Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Ӑна айӑпламалли сӑлтав тупасшӑн, Вӑл шӑматкун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна сӑнаса тӑнӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗмпех сӑнаса пӗтерсен, шуйттан Ун патӗнчен пӗр вӑхӑта кайнӑ.13. И, окончив все искушение, диавол отошел от Него до времени.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хирӗҫ ларнӑ та халӑх ҫав арчана укҫа янине сӑнаса ларнӑ.41. И сел Иисус против сокровищницы и смотрел, как народ кладет деньги в сокровищницу.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иисуса айӑпласшӑн, Вӑл ҫак ҫынна шӑматкун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна сӑнаса тӑнӑ.2. И наблюдали за Ним, не исцелит ли его в субботу, чтобы обвинить Его.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна сӑнаса, ҫапла ыйтнӑ: 36. Вӗрентекен! саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ? тенӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗмӗтӗме татса пӑшӑрханмастӑп пулин те, чиртен хӑтӑлас ҫирӗп шанчӑкӑм пур пулин те, эпӗ аттемӗм тунӑ пек тӑвас терӗм: 23. аттемӗм тури ҫӗршывсенче вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн патшана кам лармаллине пӗлтерсе хунӑ, 24. вӑл ӗнтӗ мӗнле те пулин кӗтмен япала сиксе тухсассӑн е инкек-синкек ҫитсессӗн, ҫӗршыв ҫыннисем ҫӗршыва тытса пыма кама шаннине пӗлччӗр, пӑлханса ан ӳкчӗр тенӗ; 25. ку кӑна мар-ха, таврари тата хамӑр патшалӑхпа кӳршӗллӗ ҫӗршывсен пуҫлӑхӗсем вӑхӑта сӑнаса тӑнине, ӗҫ мӗнле вӗҫленессе кӗтнине асӑрхаса, эпӗ патша пулма хамӑн Антиох ывӑлӑма лартатӑп, тури патшалӑхсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ӑна тӑ-тӑшах сирӗн аллӑра шанса парса хӑварнӑ, сирӗнпе нумайӑшӗпе паллаштарнӑ; эпӗ ун патне уйрӑммӑн ҫырса ятӑм.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Антиох пӗтӗм патшалӑхӗпе ҫавӑн ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ, пӗтӗм халӑха сӑнаса тӑма пӑхавҫӑсем лартнӑ, пӗтӗм Иудея хулинче чӳк туса тӑма хушнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манӑн Ҫуртӑмра ҫимӗҫ пултӑр тесе, хӑвӑрӑн пур вуннӑмӗш пайӑра та управӑш ҫуртне илсе килӗр, ытах Мана ҫапла сӑнаса пӑхӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сирӗн валли тӳпе анисене уҫмӑп-и, сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх ямӑп-и?
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ хамӑн хуралӑма тӑтӑм та, Вӑл ман ӑшӑмра мӗн каланине пӗлем тесе, хамӑн ӳпкевӗм тӗлӗшӗнчен мӗн тавӑрса каламаллине чухлам тесе, пашне ҫинче сӑнаса тӑтӑм.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Нумайӑшӗ тасалӗ, шуралӗ те сӑнаса тӗрӗслени витӗр тухӗ; йӗркесӗррисем йӗркесӗр хӑтланӗҫ, йӗркесӗррисенчен ҫакна нихӑшӗ те ӑнланаймӗ, ӑсчахсем кӑна ӑнкарса илӗҫ.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫынсем вара, вӑрттӑн сӑнаса тӑрса, Даниил патне шӑпах вӑл хӑйӗн Туррине кӗлтунӑ чухне кӗпӗрленсе пырса кӗнӗ, 12. унтан вӗсем патша патне ҫитнӗ те ӑна патша хушӑвӗ ҫинчен аса илтернӗ: патша, кам та кам вӑтӑр кун хушшинче сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна пуҫҫапас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла тесе алӑ пусаканни эсӗ марччӗ-и-ха? тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ: 12. эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр; 13. кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тавлашуллӑ ӗҫе татса панӑ чухне вӗсен сутра пулмалла, тавлашакансене Манӑн йӗркемсем тӑрӑх сут тумалла, вӗсен Манӑн саккунсене, Манӑн мӗнпур уявӑмсен йӗркисене сӑнаса тӑмалла, Манӑн шӑматкунӑмсене уяса-астуса тӑмалла.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсенӗн чӗри Ҫӳлхуҫана тархасласа йӗрет: эй Сион хӗрӗн хӳми! шыв юхнӑ пек чарӑнмасӑр, кунӗн-ҫӗрӗн куҫҫулӗ юхтар, хӑвна канӑҫ ан пар, куҫ хупмасӑр сӑнаса тӑр.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпӗ сире ырӑ кӑтартма мар, пӗтермешкӗн сӑнаса тӑрӑп; Египет ҫӗрӗнчи иудейсем тӗппипех хӗҫпе, выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах Саваоф Ҫӳлхуҫа тӳррипе сут тӑвать, чӗрепе ӑшчике сӑнаса тӗрӗслет.20. Но, Господи Саваоф, Судия праведный, испытующий сердца и утробы!
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ сӑнаса тӑрсах итлерӗм: вӗсем тӳррине каламаҫҫӗ, хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн пӗри те ӳкӗнмест, никам та: «мӗн туса хутӑм-ха эпӗ?» тесе каламасть; вӑрҫӑ хирӗнче талпӑнакан ут пек, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе чупать.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Сион никӗсне чул — сӑнаса пӑхнӑ, кӗтеслӗх чул, хаклӑран та хаклӑ, суйласа илнӗ ҫирӗп чул — хуратӑп: ӑна ӗненекен намӑс курмӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чӗрӳ мӗнле канаш панине тимле: саншӑн унран шанчӑкли ҫук та; 18. этем чунӗ хӑш чухне сӑнамалли ҫӳллӗ вырӑнтан сӑнаса ларакан ҫичӗ ҫынран та ытларах пӗлтерет.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫынпа туслашас тесессӗн сӑнаса пӑхса туслаш, ӑна тӳрех шанса ан пӑрах.7. Если хочешь приобрести друга, приобретай его по испытании и не скоро вверяйся ему.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.