Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӗвӗр сăмах пирĕн базăра пур.
шӗвӗр (тĕпĕ: шӗвӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сенкер вӑрмантан шӗвӗр сӑмсаллӑ пит тухса тӑчӗ.

Из лазурных зарослей высунулось востроносое личико.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Терраса хӗррипе карапсем ише-ише иртеҫҫӗ, вӗсенчен шӗвӗр сӑмсаллӑ питсем тимлӗн тинкереҫҫӗ.

Мимо террасы проплывали корабли, проплывали высматривающие востроносые лица.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуриншӗн те пӗр евӗрлӗ, тусанлӑ тумтирпе хупланнӑ ырхан кӗлеткесем, шӗвӗр сӑмсаллӑ, пӗркеленчӗк, кушӑхса типнӗ питсем, кустӑрмасен мӗлтлетӗвне, шахтӑсен сӗмлӗхне ӗмӗрӗпе хӑнӑхнӑ хуйхӑллӑ куҫсем, савӑнӑҫпа хӑюлӑхра кӑнттамрах имшер алӑсем, — алӑсем, питсем, кӑвайт хӗлхемӗллӗ куҫсем, — Тӳпе ывӑлӗ еннелле тӑсӑлаҫҫӗ.

Худые тела, прикрытые пыльной, однообразной для всех, одеждой, морщинистые, востроносенькие, дряблые лица, печальные глаза, веками приученные к мельканию колёс, к сумраку шахт, тощие руки, неумелые в движениях радости и смелости, — руки, лица, глаза с искрами костров — тянулись к сыну неба.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫи витти шӑлӗсем витӗр тӗлӗнмеллерех мӗлке шӗвӗр вӗҫӗпе кӑнтарӑнса тӑрать.

Из-за зубцов крыши торчала острым углом странная тень.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗвел шӗвӗр ту тӑррисен хыҫнелле анать.

Солнце уходило за острые вершины.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн хура плащӗ тата шӗвӗр калпакӗ кӳлӗ ҫийӗн шӑва-шӑва ӗренкеленеҫҫӗ, самант-самантӑн пӑс пӗлӗчӗсен хыҫӗнче ҫухалаҫҫӗ.

Её чёрный плащ и острый колпачок скользили над озером, скрывались иногда за облаками пара.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аялта халӗ Лизиазирӑн шӗвӗр ту сакӑлтисем выртаҫҫӗ.

Внизу теперь лежали острые скалы Лизиазиры.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Арҫын ача-механик шӗвӗр сӑмсине ҫухавине чиксе хучӗ те сасӑсӑр кулма пуҫларӗ.

Мальчик механик уткнул в воротник острый нос и принялся беззвучно смеяться.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аякра ӗшне хыҫӗнчен шӗвӗр вӗҫӗпе, пӑрӗпе ҫиҫсе ту тӑрри ҫӗкленет.

Вдали сверкала льдами, поднималась из-за рощи острым пиком горная вершина.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шлемӗ ҫинче — шӗвӗр тӗпек, тата шлем питрен малалла тухса тӑрать.

На шлеме был острый гребень, и шлем выдавался впереди лица.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах ҫӑткӑн ихи шӗвӗр ҫунаттисене тӑрна тӗлӗнче сарса хунӑ ӗнтӗ, эрешмен карти хатӗр, хӑрушӑ ча куҫӗсем сенкер чӑтлӑх витӗр тӗлкӗшеҫҫӗ.

Но уже хищный ихи распростёр острые крылья над журавлём, и паук сплёл сеть, и глаза страшного ча горят сквозь голубую заросль.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн пуҫӗ ҫинчи шӗвӗр калпак чӗтренет.

Задрожал острый колпачок на её голове.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Мозаикӑллӑ урайне мачча чӳречисен витӗр ӳкекен ҫутӑ пайӑркисенче тусан ташлать — вӗсенче кӗнекесен тӳрӗ речӗсем, бронза статуйӑсем (вӗсем лаптак шкапсен хушшинче), ҫинҫе шӗвӗр ураллӑ пӗчӗк сӗтелсем, экрансен пӗлӗтлӗ тӗкӗрӗсем курӑнаҫҫӗ.

Лучи света с танцующей в них пылью, падали сквозь потолочные окна на мозаичный пол, в котором отражались ровные ряды книг, бронзовые статуи, стоящие между плоскими шкафами, столики на тоненьких, острых ножках, облачные зеркала экранов.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуҫӗ ҫинче — сарӑ, шӗвӗр калпак.

Голову её покрывал жёлтый, острый колпачок.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юнашарах — шӗвӗр сӑмсаллӑ, вӗлкӗшекен ҫӳҫлӗ, шухӑшлӑ марсиан, — ҫунатлӑ йӗнер ҫинче карап умӗнчех вӗткеленекенскер ҫаврӑнакан темӗнле пӗчӗк ешчӗке Лось еннелле тӗллет.

Вот, озабоченный, с развевающимися волосами, востроносый марсианин, вертясь перед кораблём на крылатом седле, наводил какой-то крутящийся ящичек на Лося.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн аякӗсенчен шӗвӗр, пиҫӗ виҫӗ мӑшӑр ҫунат кӑнтарӑннӑ.

Три пары острых, гибких крыльев простирались с боков его.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сӑмси — шӗвӗр, кайӑкӑнни пек.

Нос — острый, клювом.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шӗвӗр кӑкӑрӗсем икӗ еннелле кӑнтарӑннӑ.

Острые груди её торчали в стороны.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шӗвӗр сӑмсаллӑ чул пуҫсен, пӗчӗк тискер чӗр чунсен ӳкерчӗкӗсен, сӑрланӑ маскӑсен, ӗлкипе тата ӳкерчӗкӗпе этрусксен авалхи амфорисене ытла та тӗлӗнмелле аса илтерекен ҫыпӑҫтарнӑ вазӑсен хушшинче ӑна пилӗк таран калӑпланӑ пысӑк статуя кӑсӑклантарать.

Среди востроносых, каменных голов, изображений маленьких чудовищ, раскрашенных масок, склеенных ваз, странно напоминающих очертанием и рисунком древнейшие этрусские амфоры, внимание его остановила большая, поясная статуя.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пичӗ — кирпӗч тӗслӗ, ансӑр, пӗркеленчӗк, шӗвӗр сӑмсаллӑ.

Лицо — кирпичного цвета, узкое, сморщенное, с острым носом.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех