Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шыв чечекӗсен пысӑк ҫулҫисем ҫинче, унӑн ҫутти айӗнче пысӑк ҫӑварлӑ шапасем лараҫҫӗ.На круглых листьях водяных лилий под луной сидели большеротые лягушки.
Буратино кӳлӗре пурӑнакансемпе паллашать, кунта вал тӑватӑ ылтӑн укҫа ҫухални ҫинчен пӗлет тата Тортилла тимӗр шапаран ылтӑн ҫӑраҫҫи илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Шӑмми-шакки тӗреклӗ, пӗвӗ вӑтам пӳрен ҫӳллӗрех, хырӑмӗ самаях хулӑн, урисем пӗр-пӗринчен чылай аякра тӑраҫҫӗ те ҫителӗклех ҫирӗп; пуҫӗ пысӑк, ҫамки ансӑртарах, анчах ытлашши ансӑрах та мар; сӑмси лаптакрах, сарлака та пуклак вӗҫлӗ, кӑвакрах тӗслӗн ҫутӑлса тӑрать; аялти тути, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫӳлти тутинчен икӗ хут ҫурӑ хулӑнрах, анчах ытла кансӗрлемеллех хулӑн мар; пичӗ ҫинчи икӗ тарӑн пӗркеленчӗк — пурнӑҫра хура-шур курнипе пулнӑскерсем мар, ҫу пухӑнса кайнипе пулнӑ картлашкасем кӑна; кун пек пит ҫинче пысӑк куҫсем пуласса кӗтмелле, анчах та вӗсем пачах урӑхла, пӗчӗккӗ пулса тухнӑ, ҫӗрулми куҫӗсем пек тарӑн путса лараҫҫӗ, вӗсен тӗсне те уйӑрса илмелле мар, те тусанпа, те темскерпе витӗннӗ вӗсем.
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Стена ҫинче хулӑн пралука яваланӑ пысӑк ҫыхӑ, автомашинӑн икӗ пысӑк покрышки тата ҫурмаран татнӑ хӑмӑт пӑявӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; икӗ пӳрте хӗл каҫа хутма ҫитмелле темӗн пысӑкӑш кизяк шаршанӗ купаланса тӑрать.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Пӗвӗпе вӑл ҫӳллӗ мар, хулпуҫҫийӗсем сарлака, патвар, кӗске урисем питӗ ҫирӗп пусса тӑраҫҫӗ, хӑй ҫине тӑваткал-тӑваткал ӳкерчӗклӗ ковбойка тӑхӑннӑ, ун айӗнчен тата тепӗр кӗпе курӑнать; сӑнӗ-пичӗ хӗп-хӗрлӗ, ҫӳҫӗ те хӗрлӗ, ӑна вӑл мода хушнӑ пек «под бокс» кастарнӑ; куҫӗсем пысӑк, ни ӑшшӑн мар, ни сиввӗн мар пӑхаҫҫӗ, хулӑн тутисем ҫур уйӑх пек авӑнса тӑраҫҫӗ; пысӑк та мӑнтӑр сӑмсин вӗҫӗ ҫӳлелле кукӑрӑлса тӑрать.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Пит пысӑк асап тӳссе вилнӗ арҫынсем пурте мана темшӗн «Аван ӗҫ» пек туйӑнатчӗҫ, пит пысӑк асап тӳссе вилнӗ хӗрарӑмсем — кукамай пек, сӑваплӑ пулнисем тата кукаҫей пек, унӑн лайӑх сехечӗсенчи пек туйӑнатчӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Лакпа сӑрланӑ пек йӑлтӑртатакан хытӑ ҫулҫӑллӑ, пысӑк турилкке евӗрлӗ шурӑ чечеклӗ магнолисем; йывӑр сапакӗсене усӑнтарса ӳсекен виноградпа эрешлентерсе тунӑ беседкӑсем; ҫутӑ хупӑллӑ тата питех те лапсӑркка ӳсекен ватӑ пысӑк платансем; табак плантацийӗсем, пӗчӗк юханшывсем, шыв сиккисем, пур ҫӗрте те — клумбӑсем ҫинче, картасем ҫинче, дачӑсен хӳмисем ҫинче — ӳсекен чечек те ырӑ шӑршӑллӑ розӑсем — ҫавсем пурте хӑйсен чечекленекен илемлӗхӗпе ачан айван чунне вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗлӗнтереҫҫӗ.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Хресчен хӗрарӑмӗсем, яланхи пекех, е пысӑк мар хура е хӑмӑр тутӑрсемпе пӗркеннӗ, е пысӑк мар ушкӑнсемпе юр шӑлса лартнӑ ҫул тӑрӑх пӗкӗрӗлсе, михӗсемпе карҫинккасем йӑтса аран-аран утса пыраҫҫӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫак ҫын пӗвӗ-сийӗ ҫав тери ҫирӗп, гранитран тунӑ пекех: пуҫӗ пысӑк, ҫамки ҫӳлӗ, пичӗ сарлака та тӗксӗм, мӑйӗ шӑнӑрлӑ, хулпуҫҫийӗсем анлӑ, тӗреклӗ, аллисем вӑйлӑ та пысӑк, вӗсем ӗҫпе хытнӑ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чулланчӑксене тӗпчесе вӗренни Ҫӗр ҫинче тахҫан авал пурӑннӑ чӗрчунсемпе эпир халь куракан чӗрчунсем хушшинче питӗ пысӑк уйрӑмлӑх пуррине кӑтартса панӑ; вӗсем хушшинчи уйрӑмлӑх, ҫав чӗрчунсемпе ӳсентӑрансем пурӑннӑранпа миҫе ӗмӗр ытларах иртнӗ, ҫавӑн чухлӗ пысӑкрах.
2. Сийлӗ ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӑл темиҫе пысӑк «татӑксенчен» тата ытлашши пысӑках мар нумай утравсенчен тӑрать.Она состоит из нескольких огромных «кусков», я многих сравнительно небольших островов.
Ҫак кӗнеке мӗн ҫинчен каласа парать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Пӗр-пӗр пысӑк ӗҫ пирки куҫа-куҫӑн эпир Володьӑпа хутран-ситрен кӑна калаҫатпӑр, калаҫмалла пулса тухсан вара иксӗмӗр те пӗр-пӗринчен именетпӗр, Володя калашле, пирӗн куҫсенче арҫын ачасем сиккелеме пуҫлаҫҫӗ; анчах халь, ман куҫра именӳ палӑрсан, вӑл ман ҫине тинкерсе тата шухӑшлӑн пӑхса; «кунта вӑтанмалли нимӗн те ҫук, эпир пӗр тӑвансем, апла пулсан ҫемьери пысӑк ӗҫ ҫинчен пӗр-пӗринпе канашламаллах», — тенӗ пулӗччӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Софья Ивановна вара сарӑ ҫӳҫлӗ, пысӑк та йӑрӑ тата ҫакӑнпа пӗрлех (кунашкалли сайра тӗл пулать) тӳлек те сенкер куҫлӑ пулин те, вӗсен хушшинче аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пӗр ҫемьерен пулнине палӑртакан пысӑк пӗрпеклӗх пур: сӑнӗсем те пӗр пек, сӑмсисем те пӗр пек, тутисем те пӗр пек; Софья Ивановнӑн сӑмсипе тути кӑна хулӑнрах, кулнӑ чух тата сылтӑмалла кӑшт пӑрнӑҫ пек курӑнаҫҫӗ, княгиньӑн вара сулахаялла пӑрнӑҫ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Эхер те ӑна пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр…» — илтӗнчӗ мана пӗрмаях, хама ҫав тери ҫылӑхлӑ ҫын тесе шутланӑран эпӗ мӗнле пысӑк асапа тивӗҫлине те пӗлмерӗм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр-пӗрне хамӑрӑн шухӑшӑмӑрсене каласа памашкӑн шут тытма эпир учительсем ҫӳресе вӗрентекен ачапа пысӑк балсенче ташлакан ҫын хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пуррине туйрӑмӑр.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче, пысӑк праҫник кунӗ, эпӗ хамӑра асӑрхаса тӑракан сержанта ҫапла каларӑм: «Сержант господин, паян пысӑк праҫник, эпӗ ӑна палӑртасшӑн. Икӗ бутылка мадера илсе килӗр, тархасшӑн, эпир ӑна пӗрле ӗҫӗпӗр».
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пит пысӑк пархатарлӑ ҫын пулнӑ хулара: унран илнӗ йыхрав хучӗпе хӑнасем йышӑнакан мӗнпур пӳлӗмсене кӗрсе ҫӳремелли паспорт вырӑнне усӑ курма пулать, пайтах ҫамрӑк тата чипер хӗрарӑмсем хӑйсен питҫӑмартийӗсене ун тутийӗсем патне хаваслансах илсе пыраҫҫӗ, лешӗ вара вӗсене ашшӗ пек пулса чуптӑвать, хӑшпӗрисем, питӗ чаплӑ та пысӑк ҫынсемех, князь йышне хутшӑнма май килсен, калама ҫук хытӑ савӑнаҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫитмӗл ҫулалли ҫын, лӑпкӑ та уҫӑмлӑ сӑн-питлӗскер, ҫӳлӗ пӳллӗ, хӑй ҫар ҫыннисен пысӑк эполетлӑ мундирӗпе, унӑн ҫухи айӗнчен пысӑк шурӑ хӗрес курӑнать.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пысӑк та яштака пӳ, вӗтӗ утӑмсемпе хӑйне манер утни, хулпуҫҫисене сиктеркелес йӑла, яланах йӑл-йӑл кулакан пӗчӗк куҫсем, пысӑк курпун сӑмса, темӗнле майсӑррӑн, ҫапах тӑпӑл-тӑпӑл хупӑнакан тӗрӗсех мар тутасем, калаҫӑвӗнчи ҫитменлӗх — пӑшӑлтатарах калаҫасси, ҫап-ҫутӑ кукша пуҫ — акӑ ман аттен сӑнӗ-пичӗ эп астӑвасса, — ҫак сӑн-питпе ӗнтӗ вӑл ырӑ ят сарма тата телейлӗ этем вырӑнӗнче шутланма кӑна мар, пурне те пӗр сиктермесӗр (мӗнпур сийсенчи кирек мӗнле ятпа-пурлӑхпа пурӑнакан ҫынсене), уйрӑмах хӑй юрама шутланисене, килӗшме те пӗлнӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Histoire des voyages-ӑн икӗ пысӑк томне ҫеҫ, хӗрлӗ хуплашкаллӑскерсене, стена ҫумне хисеплӗн сӗвентерсе тӑратнӑ; ыттисене вара ним йӗркесӗр хурса тухнӑ, кунта вӑрӑммисем, хулӑннисем, пысӑк тата пӗчӗк кӗнекесем, — кӗнекесӗр хуплашкасем, хуплашкасӑр кӗнекесем; рекреаци умӗн ҫӳлӗке, Карл Иваныч мӑнаҫланса библиотека тесе калаканскере, йӗркене кӗртме хушсан, хӗсеттӗмӗрччӗ те кӗнекесене унтах чике-чике хураттӑмӑрччӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ сана каласа парас тени, эй чаплӑ хан, тахҫан-тахҫанах пулса иртнӗ, ун чухне пӗлӗт те йӗнер айӗнчи ашӑкран пысӑк пулман, ҫӗр те тӗве йӗрӗнчен пысӑк пулман, эпӗ хам тата ҫут тӗнчере пачах пулман.
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.