Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унта сăмах пирĕн базăра пур.
унта (тĕпĕ: унт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупӑклӑхӗ ту хӑвӑлӗнче пулнӑ, унта кӗмелли шӑтӑка чулпа хупласа хунӑ.

То была пещера, и камень лежал на ней.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Иисус вара вӗсене тӳррӗнех каланӑ: Лазарь вилнӗ; 15. Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп: сире ҫирӗпрех ӗнентересшӗн Эпӗ унта пулмарӑм; эппин, каяр ун патне, тенӗ.

14. Тогда Иисус сказал им прямо: Лазарь умер; 15. и радуюсь за вас, что Меня не было там, дабы вы уверовали; но пойдем к нему.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: Равви?! иудейсем Сана халӗ ҫеҫ чулпа персе вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каятӑн-и? тенӗ.

8. Ученики сказали Ему: Равви! давно ли Иудеи искали побить Тебя камнями, и Ты опять идешь туда?

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Анчах, тӑванӗсем уява кайсан, Иисус та унта пынӑ.

10. Но когда пришли братья Его,

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Тепӗр кунне тинӗс леш енче тӑракан халӑх Иисус вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗсӗр пуҫне унта урӑх кимӗ пулманнине тата Иисус ҫав кимӗ ҫине Хӑйӗн вӗренекенӗсем патне ларманнине, вӗренекенӗсем хӑйсем анчах ишсе кайнине пӗлнӗ.

22. На другой день народ, стоявший по ту сторону моря, видел, что там, кроме одной лодки, в которую вошли ученики Его, иной не было, и что Иисус не входил в лодку с учениками Своими, а отплыли одни ученики Его.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иисус ту ҫине улӑхнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ.

3. Иисус взошел на гору и там сидел с учениками Своими.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Унта вӑтӑр сакӑр ҫул чирпе асапланакан пӗр ҫын пулнӑ.

5. Тут был человек, находившийся в болезни тридцать восемь лет.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иерусалимра, Сурӑх хапхи патӗнче, шыва кӗмелли вырӑн пур, ӑна еврейла Вифезда теҫҫӗ; унта ҫине витсе тунӑ пилӗк аслӑкай пекки пулнӑ.

2. Есть же в Иерусалиме у Овечьих ворот купальня, называемая по-еврейски Вифезда, при которой было пять крытых ходов.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус патне пырсан, Самари ҫыннисем Ӑна кӑштах хӑйсем патӗнче пурӑнма ыйтнӑ; Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ.

40. И потому, когда пришли к Нему Самаряне, то просили Его побыть у них; и Он пробыл там два дня.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Унта Иаков пусси пулнӑ.

6. Там был колодезь Иаковлев.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ: унта шыв нумай пулнӑ — ҫынсем ҫавӑнта пыра-пыра шыва кӗнӗ; 24. вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха.

23. А Иоанн также крестил в Еноне, близ Салима, потому что там было много воды; и приходили туда и крестились, 24. ибо Иоанн еще не был заключен в темницу.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ; унта Вӑл вӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ.

22. После сего пришел Иисус с учениками Своими в землю Иудейскую и там жил с ними и крестил.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Иудейсенӗн Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ, Иисус Иерусалима пынӑ, 14. Вӑл унта Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑрсем, сурӑхсем, кӑвакарчӑнсем сутнине, укҫа улӑштаракансем ларнине курнӑ.

13. Приближалась Пасха Иудейская, и Иисус пришел в Иерусалим 14. и нашел, что в храме продавали волов, овец и голубей, и сидели меновщики денег.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Унӑн Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта темиҫе кун пурӑннӑ.

12. После сего пришел Он в Капернаум, Сам и Матерь Его, и братья его, и ученики Его; и там пробыли немного дней.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫапла Иисус хӑватлӑ ӗҫсем тума Галилейӑри Кана хулинче пуҫланӑ, унта Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартнӑ; вара вӗренекенӗсем ӗненнӗ Ӑна.

11. Так положил Иисус начало чудесам в Кане Галилейской и явил славу Свою; и уверовали в Него ученики Его.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Иисус калать Ӑна: эй Анне, Санпа Манӑн мӗн ӗҫ пур унта?

4. Иисус говорит Ей: что Мне и Тебе, Жено?

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Виҫҫӗмӗш кунне Галилейӑри Кана хулинче туй пулнӑ, унта Иисусӑн Амӑшӗ те пулнӑ.

1. На третий день был брак в Кане Галилейской, и Матерь Иисуса была там.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Унта каҫ пулмӗ, ӗнтӗ вӗсене ҫутаткӑҫ та, хӗвел ҫути те кирлӗ пулмӗ: вӗсене Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫутатса тӑрать; вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларӗҫ.

5. И ночи не будет там, и не будут иметь нужды ни в светильнике, ни в свете солнечном, ибо Господь Бог освещает их; и будут царствовать во веки веков.

Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ӗнтӗ ылханли нимӗн те пулмӗ; унта Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна ӗҫлесе тӑрӗҫ.

3. И ничего уже не будет проклятого; но престол Бога и Агнца будет в нем, и рабы Его будут служить Ему.

Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫав хулана тасамарри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суяна парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ, унта Путекӗн чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунисем анчах кӗрӗҫ.

27. И не войдет в него ничто нечистое и никто преданный мерзости и лжи, а только те, которые написаны у Агнца в книге жизни.

Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех