Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Килӗнчи тумтиртен Ревекка аслӑ ывӑлӗн Исавӑн чаплӑ тумне илнӗ те [ӑна] кӗҫӗн ывӑлне Иакова тӑхӑнтартнӑ; 16. унӑн аллисене, ҫара мӑйне качака путекки тирӗпе витсе ҫыхнӑ; 17. унтан хӑй хатӗрленӗ апачӗпе ҫӑкӑрне Иакова, хӑйӗн ывӑлне, тыттарнӑ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ывӑлӑм, эсӗ халӗ эпӗ сана мӗн каланине, мӗн хушнине итле: 9. кӗтӳ патне кай та унтан мана икӗ [ҫамрӑк] качака путекки тытса килсе пар; эпӗ аҫу валли хӑй юратакан апатне хатӗрлесе парӑп, 10. эсӗ ӑна аҫу патне илсе кӗрӗн те, вӑл ҫийӗ, хӑй виличчен сана пиллесе хӑварӗ, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Исаак унтан тапранса кайсассӑн,] тепӗр пусӑ алтса кӑларнӑ; ун пирки те ҫаплах тавлашнӑ; вӑл ӑна Ситна тесе ят панӑ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Исаак унтан кайнӑ, Герар айлӑмне ҫитсе, чатӑрсем карса лартса, ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ.17. И Исаак удалился оттуда, и расположился шатрами в долине Герарской, и поселился там.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иаков Исава ҫӑкӑрпа ясмӑк яшки панӑ; вӑл ҫинӗ, ӗҫнӗ, унтан тӑрса тухса кайнӑ; ҫапла Исав хӑйӗн аслӑлӑхне пӑрахӑҫланӑ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унтан унӑн шӑллӗ ҫуралнӑ, вӑл аллипе Исав ури тупанӗнчен тытса тухнӑ; ӑна Иаков ятлӑ хунӑ.26. Потом вышел брат его, держась рукою своею за пяту Исава; и наречено ему имя Иаков.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лаван тӗвесем ҫинчи япаласене салтса илнӗ те тӗвисене улӑм та, апат та панӑ; ҫыннине тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ; 33. унтан ӑна апат сӗннӗ; анчах вӑл: хам ӗҫӗме каласа париччен ҫиессӗм ҫук, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара ҫак ҫын тайӑлса илнӗ, унтан ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ та 27. каланӑ: Авраам хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл манӑн хуҫама Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен, Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен татса хӑвармарӗ!
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Авраам Ефрон сӑмахӗпе килӗшнӗ; унтан Авраам Ефрона, лешӗ Хет ывӑлӗсем илтмеллех мӗн чухлӗ ыйтнӑ, ҫавӑн чухлӗ — суту-илӳ тӑвакансем хушшинче ҫӳрекен кӗмӗл виҫипе тӑватҫӗр сикль — виҫсе панӑ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унтан Авраам хӑйӗн вилнӗ арӑмӗ патӗнчен кайнӑ та Хет ывӑлӗсемпе калаҫса вӗсене каланӑ: 4. эпӗ сирӗн патӑра ютран килсе ларнӑ ҫын; вилнӗскерӗме куҫӑм умӗнчен пытармашкӑн мана хӑвӑр ҫӗрӗрте тупӑк валли вырӑн парсамӑр, тенӗ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан каланӑ: акӑ ютран килнӗ ҫын, пире ҫавӑ вӗрентесшӗн-и? халӗ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тӑвӑпӑр, тенӗ.И сказали: вот пришлец, и хочет судить? теперь мы хуже поступим с тобою, нежели с ними.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене курсассӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупса кайса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 3. каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурунтан пӑрӑнса иртсе ан кай; 4. кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр, 5. эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑнтарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан ӑна тула илсе тухнӑ та каланӑ [ӑна]: тӳпе ҫине пӑх-ха, ҫӑлтӑрсене шутласа кӑларма пултараятӑн пулсассӑн — шутласа кӑлар, тенӗ.5. И вывел его вон и сказал [ему]: посмотри на небо и сосчитай звезды, если ты можешь счесть их.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унтан таврӑнсассӑн, вӗсем Мишпат ҫӑлӗ патне — урӑхла каласассӑн, Кадес патне — пынӑ та амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫавӑн пекех Хацацон-Фамарьте пурӑнакан аморрейсене те ҫӗмӗрсе тухнӑ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Аврам хӑйпе пӗрле хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн тӑванӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тата Харранра чухне хӑйсен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ те Ханаан ҫӗрне кайма тухнӑ; унтан Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унтан каланӑ: Симӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ; Ханаан Симӑн чури пулӗ; 27. Турӑ Иафет йӑхне хушсах пытӑр, вӑл Сим чатӑрӗсене кӗрсе вырӑнаҫтӑр; Ханаан унӑн чури пулӗ, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унтан ҫӗр ҫинчен шыв кайса пӗтнине пӗлмешкӗн Ной кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; 9. анчах кӑвакарчӑнӗ урине пусса ларса канма вырӑн тупайман та ун патне каялла карап ҫине вӗҫсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пур тӗлте те шыв тӑнӑ; Ной аллине тӑснӑ та ӑна ярса тытса хӑй патне карап ӑшне кӗртнӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ; унтан вӑл курӑнми пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ.24. И ходил Енох пред Богом; и не стало его, потому что Бог взял его.
Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хирти мӗнпур чӗрчуна, тӳпери пур вӗҫен кайӑка Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тунӑ, унтан, вӗсене мӗнле ят панине курас тесе, чӗрӗ чунсем хӑйсене этем мӗнле ят парӗ, ҫавӑн ятлӑ пулччӑр тесе, [вӗсене] этем патне ертсе пынӑ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Рая шӑварса тӑмашкӑн Эдемран юханшыв юхса пынӑ; унтан вӑл туратланса тӑватӑ юханшыв пулса кайнӑ.10. Из Едема выходила река для орошения рая; и потом разделялась на четыре реки.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.