Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтнӗ (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малалла пыма йывӑр, тек-текех мотор ытлашши хӗрсе каять, радиаторти шыв вӗреме пуҫлать, вара шофер, аллине тутӑхса-лапчӑнса пӗтнӗ витре тытса, йывӑҫсем хушшинче пӗр-пӗр шурлӑх е ахаль шыв лупашки, е шыв тулнӑ фугас воронки шыраса чупкаласа ҫӳрет…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынсем утса иртекен, унӑн, Завьяловӑн, куҫа курӑнми ура йӗрӗ юлнӑ кашни пусӑм ҫӗр, халӗ куҫран ҫухалнӑ ҫуртсен кашни чулӗ, пӗтнӗ магазинсен витринисем — пурте, пурте уншӑн ҫав тери паллӑ, хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ вӑл фронтра пӗтнӗ тесе пурӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку туйӑм пӗтнӗ пекчӗ ӗнтӗ, анчах халь вӑл каллех ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах тӗрлӗ тӗслӗ, чечеклӗ тумтирсем тӑхӑннӑ чикансем вырӑнне кунти тенкелсем, чӑматансемпе рюкзаксем ҫинче, йӗпе ҫӗр ҫинех сарнӑ утиялсем ҫинче хулари пек тумланнӑ ҫынсем ларнӑ, вӗсен пальтисем, брюкисем, юбкисем, аттисем, пушмакӗсемпе туфлисем пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кантӑклӑ верандӑра вара шӑйрӑлса пӗтнӗ сӗтел ҫине домино шӑммисене шаклаттарни илтӗнет — унта кӗмелле-и?

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав лутӑрканса пӗтнӗ журналта мӗн тупса вуланӑ вӑл?

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Путевкӑна тӑсас шанчӑк пӗтнӗ, халь ӗнтӗ унӑн пӗр эрне хушши ниҫта вырӑн тупайман пек пӗр-пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳрес пулать, мӗншӗн тесен вӑл кунта пурӑннӑ чух канакансен ҫӗнӗ ушкӑнӗ килес ҫук, малтан килнисенчен — кам пултарнӑ тата камӑн кӑмӑлӗ пулнӑ — тахҫанах хӑй валли тупнӑ ӗнтӗ».

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнтах сарлака шлепкеллӗ, пылчӑкла вараланса пӗтнӗ шурӑ брюкине чӗркуҫҫинчен те ҫӳлерех тавӑрса хӑпартнӑ фотограф иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара, пӗтнӗ пуҫ пӗтнех тесе, чи вӗҫнех…»

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирлен вара канлӗх тени тахҫанах пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗтнӗ пуҫ пӗтнех! — сиксе тухрӗ Магдаль.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн хӗрӳлӗхӗ веҫех ҫунса пӗтнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗтнӗ ҫын эп.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апла пулин те, Мустай Павӑлӗ пӗтнӗ ҫын пек туйӑнмасть ӑна.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ай-ай, тавӑрӑнса пӗтнӗ ку.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хулан пӗтӗм инфраструктури ҫӗр айӗнче сарлака галерейӑсемпе, каҫса ҫӳремелли ҫулсемпе тата аркӑсемпе ҫыхӑнса пӗтнӗ.

Со временем вся городская инфраструктура была соединена под землей широкими галереями, проходами и арками.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Чӑннипе вара, вӑл шӑрӑхпа ҫуркаланса пӗтнӗ хӗрлӗ сӑнлӑ ҫӗр, ун ҫийӗн пӗлӗтсӗр тӳпенелле йывӑр ӑрша хумӗсем ҫӗкленеҫҫӗ.

В действительности это растрескавшаяся от жары красноватая земля, от которой в безоблачное небо поднимаются тяжелые волны марева.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Вӑйпитти арҫынсем фронта кайса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Тен, эпӗ те поэт мар-тӑр, — терӗ Петӗр, ҫак шухӑшпа тарӑхса пӗтнӗ ҫын пек.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех