Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑнсӑртран хӗрачасем унран пӗр-пӗр кирлӗ ыйту ҫинчен ыйтса пӗлме шутласан (сӑмах май калас-тӑк, халь ӗнтӗ вӗсем унран питех ыйтасшӑн та мар), пӗр-пӗр роман пирки хӑй шухӑшне каласа пама сӗнсен е университетри вӗренӳ ҫинчен ыйтсан, вӑл вӗсене питне-куҫне чарса пӑрахса кӑтартать те чӗнмесӗр пӑрӑнса каять е ҫыхӑнӑвне юриех пӑснӑ французла сӑмахсемпе: ком си три жоли тесе е ытти ҫакӑн евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ответлет, е тата пӗр кулмасӑр, питне юриех тӑрлавсӑрла туса хурса, ыйтупа нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑман сӑмах калать, куҫӗсене сасартӑк тӗксӗмлетет те: булка, е кайрӑмӑр, е купӑста, тет е ҫакнашкал урӑх сӑмах каласа хурать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ну, эхер, пырса кӗчӗ ман пуҫа, Дмитрий кӗтмен ҫӗртен Любочкӑна юратса пӑрахас пулсан, — Любочка ӑна юратса пӑрахнӑ-ҫке, — ӑна качча илме шутласан?
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Любовь Сергеевна та савӑнса пӑхрӗ, сӑмах май каласан: «Ку хурӑн мӗнпе тытӑнса тӑрать-ха? Нумай вӑхӑт тӑрайӗ-ши вӑл?» тесе ыйтрӗ, хӑй вара Сюзетки еннелле ҫине-ҫинех пӑха-пӑха илчӗ, ҫав вӑхӑтра лешӗ, лӑстӑркка хӳрине пӑлтӑртаттарса, кукӑр урисемпе кӗпер тӑрӑх каллӗ-маллӗ чупкаларӗ; вӑл ытла та вӗтеленсе ҫӳрени тӑрӑх шутласан, ӑна хӑй пурнӑҫӗнче пӳлӗмрен тухма пӗрремӗш хут тивнӗ теме май пур.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Калпакӗ айӗнчен пӗр пытармасӑр кӑларса хунӑ кӑвакарса пыракан ҫӳҫ пайӑркисем тӑрӑх шутласан, ӑна ытларах пама пулать, анчах калама ҫук ҫепӗҫ, илемӗ ҫухалман тата пӗркеленчӗксем ытла палӑрман пичӗ тӑрӑх, уйрӑмах йӑрӑ та пысӑк куҫӗсем савӑккӑн йӑлтӑрани тӑрӑх шутласан, вӑл ҫамрӑкрах темелле.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайма ҫывӑхрах пулни енчен шутласан, чи малтан кӗмелли ҫурт — Сивцев Вражкинче пурӑнакан Валахинӑсен ҫурчӗ.Первый визит был, по местности, к Валахиной, на Сивцевом Вражке.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сюртукне хывса пӑрахнӑ Володя ӑна хирӗҫ диван ҫинче ларать, пичӗ хӗрелсе кайни тӑрӑх тата куҫне картсем ҫинчен пӗр самантлӑха илсе пирӗн ҫине кӑмӑлсӑррӑн та хӑвӑрт пӑхса илни тӑрӑх шутласан, вӑйӑ уншӑн ҫав тери интереслӗ темелле.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ палламан темӗнле господин (вӑл лайӑхах мар тумланни тӑрӑх шутласан, пысӑк ҫынах мар пулма кирлӗ) сӗтел ҫывӑхӗнче ларать, епле вылянине питӗ тимлӗ пӑхать.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах, ман паллӑсем, пӗтӗмӗшпе илсе шутласан, «тӑваттӑран» чылаях иртрӗҫ, анчах ку мана пӗртте интереслентермерӗ ӗнтӗ; мала тухасшӑн тӑрӑшни ытла та айванла хӑтлану тата mauvais genre кӑна пулать тесе шутла пуҫларӑм, ҫакна хама ҫирӗппӗн ӗнентертӗм; ман шутпа шӑпах Володя пек туса пырас пулать: питех начар та ан пултӑр, ытлашши лайӑх та ан пултӑр.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ илтнӗ калаҫусем тӑрӑх шутласан, вӗсен юратнӑ йӑпанӑвӗсем: вӗсемсӗр шампански ӗҫесси, ҫунапа хӗр чӳречисем умне каясси, — ӑна вӗсем иккӗшӗ те юратаҫҫӗ пулас, — чӑн-чӑн балта, ачасеннинче мар ӗнтӗ, визави ташласси.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба ют ҫынсем умӗнче хуҫкаланмасть, кам та пулин ӑна хӑнасем пур чухне чуптума шутласан, вӑл ҫиленет, унашкал ачашланса хӑтланнине чӑтма пултараймастӑп, тет.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах вӑл кӑнтӑрла яланах килте апатланать, апат хыҫҫӑн хальчченхи пекех диванлӑ пӳлӗме вырнаҫса ларать те шавах Катьӑпа темле вӑрттӑнлӑх ҫинчен калаҫать; анчах мана — вӗсен калаҫӑвӗсене хутшӑнманскере — илтӗнни тӑрӑх шутласан, вӗсем хӑйсем вуланӑ романсенчи геройсем ҫинчен, ҫав геройсен хушшинчи кӗвӗҫӳпе юрату ҫинчен кӑна пуплеҫҫӗ; ҫакнашкал калаҫура мӗнех интереслентерет-ха вӗсене, мӗн килӗшнипе ҫавнашкал кӑмӑллӑн кулаҫҫӗ-ха вӗсем, хӗрӳллӗн тавлашаҫҫӗ — нимӗн те ӑнланмастӑп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер вӑл лайӑх алӑра ӳсес пулсан, ҫав илемлӗ сӑн-питпе, ырӑ чӗрепе тата ҫамрӑклӑхпа пур енчен те хӳхӗм хӗр пулма пултарать; анчах халь пурӑнакан ҫынсем хушшинче, хӑй каласа панисем тӑрӑх шутласан, вӑл йӑлтах пӗтет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир пӗр-пӗрин хушшинче юрату пирки нихҫан та пӗр сӑмах та каламан; ҫапах вӑл хӑй мана итлеттерме пултарнине туять, ҫакӑнпа хамӑр хушӑмӑрта ним шухӑшламасӑр, анчах пусмӑрҫӑ пек усӑ курать; эпӗ хам чӗрере мӗн пуррине ӑна тем пек каласа пама шутласан та, унран ытла та хытӑ хӑранипе ҫакна тума хӑяймарӑм; лӑпкӑ пек пулма тӑрӑшрӑм тата ӑна пӗр ӳпкелешӳсӗр пӑхӑнтӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр шутласан, Уча ҫывӑрман пек те туйӑнать Павӑла, анчах вӑл калаҫу пуҫлама хӑяймасть.Казалось даже, что Уча не спит, Павле колебался — не начать ли разговор сразу, сейчас же?
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чӗчӗ ачисене шутласан та, ун чухлӗ пулас ҫук пирӗн хулара.
Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хӑй тунине тӗрӗс тесе шутласан, вӑл нимӗнле решенине те пӑрахӑҫа кӑларма тытӑнса тӑман пулӗччӗ.Он не постеснялся бы отменить какое угодно решение, если бы только считал себя правым.
45 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шутласа пӑхӑр-ха, вӑтамран шутласан, кашни ҫын пуҫне мӗн чухлӗ пулать вӑл?
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Календарь тӑрӑх шутласан, асар-писер ҫил-тӑман вӗҫтермелле, анчах Украинӑри хӗл пӗр тикӗс тӑмасть — чӳречерен те юр, те ҫумӑр сапать, ҫавӑнпа та кӗркуннехи пек йӗпе кантӑксем, ҫил пырса ҫапнипе, хурлӑхлӑн янӑраса чӗнеҫҫӗ.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Мексикӑн ирӗклӗхӗ телейсӗр пин доллӑрсенчен килни ҫинчен шутласан вуҫех тӗлӗнмелле вӗт! — тенӗ Паулино Вэра.
II // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Пӗр шутласан, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук пек ҫакнашкал тӑнӑҫлӑхран.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.