Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӗ сăмах пирĕн базăра пур.
халӗ (тĕпĕ: халӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа халӗ те колхозсӑрах пурӑнма шутлатпӑр, тунсӑхлас теместпӗр! — пуриншӗн те хуравларӗ, пӗтерсе хунӑ хӗрлӗрех-хӑмӑр тӗслӗ мӑйӑхӗ айӗн кулса, ӗнерхи колхозник Батальщиков Иван.

Так что думаем и зараз без колхоза жить, не скучать! — улыбаясь в закрученные каштановые усы, за всех отвечал вчерашний колхозник Батальщиков Иван.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав самантрах паҫӑрхи хулӑнрах сасӑ, халӗ ӗнтӗ пӗрре те сӑмахне вылятмасӑр, юри ӗҫ ҫинчен калаҫанҫи пулса, тӑстарса калаҫма тытӑнчӗ:

И тотчас же прежний басовитый голос, уже без малейшего намека на игривость, с притворной деловитостью, врастяжку заговорил:

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепри ҫакӑн пек калаҫать тата: «Халӗ совет влаҫӗн икӗ ҫунат пурри палӑрчӗ: сылтӑмми тата сулахаййи. Хӑҫан хӑпса вӗҫсе кайӗ-ши вӑл пирӗн патран хӑямат таврашнелле?»

А другой и говорит: «Зараз проявились у Советской власти два крыла: правая и левая. Когда же она сымется и улетит от нас к ядрене-фене?»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӑха каласа ӑнлантарас ӗҫ ҫине халӗ пӗтӗм вӑя хумалла!

Весь упор надо сделать сейчас на разъяснение!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, Макарӑн ҫухалса кайнӑ сассине тимлесе итленӗ май, кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ, анчах халӗ те сивӗнсе ҫитеймен ҫиллине шӑнараймасӑр, хулпуҫҫисене хутлаткаласа, ҫапла каларӗ:

Давыдов несколько приутих, вслушиваясь в потерянный голос Макара, но со все еще не остывшим озлоблением, пожимая плечами, сказал:

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ партин кирек хӑш приказне те пӑхӑнатӑп, анчах халӗ, хамӑн тӑван партие хирӗҫ пыма шухӑшласа калаҫасшӑн мар эпӗ, ӑна ырӑ тӑвасшӑн калаҫатӑп!

Я любому приказу партии подчиняюсь, а зараз хочу говорить не потому, что я своей родимой партии намереваюсь супротивничать, а потому, что я ей добра хочу!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ ӗнтӗ ҫапла: Сталин юлташӑн статьи тӑрах пӑхсан, кам пулса тӑратӑп-ха эпӗ?

Теперича так: кто же я есть такой, по статье товарища Сталина?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ хамӑр пӗрле тунӑ йӑнӑшсене халӗ епле тӳрлетесси пирки сӗнӳсем пар, кун пек мӗнле-ха апла эсӗ, Троцкий майлах: «Эпӗ партире, эпӗ тата парти…» — тесе кӑна тӑратӑн…

Давай предложения, как нам наши общие ошибки поправлять, а этак что ж ты, как Троцкий: «Я в партии, я да партия…»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ ӳсӗр мар эпӗ, тархасшӑн ан ухмахланӑр!

И я зараз не пьяный, пожалуйста, без глупостев!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вунтӑххӑрмӗш ҫулта пирӗнпе ҫапӑҫрӑн, пире хирӗҫ тӑтӑн, халӗ те хирӗҫ тӑратӑн-и?

В девятнадцатом году с нами бился, супротивничал, и зараз против?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, халӗ ӗнтӗ колхозсем ҫӗршӗннӗ кӗпе-тумтир ҫӗвӗрен кайнӑ пекех саланса каяҫҫӗ! — хӑй епле шухӑшланине никамран малтан каласа пачӗ савӑнса ӳкнӗ Банник.

— Ну, теперь полезут колхозы по швам, как прелая одежина! — первым высказал догадку торжествующий Банник.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ тухса каятпӑр кунтан, Лукич, анчах эпир каллех таврӑнатпӑр!

Сейчас уезжаем, Лукич, но мы вернемся!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ нимӗн пӑлханмасӑр кантӑк умӗнче тӑрать, халӗ ӗнтӗ унӑн питҫӑмартийӗсем шурса кайнӑ сӑнлӑ мар, ҫав тери хаяр, тем тума та хатӗр сӑнлӑ.

А тот спокойно стоял у окна, и теперь уже не бледность заливала его щеки, а темная просинь гнева, решимости.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ тӗлӗнсе хытсах кайрӑмӑр: эсир пама пулнисем ытла та йывӑр иккен вӗсем!

И диву давались: уж дюже ваши посулы чижолые!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, ара, хӑтланса пӑхни — ҫуклӑха тухни мар-ҫке, халӗ ӗнтӗ текех хӳресене пӑркаласа ҫӳремӗпӗр…

Ну, да ить от спыток — не убыток, теперича будем ходить без вилюжечков…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ, хамӑр ыррӑн ыйтнӑ чухне, пире распискӑсене каялла тавӑрса парӑр.

Возверните нам расписки, покедова добром просим.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ӑна кирек мӗнле калӑр, ку хӑвӑр ирӗк, — хуравларӗ тепӗр старик, — мӗнле калас тетӗр, ҫапла калама пултаратӑр, анчах пирӗн ҫулсем халӗ сирӗнпе пӗрле мар.

— Уж это как хотите, — ответил ему еще один старик, — как хотите прозывайте, но нам с вами зараз не по дороге.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Улпутланса пурӑнтӑр — ҫитет, халӗ ӗнтӗ хӑр-хар кӑшкӑрса тӑкмасӑр калаҫас пулать.

Попановали — и хватит, а зараз надо без грубиянства гутарить.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тен, мухмӑр чӗртмеллеччӗ пуль? — ырӑ тӑвасшӑн пулчӗ Яков Лукич, анчах Лятьевский унӑн пуҫӗ урлӑ таҫталла пӑхрӗ те пат татса каларӗ: — Халӗ ӗнтӗ нимӗн те кирлӗ мар, — терӗ.

— Может, похмелиться есть нужда? — предупредительно спросил Яков Лукич, но Лятьевский глянул куда-то выше его головы, раздельно сказал:

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара, ҫине тӑрсах вӑраннӑ хыҫҫӑн, килкарти хӑми такамӑн йывӑр кӗлетки килсе уртӑннипе лӑчӑр-лачӑр туса илнине тата темскерле тимӗр япала чӑнкӑртатнӑ пек туйӑннине халӗ ӗнтӗ куҫкӗретӗнех илтрӗ.

И когда с усилием оторвался от сна, уже въяве услышал, как заскрипела доска забора под тяжестью чьего-то тела и словно бы звякнуло что-то металлическое.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех