Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллисемпе кашкӑр ҫурине ытакланӑ…

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эмел яни килӗшмерӗ-ши, — ик куҫне те аллисемпе хупласа ӳпкелешрӗ ача.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл чӗтрекен аллисемпе чӗлпӗре шыраса тупрӗ те ним курман куҫӗсемпе малалла тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юмӑҫ карчӑк чӑтаймасӑр хапха умне чупса тухать, аллисемпе хӑлаҫланса, сурчӑкне сирпӗтсе кӑшкӑрашма, хӑйӗн тӑрлавсӑр кӗввипе пӳлӗхҫе кӳрентерекен ҫынна ылханма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халех, халех, — чӗтрекен аллисемпе пӗрре Эрнепи кӗпи аркине, тепре Патирек кӗпи аркине хыпашларӗ старик.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсана тав тума та, унпа сывпуллашма та манса кайса, вӑл чӗтрекен аллисемпе алӑк хӑлӑпне шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерек мӑрса умне чӗркуҫленсе ларчӗ, аллисемпе ун урисене ҫатӑртаттарса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Альтук инке ним тӑвайман енне аллисемпе хӑлаҫланса хӗрӗсене тем те пӗр каласа ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем учӗсене сиккипе яма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, аллисемпе лаша ҫилхинчен ҫатӑртаттарса тытнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра малта Тукай чышкипе юнани курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗтрӗмӗр, Ахтупай! — терӗ Эрнепи чӗтрекен аллисемпе хӑйне тӑнлавран ярса тытса.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах ун хӑрах ҫӑпати йывӑҫ тураттинчен ҫакланчӗ те, юмӑҫ карчӑк аллисемпе кулӑшла хӑлаҫланса ҫӗре персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эй, Яичница-а, хуса ҫит, — кӑшкӑрать Шевле, кӗсмен пек вӑрӑм аллисемпе хӑлаҫланса ишсе.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун пек температура пулманччӗ-ха ман ку таранччен, — савӑннипе вырӑнта тӑма пӗлмесӗр, аллисемпе сулкаласа калаҫрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш чӗтрекен аллисемпе хут таткисене шалти кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ой, турӑҫӑм, тӑрантас ҫине те хӑпарайми пулнӑ-ҫке эпӗ, — терӗ Соня, аллисемпе мӑшӑрӗн майӗнчен ҫакӑнса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унччен те пулмарӗ, урайӗнче ларнӑ ҫӗртех, урисемпе тапӑртаттарса тата аллисемпе тӑкӑртаттарса, чӑвашла ташӑ кӗвви пуҫларӗ Павлуш-Еремка.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Дмитрий Петрович Петров сӗтел хушшинченех аллисемпе сулкалашса калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Прахук чӗтрекен аллисемпе винтовкипе тӗллесе тӑчӗ-тӑчӗ те — печӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Саламлӑ сӑмахсем каланӑ хыҫҫӑн, карттуссене сулахай аллисемпе пурте пӗр тан тытса, илемлӗн юрласа ячӗҫ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш, мӑшкӑлласа кӑна ҫӳлелле ывӑтаҫҫӗ пулӗ тесе, аллисемпе кармашса аялалла ӳкме хатӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех