Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ мӗн пӗлтерчӗ пире министр ҫумӗ Ольга ЕГОРОВА: - Шупашкарта та, ытти хуласемпе округсенче те лавккара ҫӑмарта пӗтнӗ тӗслӗх пулман, - терӗ Ольга Егорова.
Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi
Ҫумӑрпа исленсе пӗтнӗ ҫытакпа кӗпе таврашне хывтарать те вӗсене кӑмака ҫумне типме ҫакать.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Утнӑ ҫӗртех хевти пӗтнӗ выҫӑ кӑсӑя пек ӳксе хытать-иҫ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Чӗрхӑва ҫырми тӑрӑх, чӗпписем вилсе пӗтнӗ чухнехи майлах хурланса, текерлӗксем каллӗ-маллӗ эрленсе веҫеҫҫӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ахаль те асаннен ҫимелли пӗтнӗ.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ыттисем пурте саланса пӗтнӗ вӗсен те: хӑшӗ — вӑрманта, хӑшӗ — арманта.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ҫавӑн хыҫҫӑн колхозра йӗркелӗх пӗтнӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Вӑй пуррипе усӑ курса, чукмарпа шарт тутарнӑ та ӗлӗк — ӗҫӗ те пӗтнӗ.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Вӑйӗ пӗтнӗ лесник, тӑлтти-талтти пусса, каялла ҫаврӑнать — пӳрте кӗртсе арӑмне алӑранах тыттарса хӑварнӑ Хураҫка ҫӳҫкемессенчен пӗрне турткаламаллипех турткалать.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
«Уря-я!» кӑшкӑр ҫеҫ — тӑшмансем тарса та пӗтнӗ…»
Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Якобитсем правительство ҫарӗн сулахай енне ҫитнӗ тӗле вӗсен вӑйӗ пӗтнӗ тесен те юрать.
Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83
Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, чӑвашсен «тӗп» ҫӗрӗнче халӑх тумӗн хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсем ҫухалса пӗтнӗ.
Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Юлашки тапхӑрта тумӑн тӗсӗ-йӗрӗ, ӗлки-ӗренки улшӑнса пӗтнӗ: капашӗ сарӑлнӑ, хӗрлӗ тӗс мала тухнӑ.
Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Сумлӑ ҫынсен чыслӑ тумӗ манӑҫса пӗтнӗ, хӑш-пӗр ӗренки ҫеҫ хура халӑха куҫайнӑ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Пӗтнӗ ялсем
Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97
Ҫак тӗлӗнтермӗш яппун хӗрарӑмӗ пирки ахаль те аптӑраса ҫитнӗ Синтия пӗррехинче Йокоран илнӗ посылкӑна курсан тӗлӗнсех кайнӑ: «Котекс» курупкинче хӗрлӗ сӑрӑпа вараланса пӗтнӗ ҫӗмрӗк чашӑк выртнӑ.
Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE
Тепӗр кунне чылай лоялиста арестленӗ, ҫапла май вӗсен хирӗҫ тӑрас шухӑшӗ пӗтнӗ.На следующий день многие лоялисты были арестованы, и их сопротивление прекратилось.
Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83
Ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче Британи ҫар ҫыннисем ахаль те арканса пӗтнӗ, ҫын пурӑнман утрава бомбӑлама вӗренмелли полигон евӗр усӑ курнӑ.
Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4
Халь йӑлтах аманса пӗтнӗ мӗскӗн.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Халь ун ҫине кӑштах тусан ларнӑ, унӑн ылтӑнланӑ-кӗмӗлленӗ вырӑнӗсем те тӗксӗмленнӗ, чӗркеленсе пӗтнӗ, анчах хӗлӗхсем пӗрре те татӑлман.
1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.