Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрринче (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курӑкӗ кунта лутра, пӗтӗмпех выльӑх-чӗрнисемпе таптанса пӗтнӗ; ҫул хӗрринче ҫеҫ ҫеҫкери анра ҫарӑк пӗчӗкҫӗ сарӑ тӗмсем пек курӑнса ларать тата, мамӑк пек шереписемпе ҫемҫен чӑшӑлтатса, ҫӳллӗ ӳснӗ хир сӗлли хумханать.

Трава была низкоросла, ископычена, лишь у дороги желтым мелкокустьем цвела сурепка да шелестел пушистыми метелками ядреный овсюг.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутортан ҫур ҫухрӑмра, Донӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче, тарӑн ланкашка пур; ҫуркуннесенче, Дон чакма пуҫлас умӗн, унта яланах шыв нумай тулса ларать.

В полуверсте от хутора, с левой стороны Дона, есть прорва; в нее веснами на сбыве устремляется полая вода.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Патрон ещӗкӗсем чӑнкӑртатни, урапасем тӗрлеттерсе чупни, лафетсем кӗмсӗртетни хула хӗрринче вӑйлӑн пенӗ сасӑсемпе арпашӑнса каять.

Лязг зарядных ящиков, гром колес, дребезжанье лафетов смешивались с распухавшей на окраине стрельбой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, Михалидине пулемет патӗнчен тӗртсе ярса, чылайччен куҫне хӗссе прицела виҫрӗ; аллинчи пулемет, сулӑмлӑн чӗтренсе, тикӗссӗн ҫулма тытӑнсан вара, ӗҫ усса юрани сисӗнчӗ: чупа-чупа ҫывхаракан юнкерсем, тӑмлӑ тӑвайкки хӗрринче пӗр ҫынна ҫухатса, сӑрт тӳпинчен каялла анса тарчӗҫ.

Оттолкнув Михалиди, Бунчук долго щурился, примеривая прицел, а когда рубанул и, содрогаясь, размеренно зататакал под его руками пулемет, — сказались и результаты: перебиравшаяся перебежкой кучка юнкеров сыпанула с пригорка назад, потеряла одного на суглинистой плешине.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак ӳкерчӗке вӗҫлемех тенӗ пек, ҫӳллӗрех вырӑнта, канал ҫумнерех, ҫӗре чавса лартнӑ, вуншар витре кӗрекен хурансем хуралса тӑнӑ, вӗсем тавра тӗтӗм мӑкӑрланнӑ, ҫулӑм явӑннӑ; хурансем патӗнче апат пӗҫерекен хӗрарӑмсем тӗрмешсе ҫӳренӗ, лере, Кубань хӗрринче, мӗн пулса иртни ҫине вӗсем ҫаврӑнса та пӑхман.

В довершение всего на бугре, невдалеке от канала, чернели пузатые десятиведерные котлы, врытые в землю и охваченные дымом и пламенем; возле них хлопотали кухарки, не обращая никакого внимания на то, что делалось там, на берегу реки.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шыв хӗрринче лаша такӑнчӗ, малти урисем ҫине ӳкрӗ те Хохлаков йӗнерӗнчен тухса сирпӗнчӗ.

Вблизи речонки конь споткнулся, упал на колени, и Хохлаков, не удержавшись, вылетел из седла.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫул хӗрринче вагон тӑнӑ.

У дороги стоял вагончик.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Анчах ӑҫта-ха вӑл Иван-венец?» — шухӑшларӗ те Сергей, ҫул хӗрринче сӳрине тасатса тӑракан хӗр патне пычӗ.

«А где же будет все ж таки этот Иван-венец?» — подумал Сергей и подъехал к бороновальщице, прочищавшей у дороги борону.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тата хур-кӑвакал усрӑпӑр — шыв хӗрринче пурӑнмалла пулать-ҫке.

— Еще и гусей разведем — жить-то будем возле реки.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сукмаксене тасатса пӗтерсен, Тимофей Ильич тарӑн юра ашса пахчана тухрӗ, пӑртак Кубань хӗрринче тӑчӗ, — Кубань ҫинчен ҫынсем шавлани, кустӑрмасем шакӑртатса кусни илтӗнсе тӑнӑ.

Расчистив дорожки, Тимофей Ильич прошел по глубокому снегу в сад, постоял на берегу Кубани, — от реки доносились людские голоса, цокот копыт, скрип колес.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри юхха май пӗр пилӗк километр станица умӗн ишнӗ, ҫыран хӗрринче хӗрсем тутӑр сулса тӑнӑ.

Потом ребята гуськом плыли по течению километров пять, мимо станицы, а на берегу стояли девушки и махали платочками.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шыв хӗрринче урапасем кӗмсӗртетнине, тимӗр чӑнкӑртатнине, пӗрмай, пӗр таттисӗр сӗрлесе тӑракан шава илтсен, Артамашов хӑй сисмесӗрех чарӑнса тӑчӗ.

Он неожиданно остановился, услышав идущий от реки стук колес, звон железа, глухой, роем гудящий говор.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир те колхозница-и? — ыйтрӗ Сергей, Ленӑна фотографи ҫинче курсан: вӑл ҫуллахи сарафанпа, сарлака улӑм шлепкепе шыв хӗрринче тӑрать.

— Вы тоже колхозница? — спросил Сергей, увидев Лену на фотографии: она стояла у реки в летнем сарафане и в широкополой соломенной шляпе.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак вӑхӑтра пӗтӗм станица Кубань хӗрринче шурӑ палатка карса ларакан пысӑк лагерь пек курӑннӑ.

Вся станица в этом сумеречном свете была похожа на огромный лагерь из парусиновых палаток на берегу Кубани.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тен, чӑнах та пулӗ, — тесе пӑшӑлтатса юлчӗ Ирина ҫул хӗрринче.

А может, это правда? — Ирина стояла у обочины дороги и шептала.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫеменпе Никита бричка хӗрринче ларса калаҫса пынӑ.

Семен и Никита сидели на грядке и разговаривали.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфиса, Варя, Соня шыв хӗрринче юлчӗҫ.

Анфиса, Варя и Соня оставались у реки.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чула Кубань хӗрринче кӑларчӗҫ.

Камень брали в пойме Кубани.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак урам вӗҫне ҫитиех утӑр, ун пӳрчӗ станица хӗрринче ларать…»

Идите по этой улице аж на край станицы — там и стоит его домишко…»

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ ӗнтӗ шыв хӗрринче ҫырма тулли пӗрене, шаршансенче хӑма, мачча пӗренисем выртнӑ.

Теперь же пойма была завалена лесом — штабелями лежали и бревна и доски.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех