельняшку и плачет.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шофер машинине чарчӗ, вӑл машинин вистеннӗ ҫунатне пӑха-пӑха ятлаҫнӑ хушӑра эпир Паньӑпа медсанбат командирне шырама кайрӑмӑр.

И пока он ругался, рассматривая надорванное крыло, мы с Паней пошли искать командира медсанбата.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн поезд ҫав станцинче тӑнӑ хушӑра Мускав еннелле тата виҫӗ эшелон иртсе кайрӗ.

И пока стоял на этой станции наш поезд, прошли туда еще три эшелона.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн пулса тӑчӗ-ха унпа ҫак пирӗн хушӑра?

Что произошло у нас с ним?

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ халӗ те государство чиккипе Мускав хушшине виҫсе пӑхрӑм, унтан Минскпа хамӑр хушӑра мӗн чухлӗ иккенне шайларӑм.

Сперва от границы до Москвы, потом от Минска до нас.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех