Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑтам сăмах пирĕн базăра пур.
вӑтам (тĕпĕ: вӑтам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта вӑтам пӗлӳ ҫеҫ параҫҫӗ-ҫке.

Там же только среднее образование дают.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

1965 ҫулта Зоя Метикассинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Халӗ ҫынсем, яшши те, яшах марри те, вӑтам ҫулхи те, унран аслӑраххи те тӗнче тетелӗнчен татӑлма-тухма пӗлмест темелле.

Сейчас люди, молодые и не очень, средних лет и более старшие, безвылазно сидят в мировой сети.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Раҫҫей Правительствин 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2182-р хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинчи граждансен кӑҫалхи коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен вӑтам ӳсӗмне ҫирӗплетнӗ.

В соответствии с распоряжением № 2182-р Правительства России от октября 2015 года утвержден средний размер оплаты коммунальных услуг гражданам Чувашской Республики.

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чӑвашгидрометеоцентр пӗлтернӗ тӑрӑх – ейӗве каякан ҫурхи шыв нумай ҫул каяллахи вӑтам шайран ҫӳлерех ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

— Турханти вӑтам шкултан 11 класс вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Канашри медицина училищине кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Нӑрваш Шӑхалӗнчи вӑтам шкулта вӗренекенсене «Мӗншӗн эпӗ тухтӑр пуласшӑн?» сочинени ҫырма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Виҫҫӗшӗ те Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул районта кӑна мар, республикӑра та хисеплисенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Турнирта аслӑ ӑрури вӑйӑҫсемпе пӗрле чи ҫамрӑкки Дима Михайлов та (Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗ, 7-мӗш класс) тупӑшрӗ, «Ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑшӑн» номинацире палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑтам ял арҫынни апата тиркемест, пушӑ вӑхӑтра активлӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать.

Средний деревенский мужчина не разборчив в еде, в свободное время соблюдает активный режим отдыха.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

2015 ҫулта ялта пурӑнакансен вӑтам ӗҫ укҫи 14636 тенкӗпе танлашнӑ.

В 2015 году средний доход деревенских мужчин было равно 14636 рублей.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ялти арҫынсенчен 46 проценчӗ професси пӗлӗвӗ илнӗ, 30 проценчӗ - вӑтам пӗлӳллӗ.

Из сельских мужчин 46 процентов получили профессиональное образование, 30 процентов - со средним образованием.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне статистиксем Раҫҫей халӑхӗн 2010 ҫулхи ҫыравӗн кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса Чӑваш Енӗн ялта пурӑнакан вӑтам арҫыннӑн сӑнне уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

2015 ҫулта вӗрентекен дипломне алла илсен Екатерина тӑван яла таврӑннӑ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче технологипе рисовани предмечӗсене вӗрентме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

2011 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелти вӑтам шкула пӗтерсенех вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсенчен Асанкасси вӑтам шкулӗн команди мала тухнӑ, Аслӑ Чурачӑксем - иккӗмӗш.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

«Кубня» команда - иккӗмӗш, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫапла Етӗрнере те хӗрачасене вӑтам пӗлӳ паракан гимнази ӗҫлесе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин ертӳҫисем отрасльти уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 14 пин тенкӗрен иртнине курӑмлӑ ӑнӑҫу пек хаклама пӑхнине пӗлетпӗр, анчах ҫак укҫа паян вӑйпитти арҫынна тивӗҫтерменнине те кашниех ӑнланать - вӑт, тараҫҫӗ ялтан.

Знаем, что Министерство Сельского хозяйства республики считают значительным успехом, что средняя заработная плата в отраслях стала более 14 тысяч, но и каждый понимает, что эти деньги не удовлетворяют мужчину в расцвете сил - вот и убегают из деревни.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех