Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнаса (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑма пин-пин Нью-Йорк ҫынни сӑнаса тӑнӑ, Америкӑра тухса тӑракан мӗнпур хаҫат хӑйсен малти страницинче Парингтон сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.

За этим грандиозным событием наблюдали тысячи ньюйоркцев, фото с Парингтоном поместили на первых страницах все американские газеты.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Сирпӗнӳ мӗнле иртнине Вашингтон Рёблинг хӑй сӑнаса тӗрӗсленӗ.

Вашингтон Рёблинг лично принимал участие в пробных взрывах.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

«Акӑ ку сӑн ӳкерчӗкре Анатолий Емельянович Пугачев. Вӑл манӑн аннен аппӑшӗн мӑшӑрӗ пулать. 1966-1972 ҫулсенче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турханти ял библиотекинче ӗҫленӗ. Ачаранах кӗнеке вулама юратнӑ, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах алла кӗнеке тытнӑ», - каласа парать Надежда Владиславовна сарӑхарах кайнӑ сӑн ӳкерчӗке сӑнаса.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Ашшӗ, ывӑлӗ епле ӳснине тимлӗн сӑнаса пурӑннӑскер, пӗринче унпа юнашар ларсах калаҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӳршӗри Ултутти кинемей, Вихтӗр мӗнле ӗҫленине ҫу каҫипе сӑнаса пурӑннӑскер, витресемпе пӗве хӗрне чупакана тытса чарать.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Хӑраҫҫӗ, — тет ашшӗ ачи лартнӑ йывӑҫсене тимлӗн сӑнаса.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫавсене Узин кӑсӑклансах сӑнаса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫакна сӑнаса ирӗксӗрех юрлас килсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Илепи килнӗ хӗрарӑм ҫине шанмасӑррӑн пӑхрӗ, хакланӑ майӑн пуҫӗнчен ури таранах сӑнаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ха, юпа вӗҫне ҫитиех чакаланса хӑпарса кайнӑ, — мӑкӑртатать ашшӗ, анасшӑн пулса чӗрнипе кӑчӑртаттаракан кушака тимлӗн сӑнаса.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫумӑрпа хутӑш юр чарӑнми ҫурӗ пулин те ветеран ҫурчӗ умӗнчен никам та саланмарӗ, шкул ачисемпе ял ҫыннисем мӗн пулса иртнине тимлӗн сӑнаса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Вӗсене салам. Кала, ҫырччӑр ҫыру. Вера, эпӗ татах ыйтатӑп, карттӑ ил те пирӗн ҫула сӑнаса пӑх-ха. Эпир Польша ҫывӑхӗнче, Варшава ҫывӑхӗнчех. Манӑн почта адресӗ: БССР, Белосток облаҫӗ, Родзилов местечки, п/я=100/2. Чернов С.Е. мана ҫакӑн пек адреспа ҫырмалла. Адресне кунта ҫырнӑ пек ҫыр. Сывӑ пулӑр. Апрелӗн 13-мӗшӗ, 1941 ҫул».

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Ваҫук сенкер тӳпенелле пӑхнӑ та, шурӑ пӗлӗтсем унта шыври сахӑр пек ирӗлнине сӑнаса, ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӗҫсен-вӗҫсен, Ваҫук тӗс-пуҫ енчен йӗркеллӗ ҫынсен ушкӑнӗ тӗлне пырса тухать, ҫунат евӗр хӑлаҫланакан аллисемпе вӗсене кӗҫ-вӗҫ сӗртӗнесле ярӑнса, ҫӳлелле пӑхакансене сӑнаса ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӗсем авалхи ҫи-пуҫа сӑнаса, музейсенче упранакан чаплӑ япаласене тӗпчесе ҫӗнӗ сӑнарлӑ тумсем хайлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫав вӑхӑтри йӑла-йӗркесене сӑнаса ҫыракан Г. Т. Тимофеев хӑйӗн «Тӑхӑръял» кӗнекинче ҫӗнӗ витӗмсене те палӑртса илнӗ: «Чӑвашӑн арҫын кӗпине те кӗскех тунине юратмаҫҫӗ: «кут ан курӑнтӑр», теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсен шучӗпе миҫе ҫулхи ҫын ватӑ шутланать-ши?» — шухӑшларӑм эпӗ карчӑкпа старик ҫав тери ҫӑмӑллӑн утнине сӑнаса пынӑ майӑн…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Николай Ананьевич хӗре куҫран сӑнаса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ҫакӑнта, — тавӑрчӗҫ хӗрсем, палламан ҫынна ним пытармасӑрах чее те хитре куҫӗсене кӑштах хӗсерех сӑнаса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сывлӑх сунчӗ, хӗрсене вӑрттӑнтарах сӑнаса илчӗ, унтан ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех