Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗссипе каласан, вӑл кашни кунрах ӗҫре пулать те, хӑйне устав тӑрӑх колхозран кӑларма пултарас ҫуккине ӑнланать, анчах та вӑл сахал, ҫурри кӑна ӗҫлесе илет: ҫулталӑкӗпе шутласан, унӑн кун пуҫне ҫур ӗҫкунӗ те лекмест:
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Ҫапла та капла, тет: «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхозра йӗркипе шутласан вунулттӑмӗш председатель лайӑхах пулман, улӑштарас пулать.
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Хуҫа ӑна, тутара, икӗ хут кайса ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемен мӗн, тата виҫҫӗмӗш хутӗнче те ҫур ҫулне тунӑ ӗнтӗ ҫав вӑхӑтрипе шутласан, пысӑк укҫа вӑл!
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫапла шутласан, мӗскӗн хресченсен чӗрисем пӗр-пӗр усала сиснӗ пекех тапма пуҫларӗҫ.При этой мысли тревожно забились их бедные крестьянские сердца.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Анчах пухура партизансене мӗн каласси ҫинчен шутласан, Уча ку пурпӗр усӑ парас ҫуккине, ҫавӑнпа ним тума та кирлӗ маррине туйрӗ.Но тут же, обдумывая, что сказать бойцам, он понял, что теперь все уже бесполезно и ненужно.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тем шутласан та, тӗрӗс пулать!
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Хӑвӑр службӑна пиччӳсен срокне те кӗртсе шутласан, вунпилӗк ҫула ҫитет-и?— Но если другим счетом вы будете считать свою службу, то лет этак пятнадцать наберете.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫулҫӳрен пӗр-пӗр ту тӑррине улӑхма шутласан, унӑн вӑрӑм курӑклӑ тӑвайккисем е чӑтлӑх вӗтлӗхсем хушшипе, чул ишӗлчӗкӗсем урлӑ, пӗр чул катӑкӗ ҫинчен теприн ҫине асӑрхануллӑн пуса-пуса е тымарсемпе туратсенчен тыта-тыта хӑпарма тивет.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Халь хам аса илни тӑрӑх шутласан, ҫавнашкал пӑтрашупа курнӑҫланура та манӑн талант пекки палӑрнӑ, мӗншӗн тесен мана музыка час-часах куҫҫуль кӑлармаллах пӑлхантарса яратчӗ, тата эпӗ хама килӗшекен япаласене фортепьянӑпа аран-аран та пулин нотӑсемсӗрех шыраса тупма пӗлеттӗм; ун чухне кам та пулин мана музыка ҫине хӑвӑрт тата туйӑмлӑн вылянипе хӗрсене сӑхлантармалли меслет ҫине пӑхнӑ пек мар, ырӑ тӗллев, хӑйӗнпе савӑнтаракан япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентнӗ пулсан, тен, эпӗ чӑнах та лайӑх музыкантах пулнӑ пулӑттӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑнсӑртран хӗрачасем унран пӗр-пӗр кирлӗ ыйту ҫинчен ыйтса пӗлме шутласан (сӑмах май калас-тӑк, халь ӗнтӗ вӗсем унран питех ыйтасшӑн та мар), пӗр-пӗр роман пирки хӑй шухӑшне каласа пама сӗнсен е университетри вӗренӳ ҫинчен ыйтсан, вӑл вӗсене питне-куҫне чарса пӑрахса кӑтартать те чӗнмесӗр пӑрӑнса каять е ҫыхӑнӑвне юриех пӑснӑ французла сӑмахсемпе: ком си три жоли тесе е ытти ҫакӑн евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ответлет, е тата пӗр кулмасӑр, питне юриех тӑрлавсӑрла туса хурса, ыйтупа нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑман сӑмах калать, куҫӗсене сасартӑк тӗксӗмлетет те: булка, е кайрӑмӑр, е купӑста, тет е ҫакнашкал урӑх сӑмах каласа хурать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ну, эхер, пырса кӗчӗ ман пуҫа, Дмитрий кӗтмен ҫӗртен Любочкӑна юратса пӑрахас пулсан, — Любочка ӑна юратса пӑрахнӑ-ҫке, — ӑна качча илме шутласан?
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Любовь Сергеевна та савӑнса пӑхрӗ, сӑмах май каласан: «Ку хурӑн мӗнпе тытӑнса тӑрать-ха? Нумай вӑхӑт тӑрайӗ-ши вӑл?» тесе ыйтрӗ, хӑй вара Сюзетки еннелле ҫине-ҫинех пӑха-пӑха илчӗ, ҫав вӑхӑтра лешӗ, лӑстӑркка хӳрине пӑлтӑртаттарса, кукӑр урисемпе кӗпер тӑрӑх каллӗ-маллӗ чупкаларӗ; вӑл ытла та вӗтеленсе ҫӳрени тӑрӑх шутласан, ӑна хӑй пурнӑҫӗнче пӳлӗмрен тухма пӗрремӗш хут тивнӗ теме май пур.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Калпакӗ айӗнчен пӗр пытармасӑр кӑларса хунӑ кӑвакарса пыракан ҫӳҫ пайӑркисем тӑрӑх шутласан, ӑна ытларах пама пулать, анчах калама ҫук ҫепӗҫ, илемӗ ҫухалман тата пӗркеленчӗксем ытла палӑрман пичӗ тӑрӑх, уйрӑмах йӑрӑ та пысӑк куҫӗсем савӑккӑн йӑлтӑрани тӑрӑх шутласан, вӑл ҫамрӑкрах темелле.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайма ҫывӑхрах пулни енчен шутласан, чи малтан кӗмелли ҫурт — Сивцев Вражкинче пурӑнакан Валахинӑсен ҫурчӗ.Первый визит был, по местности, к Валахиной, на Сивцевом Вражке.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сюртукне хывса пӑрахнӑ Володя ӑна хирӗҫ диван ҫинче ларать, пичӗ хӗрелсе кайни тӑрӑх тата куҫне картсем ҫинчен пӗр самантлӑха илсе пирӗн ҫине кӑмӑлсӑррӑн та хӑвӑрт пӑхса илни тӑрӑх шутласан, вӑйӑ уншӑн ҫав тери интереслӗ темелле.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ палламан темӗнле господин (вӑл лайӑхах мар тумланни тӑрӑх шутласан, пысӑк ҫынах мар пулма кирлӗ) сӗтел ҫывӑхӗнче ларать, епле вылянине питӗ тимлӗ пӑхать.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах, ман паллӑсем, пӗтӗмӗшпе илсе шутласан, «тӑваттӑран» чылаях иртрӗҫ, анчах ку мана пӗртте интереслентермерӗ ӗнтӗ; мала тухасшӑн тӑрӑшни ытла та айванла хӑтлану тата mauvais genre кӑна пулать тесе шутла пуҫларӑм, ҫакна хама ҫирӗппӗн ӗнентертӗм; ман шутпа шӑпах Володя пек туса пырас пулать: питех начар та ан пултӑр, ытлашши лайӑх та ан пултӑр.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ илтнӗ калаҫусем тӑрӑх шутласан, вӗсен юратнӑ йӑпанӑвӗсем: вӗсемсӗр шампански ӗҫесси, ҫунапа хӗр чӳречисем умне каясси, — ӑна вӗсем иккӗшӗ те юратаҫҫӗ пулас, — чӑн-чӑн балта, ачасеннинче мар ӗнтӗ, визави ташласси.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба ют ҫынсем умӗнче хуҫкаланмасть, кам та пулин ӑна хӑнасем пур чухне чуптума шутласан, вӑл ҫиленет, унашкал ачашланса хӑтланнине чӑтма пултараймастӑп, тет.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах вӑл кӑнтӑрла яланах килте апатланать, апат хыҫҫӑн хальчченхи пекех диванлӑ пӳлӗме вырнаҫса ларать те шавах Катьӑпа темле вӑрттӑнлӑх ҫинчен калаҫать; анчах мана — вӗсен калаҫӑвӗсене хутшӑнманскере — илтӗнни тӑрӑх шутласан, вӗсем хӑйсем вуланӑ романсенчи геройсем ҫинчен, ҫав геройсен хушшинчи кӗвӗҫӳпе юрату ҫинчен кӑна пуплеҫҫӗ; ҫакнашкал калаҫура мӗнех интереслентерет-ха вӗсене, мӗн килӗшнипе ҫавнашкал кӑмӑллӑн кулаҫҫӗ-ха вӗсем, хӗрӳллӗн тавлашаҫҫӗ — нимӗн те ӑнланмастӑп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.