Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрӗсем (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек чухне вара пирӗн пӳлӗмре шавлани, кулни кӑна янӑраса тӑрать: хӗрӗсем кӗнекисене аяккарах шутарса хураҫҫӗ, арҫын ачисем тӗрлӗ япала ҫинчен калаҫу пуҫараҫҫӗ.

И тогда наша комната наполнялась шумом и смехом, девочки отодвигали учебники, и начинался разговор сразу обо всем.

Пӗр класрисем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ял хӗрӗсем мухтав такмакӗ каланӑ май Михаля Имете паттӑр пиншакӗ тӑхӑнтартрӗ.

Под пение славящих победителя частушек Михаля надел на Имета пиджак.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӗрӗсем — Нямаҫ йӑмӑкӗсем — Эскаппа Кӗмӗлпи.

Дочери — младшие сестры Нямася — Эскап и Кемельби.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алимепе хӗрӗсем ҫаксене пӗҫере-пӗҫере ҫӗр ҫывӑрман.

Алиме с дочерьми ночь не спали, готовили все это.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр кас хӗрӗсем ун пӳрчӗ умӗнчен, сӑвӑ каласа, каҫсерен иртеҫҫӗ Вӑтакас урамнелле.

Вечерами мимо его избушки с песнями и прибаутками проходят девушки с Бедняцкой улицы на хоровод.

IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Карчӑкӗпе инкӗшне, тен, ват ҫынсен ҫуртне илӗҫ… пастор вырнаҫтарӗ, арӑмӗпе хӗрӗсем — урамра ыйткаласа ҫӳрӗҫ.

Старуху и тетку, может, в богадельню возьмут… пастор устроит, а жена и дочери — хоть милостыньку на улицу иди просить.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Грохач вунсаккӑрмӗш ҫултах ҫапӑҫнӑ, унӑн хӗрӗсем те ӳссе ҫитнӗ, тата йытӑ пек хаяр арӑмӗ пур, мӗн ӑна?

Грохач еще в восемнадцатом году воевал, у него взрослые дочери и баба, злая, как собака, что ему?

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫыран хӗрринче уяв чухнехи пек тумланнӑ купец хӗрӗсемпе патша чиновникӗсен хӗрӗсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

На набережной толпились купеческие дочки, дочери царских чиновников, одетые по-праздничному.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Василие хӗрӗсем тахҫанах «строительствӑна» курма чӗннӗ, анчах вӑл ниепле те вӑхӑт тупайман, паянхи каҫ кӑна, Катюшка йӑлӑнсах чӗннине итлесе, шкула ҫул май кӗчӗ.

Дочери давно звали Василия посмотреть на «строительство», но он все не находил времени и только в этот вечер уступил настояниям Катюшки и заглянул мимоходом в школу.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ун пек ҫамрӑк хӗрсен ӗлӗкхи вӑхӑтра хӑйсен хӗрӗсем пулнӑ.

— У таких девчонок в старое время свои девчонки водились.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Арҫын ачасем трактор умӗнче кӗпӗрленнӗ, хӗрӗсем вара Василий хыҫҫӑн кӗтӗвӗпех ҫӳренӗ.

Мальчишки толпились у трактора, а девчата табунами ходили за Василием.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн пурне те пӗлес килчӗ: Авдотья мӗнле пальто тӑхӑннӑ, пасарта мӗн-мӗн туяннӑ, хӗрӗсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ.

Ему важно было все: какое пальто было на Авдотье, что она покупала, как выглядели девочки.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӗрӗсем тахҫанах качча тухнӑ.

Дочери давным-давно вышли замуж.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Итали хӗрӗсем пек-и е грек хӗрӗсем пекрех-и?

Итальянском? античном?

XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

— Апӑрша хӗрӗсем!

— Бедняжки!

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Питӗ ватӑлчӗ ҫав вӑл, Джордж хӗрӗсем вара ытла та ҫамрӑк-ха, вӗсем унпа ларасшӑнах та мар, Мери Джейн ҫеҫ — леш, хӗрлӗрех ҫӳҫли, кӑшт пӑхкалать; ну вӑт Джорджпа арӑмӗ вилнӗ хыҫҫӑн старикӗн никампа сӑмахлама та ҫук, ҫавӑнпа пурӑнасах та килместчӗ пулӗ унӑн.

Видите ли, он уже совсем состарился, а дочки Джорджа еще молоденькие и ему не компания, кроме разве Мэри-Джейн — это та, рыженькая; ну и выходит, что, как умерли Джордж и его жена, старику не с кем было слова сказать, да, пожалуй, и жить больше не хотелось.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Энӗшкасси ялӗн хӗрӗсем, хирти ялсене качча тухма тивсен, тем пекех хуйхӑраҫҫӗ вара.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа хирти ялсен хӗрӗсем Энӗшкасси ялне качча тухма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑваш Ен ывӑлӗсемпе хӗрӗсем Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Тӑван ҫӗршыва аркануран чӗртсе тӑратнӑ, тӗнче уҫлӑхне ҫул хывнӑ.

Сыновья и дочери Чувашии внесли свой вклад в Победу, восстанавливали Родину после войны, покоряли космос.

Чӑваш авторномийӗ 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/06/24/vrio-g ... avlyaet-so

Ку вӑхӑтра ӗнтӗ романри геройсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсем шӑпах кӗнеке пуҫламӑшӗнче кӑтартнӑ ашшӗ-амӑшӗсем пек пулнӑ.

В это время сыновья и дочери героев в романе как раз были похожи на отцов и матерей в начале книги.

Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӗ // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с. — 4 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех