Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑлханса (тĕпĕ: пӑлхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Грончак хӑйӗн юлашки сӑмахӗсене ҫав тери пӑлханса каларӗ, унӑн куҫӗсенче куҫҫулӗ йӑлтӑртатрӗ.

Заключительные слова своей исповеди Грончак произнес дрогнувшим голосом, и в его глазах блеснули слезы.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Манӑн пӑлханса кайнӑ ӑс-тӑнӑмра шухӑшсемпе сӑнарсем вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ; анчах килсе тухнӑ инкек ҫинчен аса илни вӗсен тӗлӗнмелле илемлӗ картине тӑтӑшах тата-тата пӑрахать, вара эпӗ каллех хама мӗн кӗтнине пӗлменнин, шанчӑка ҫухатнин тата хӑранин ниҫтан вӗҫне-хӗрне тупма ҫук сукмакӗсем ҫине пырса тухатӑп.

Мысли и представления с усиленной быстротой проходили в моем расстроенном воображении; но воспоминание о несчастии, постигшем меня, беспрестанно прерывало их причудливую цепь, и я снова входил в безвыходный лабиринт неизвестности о предстоящей мне участи, отчаяния и страха.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ хамӑр кил-ҫурт умӗнчи улӑха, садри ҫӳлӗ ҫӑкасене, тап-таса пӗвене, ун тӗлӗнче явӑнакан чӗкеҫсене, витӗр курӑнакан шурӑ пӗлӗтсем чарӑнса карса илнӗ кӑвак тӳпене, шӑршӑ сарса ларакан ҫӗнӗ утӑ капанӗсене аса илтӗм, манӑн пӑлханса кайнӑ кӑмӑл-туйӑмра татах та нумай ырӑ асаилӳсем мӗлтлетрӗҫ.

Я вспомнил луг перед домом, высокие липы сада, чистый пруд, над которым вьются ласточки, синее небо, на котором остановились белые прозрачные тучи, пахучие копны свежего сена, и еще много спокойных радужных воспоминаний носилось в моем расстроенном воображении.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Мӗншӗн апла калатӑн эсӗ? — пӑлханса пӳлчӗ ун сӑмахне Бояна.

— Зачем ты так говоришь? — взволнованно прервала его Бояна.

12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ сирӗн хӗрӗре качча илес шухӑша пула эпӗ питӗ пӑлханса кайрӑм, ҫавӑнпа та тӳрех куҫран тӗл лектереймесрен шикленетӗп.

А теперь от счастья жениться на вашей дочери я так взволнован, что боюсь промахнуться и не попасть в глаз.

Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.

Вӑл яланах темиҫе кун та пулин маларахран таврӑнатчӗ, вӑл хӑйне кӗтсе илнӗ минутсенче лӑпкӑ пулнӑ пулни те, васкаса, пӑлханса килнине туйса илеттӗмӗр.

Он всегда приезжал раньше хоть на несколько дней, и в его спокойствии в минуты встречи мы безошибочно улавливали сдержанное нетерпение, с которым он возвращался к нам.

68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Хӑй вӑл спектакль вӑхӑтӗнче Птаха тем те пӗр курса пӗтнӗ пирки ҫав тери пӑлханса ман алӑран тытса лартрӗ те вӗҫне ҫитичченех ямарӗ.

Который во время действия был настолько поглощен злоключениями Птахи, что вцепился в мою руку и так до конца и не отпускал.

55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Эп пыратӑп-ха сирӗн пата! — пӑлханса ответлерӗ Андрей.

Я приеду! — волнуясь, ответил Андрей.

42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӑл пӗрмай пӑлханса пурӑнчӗ.

Его так и жгло изнутри самолюбивым волнением, неуемной тревогой.

41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ачасем пӑлханса кайрӗҫ: епле пулсан та, приключени-ҫке ку.

Ребята были взбудоражены: все-таки приключение.

33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӑл хӑй патнелле пӑлханса кайнӑ халӑх ушкӑнӗ ҫывхарнине курчӗ; йӑл-ял кулакан хаваслӑ ҫамрӑксем хушшинче хӑй ывӑлӗн питне уйӑрса илме хӑтланса пӑхрӗ.

Он увидел, что на него надвинулась взволнованная толпа, попытался рассмотреть среди молодых смеющихся лиц то единственное лицо, по которому он должен был узнать своего сына.

Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ку сӑмахсене вӑл пӑлханса каларӗ.

Эти слова он сказал с волнением.

Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Ара, музыкант вӗт ку! — терӗ вӑл, хытах пӑлханса.

— Да он же музыкант! — заволновался Степан Иванович.

Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пӗрер уйӑх, тен, ытларах та пӑлханса пурӑнма тӳр килет пулӗ-ха ман…»

Целый месяц, даже больше, я волноваться должен…»

Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Мӗне пӗлтерет-ха вӑл вӗренес тени? — самаях пӑлханса хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ вӑл.

«Что такое учиться? — тревожно спрашивал он себя.

Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Унтан вара купаланса выртакан парнесем ҫинелле пӑхса илсе хытӑ пӑлханса, хӑвӑрт-хӑвӑрт калама тытӑнчӗ:

Бросив взгляд на кучу подарков, Чочой заговорил быстро, возбужденно:

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Малтан вӑл хӑйпе мӗн пулнине те ӑнланаймарӗ, анчах юлашкинчен, йӑлтах аса илсен, пуҫне ҫӗклесе, пӑлханса кӑшкӑрса ячӗ:

В первую минуту он не мог понять, что с ним происходит, но наконец вспомнил все и, приподняв голову, возбужденно крикнул:

Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Амӑшӗ патне, чатӑра хытӑ пӑлханса кӗчӗ вӑл.

К матери в полог Чочой вошел с большим волнением.

Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Репин кӑвакарса кайса ура ҫине тӑчӗ, анчах пӑлханса каймарӗ.

Репин встал побледневший, но спокойный.

28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Эпир пурте ахӑлтатсах кулатпӑр, ӑна: эх, шӑтӑк пуҫ иккен эсӗ, тесе вӑрҫатпӑр, сан пирки пӑлханса пӗтмелле пулчӗ, тетпӗр.

Мы все и хохочем и ругаем его — дескать, вот голова дырявая, из-за тебя зря расстраивались.

28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех