Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтнӗ (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй йӑлтах тусанланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пичӗ-сӑпачӗ тӑртӑнса пӗтнӗ, куҫӗ-мӗнӗ йӑлтах пӗркеленчӗк айне путнӑ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялӑн тепӗр енчен ҫӗтӗк ҫӑпаталлӑ, ҫуркаланса пӗтнӗ тумтирлӗ темиҫе чӑваш виҫӗ мӑн хырӑмлӑ ҫынна юланутҫӑсем патне сӗтӗрсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан теприн патне хырӑмӗпе шуса кайса юнланса пӗтнӗ ҫӗтӗк халат аркине чуптума тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен хайхискер чӑтаймарӗ, хӑйпе юнашар пыракан пыльчӑкланса пӗтнӗ ватӑ чӑваш умне ӳкрӗ те, ун ҫӑпаталлӑ урине ярса тытса, тытӑнчӑклӑн тархаслама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, хӑйне лап еннелле сӗтӗрсе кайнӑ чухне, ҫерем ҫинче выртакан юнланса пӗтнӗ Валтиел пупне курчӗ те кӗвӗҫни иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑшпӗрисем аманса пӗтнӗ, вӗсен тумтирӗсем — ҫӗтӗк-ҫурӑк.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн пичӗ вараланса пӗтнӗ, куҫӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр йӗнипе кӑвакарса, шыҫӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте вилсе пӗтнӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пичӗ-куҫӗ те хутламӑн-хутламӑн хутланса пӗтнӗ, курпунӗ те тухнӑ, ҫӗр-анне ӑна хӑй патнелле туртать, тейӗн…

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хулпуҫҫи урлӑ янӑ тевечӗ татӑлса пӗтнӗ, пуҫӗнче — тухья та мар, сурпан та мар, темӗнле пусма татӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗлӗк шавлӑ та пулнӑ пулӗ кунта, халӗ вара шӑп, никам та ҫук пек, пурте вилсе пӗтнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫурхи ӗҫсем пӗтнӗ хыҫҫӑн вӗсем тӗрлӗ ӗҫпе айланма тытӑнчӗҫ: пӗрисем вӑрманта аппаланчӗҫ, теприсем вӗллисемпе тӑрмашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан та кунтан ҫуркаланса пӗтнӗ чӳрече хупписене енчен еннелле шалтлаттара-шалтлаттара хупма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй вӑл питӗ ырханккаскер, унӑн пичӗ юнлӑ, сухалӗ тӑпӑлса пӗтнӗ, хӑрах куҫӗ кӑна уҫӑ, тепӗр куҫӗ шӑтса юхнӑ пулас, хупӑнса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Эпӗ виҫ ҫул тертре, асаплантӑм тӗрмере, Мускав шывӗ ҫапнӑ нӳп-нӳрӗ нӳхрепре, Вӑйӑм-халӑм халиччен тахҫан пӗтнӗ пулӗччӗ, Анчах килте чечек, ун ҫинче ман ӗмӗтччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Эх, тӑмса, вӑрӑм ҫӳҫ, тӑну-пуҫу пӗтнӗ, Хуралса кайнӑ та пуҫ мими те типнӗ!

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн амӑшне Чӗкеҫ туйшӑн минкретет; Касаматри ашшӗне Пӗтнӗ, калле килмест, тет; Кӑҫалхи ҫул памасан Килтен тухса тарӑп, тет; Савни — ҫамрӑк утаман, Уйӑрласси пулмӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Атте пӗтнӗ тенипе Пурнӑҫ курки тытас ҫук, Апи савнӑ кӑмӑлне Ӗмӗр хӗрӗн юлас ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Икӗ карчӑк ҫук пулсан Чӗкеҫ пӗтнӗ пулӗччӗ, Ашшӗ патне Шуртантан Таврӑнман та пулӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех