Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялан сăмах пирĕн базăра пур.
ялан (тĕпĕ: ялан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
41. Тӗреклӗ выльӑх йӑхма пуҫласассӑн, хулӑ умӗнче йӑхчӑр тесе, Иаков выльӑхсем умӗнчи валашкана ялан хулӑ пӑрахнӑ.

41. Каждый раз, когда зачинал скот крепкий, Иаков клал прутья в корытах пред глазами скота, чтобы он зачинал пред прутьями.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сире уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, профессие парӑннӑшӑн, пултарулӑхра ялан ҫӗннине шыранӑшӑн тав тӑватӑп.

Благодарю вас за неравнодушие, любовь к профессии, постоянный творческий поиск.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1614822

Ҫӗр ӗҫне ялан вӑхӑтра, тӗплӗ тума тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Унӑн ҫумӗнче ялан шанчӑклӑ ҫын пулнӑ - мӑшӑрӗ Иван Спиридонов.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Спортпа юрӑ-ташӑ ялан юнашар.

Песни и пляски всегда рядом со спортом.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Аппӑшӗпе пиччӗшӗ ҫемьере вунӑ ҫула яхӑн ялан пӗрле пулма, пӗрне-пӗри хӳтӗлеме хӑнӑхтарнӑран-ши, Илюш та чӗнмесӗр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Мана ялан пӗр ытарӑш аса килет.

Я всегда вспоминаю одну притчу.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Юрӑ-кӗвӗре, калав-романра, сӑрӑ, кино искусствинче тивӗҫлипех сӑнарланнӑ, хӑйӗн хастарлӑхӗпе ялан палӑрнӑ, йывӑрлӑхра хуҫӑлман, никам умӗнче нихӑҫан та пуҫа усман, ҫемье ӑшшине упракан, ывӑл-хӗрне ырӑ кӑна сунакан, мӑнукӗсене малашлӑха пиллекен, тӗрӗсрех каласан, Турӑпа юнашар тӑмалли ҫын вӑл – пурнӑҫ пуҫламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Мишӑн ялан е ӳкерӗнме каймалла, е гастрольсем, вӑт килте ытларах пулсанччӗ...

Мише все время надо ходить то фотографироваться, то на гастроли, вот бы дома подольше быть...

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Хӗрӗ сӑлтавсӑр-мӗнсӗр кулнине вӑл ахаль те чӑтма пултараймасть; савӑк хӗрӗ ашшӗне хуман, ашшӗ унӑн ялан салху та сӳрӗк ҫӳрекен ҫын.

Он не выносил смеха дочери, — слишком уж часто и беспричинно она смеялась: веселая Гинка характером вышла не в отца, который был всегда хмур и угрюм.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ кӗркунне те ҫитрӗ, ҫапах та ҫак чипер тӳлек кӗтес, ӗмӗр-ӗмӗр ҫурхи ҫӗршыв текен Калипсо нимфӗсен утравӗ пек ялан ем-ешӗл, уҫӑ.

Уже настала осень, но этот прелестный тенистый уголок, словно остров нимфы Калипсо, — царство вечной весны, — был еще свеж и зелен.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эс кирек мӗн каласа парсан та, маншӑн эс ялан ҫакӑн пекех юлатӑн, — терӗ хӗр именсе.

— Расскажи мне все, но для меня ты все равно останешься таким, как был, — промолвила она, смутившись.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Алафрангова хирӗҫ хулари чи паллӑ купцасенчен пӗри — Дамянчо Григоров ларать, вӑрӑм питлӗ вӑл, хытанка, аллӑ ҫулсене ҫитнӗ хура сӑнарлӑ ҫын, куҫӗ хӑйӗн чеен пӑхкалать, ҫӳхе тути ялан тенӗ пек виртлешнӗн чалӑшать, сӑнӗ-пичӗ ҫапах та йӗркене пӗлекен ҫыннӑнни пек курӑнать.

Против Алафранги сидел Дамяичо Григоров, длиннолицый, сухопарый, смуглый человек лет пятидесяти, с лукавыми, задорными глазами; тонкие губы его вечно кривила ироническая усмешка, а по лицу была разлита важность и серьезность.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан Диамандиев ҫулланнӑ ҫын ӗнтӗ, ялан чирлӗ, салху та ҫиллесскер, вӑл шӑпах «чорбаджи» сӑмах ятне яракан пуян пӑлхарсен ушкӑнне кӗрет.

Юрдан Диамандиев, человек уже в годах, болезненный, хмурый и нервный, принадлежал к числу тех зажиточных болгар, которые опозорили самое слово «чорбаджия».

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эсир ялан пирӗн, хӗрсен, хамӑра кирлӗ пек упӑшка суйласа илме майсем ҫителӗксӗрри ҫинчен калатӑр.

— Вы всё говорите о недостаточности средств у нас, девушек, делать основательный выбор.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл хӑй каччин характерӗ пек характерлӑ ҫынпа ялан пуранасси хӑйне килӗшнипе килӗшменни ҫинчен те калама пултараймасть.

Она не может судить, будет ли ей нравиться будничная жизнь с человеком такого характера, как ее жених.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ҫавна тума ирӗк пар, атту эпӗ вилетӗп», — тесен ялан тенӗ пекех ирӗк параҫҫӗ; анчах, хӑвӑрах пӗлетӗр, ку аслӑ принциппа шӳт тума юрамасть; тата хӑвӑн тивӗҫлӗхне те чакарма юрамасть: ирӗк памасан вара вилмеллех пулать.

Если скажешь: «Уступай, или я умру», — почти всегда уступят; но, знаете, шутить таким великим принципом не следует; да и нельзя унижать своего достоинства, — если не уступят, то уж и надобно умереть.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кирсанов ҫакӑн пек айккинелле пӑрӑнма хӑтланакан пысӑк тухтӑрсем ыйтсан та чирлӗ ҫынна сыватассине хӑй ҫине илме сайра хутра ҫеҫ килӗшнӗ, — ялан тенӗ пек практикӑра ӗҫлекен хӑйӗн тусӗсене пама каланӑ, хӑйне вара наука енчен интереслӗ ҫынсене ҫеҫ илкеленӗ.

Кирсанов и по просьбе желающего бежать туза редко брал на себя леченье, — обыкновенно рекомендовал своих друзей, занимающихся практикою, а себе оставлял лишь немногие случаи, интересные в научном отношении.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ялан юрӑ, юрӑ, — илтмен ҫӗнӗ юрӑсем; ак пирӗнне те аса илчӗҫ; эп ӑна пӗлетӗп:

И всё песни, всё песни, — незнакомые, новые; а вот припомнили и нашу; знаю ее:

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лӑпкӑ, йӑваш, ачаш, чипертен те чипер — Астартӑран та, Афродитӑран та чипер вӑл, анчах ялан шухӑшлӑ, салхуллӑ, хурлӑхлӑ.

Скромная, кроткая, нежная, прекрасная, — прекраснее Астарты, прекраснее самой Афродиты, но задумчивая, грустная, скорбящая.

3 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех