Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Бунчук юратнӑ тусӗ хӑйне чунтан савса ачашланине ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗншӗн тӑван амӑшӗ пек ӑшшӑн, ырӑ кӑмӑллӑн тӑрӑшнине те ҫывӑхран туйса пурӑнчӗ.

И после этого Бунчук долго ощущал на себе не только ласку любимой, но и ее теплую, налитую вровень с краями материнскую заботливость.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хам кунта усӑ кӳнине эпӗ туятӑп, лайӑх туйса тӑратӑп!

Тут я вижу, ощутимо чувствую, что приношу пользу!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, Абрамсонӑн вӗри аллине чӑмӑртаса, унпа темиҫе сӑмах перкелешсе илчӗ те, хӑйӗн пичӗ айванла та чикӗсӗр телейлӗ кулӑпа ҫиҫнине туйса, Абрамсонӑн темле ыйтӑвне хирӗҫ хуравламасӑрах (ыйтӑва ӑнланмарӗ те вӑл), Анна патне утса кайрӗ.

Бунчук пожал горячую руку Абрамсона, перекинулся с ним несколькими фразами и, чувствуя на лице своем глупую, беспредельно счастливую улыбку, не отвечая на какой-то вопрос Абрамсона (он даже не понял смысла вопроса), пошел к Анне.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Большевиксене хирӗҫ кӗрешни каярахран мӗнпе вӗҫленессине пурте туйса тӑраҫҫӗ.

Предрешенность исхода борьбы с большевиками чувствовалась всеми.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук каҫченех станица тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗ; нихҫанхинчен те хытӑ пӑлханчӗ вӑл, чӗринчен темскер кӑларса кайнӑ пек тата ҫакна хӑй ниепле те хӑнӑхса ҫитме пултарайман пек туйса ҫӳрерӗ, кун каҫипе те лӑпланаймарӗ.

Бунчук до вечера прослонялся по станице, испытывая небывалое беспокойство и такое ощущение, словно отрезали у него что-то и он никак не освоится в новом своем положении.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫамки ҫинче Аннӑн вӗри аллине туйса, вӑл каллех куҫне уҫрӗ.

Почувствовав на лбу прохладную ладонь, открыл глаза.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл ҫуркунне еннелле сӳресемпе урапасем хатӗрлесси, хӗрлӗ хӑва хуллинчен лӑпӑсем авса ҫыхасси, ҫӗр хӗллехи тумне хывса пӑрахса шыв-шуртан типсен, ҫеҫен хире тухасси, ӗҫсӗр юншӑхланӑ алӑсемпе акапуҫ тыткӑчине тытса суха касси тӑрӑх кӗнӗ евӗр, икӗ еннелле тайкаланса туртӑннине туйса пырасси ҫинчен шухӑшларӗ.

Но, когда представлял себе, как будет к весне готовить бороны, арбы, плесть из краснотала ясли, а когда разденется и обсохнет земля, — выедет в степь; держась наскучавшимися по работе руками за чапиги, пойдет за плугом, ощущая его живое биение и толчки.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуҫӗ вӗриленсе килнине тата ӑша лӗклентерсе юн сӑрхӑнма пуҫланине туйса, Григорий шӑлӗсене шӑтӑртаттарса ҫыртрӗ.

Григорий, ощутив горячий удар и знакомую тошную потерю крови, скрипнул зубами.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр хушӑ шӑпӑрт ларкаларӗ те, пичӗ ҫине килсе капланнӑ юн майӗпен кимӗлсе пынине туйса, ыйтса пӗлчӗ:

Помолчав немного, чувствуя, как сходит с лица негустая краска, спросил:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шахтерӑн чӗререн шӑранса тухакан хӗрӳ сӑмахӗсене кӑшт итленипех Григорипе ытти казаксем ют ҫын шухӑшӗсен хӑватлӑ вӑйне туйса илчӗҫ.

С первых же слов горячей, прожженной страстью речи шахтера Григорий и остальные почувствовали силу чужого убеждения.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр минута яхӑн вӑл тӗрлӗ йышши пӑтранчӑк шӑршӑсене туйса пычӗ, хӑра-хӑрах тӑна кӗрсе ҫитме пӑхрӗ, хайне хӑй ҫӗнтерме пикенчӗ, анчах ҫӗнтереймерӗ.

Минуту он еще ощущал резкую смесь каких-то разнородных запахов, со страхом пытался вернуть сознание, переламывал себя — и не переломил.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑшӗ чӑтма ҫук пӑтраннине, вӑйӗ пӗтсе ҫитнине туйса тӑнӑ ҫӗртех пӗр талӑк ура ҫинче ҫӳрерӗ.

Сутки держался на ногах, ощущая постоянную нарастающую тошноту, слабость во всем теле.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑйӗн ҫӳхе пальтоне анчахрах шинельпе улӑштарнӑ; шинельпе хӑнӑхнӑран, халӗ хӑйне чылай канлӗ туйса ҫӳрет.

Накануне он променял свой несуразный демисезон на шинель, чувствовал себя в ней привычно, спокойно.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗркуннепе ҫуркунне тӑхӑнмалли кивӗ пальто арӑмсене турткаласа тата штатси тумтирпе ҫӳреме хӑнӑхманран хӑйне хӑй кансӗртереххӗн туйса, вӑл чи юлашкинчен вакунран тухрӗ.

Он последним вышел из вагона, одергивая на себе полы демисезонного старенького пальто, чувствуя себя в штатском неуверенно и непривычно.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.

Не будет у тебя мужа, потому что высушили и издурнили тебя работа, нужда, дети; не будет у твоих полуголых, сопливых детей отца; сама будешь пахать, боронить, задыхаясь от непосильного напряжения, скидывать с косилки, метать на воз, поднимать на тройчатках тяжелые вороха пшеницы и чувствовать, как рвется что-то внизу живота, а потом будешь корчиться, накрывшись лохунами, и исходить кровью.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлашки вӑй-халне пухса, Хохлаков йӗнер ҫине кармашса ларчӗ, кӑкӑрӗ ыратнине туйса, хӑйне хӑй ним ӑнланмасӑр, питӗ хыттӑн хутор патнелле вӗҫтерчӗ, хуторта ҫапӑҫу пуҫланнӑ…

Напрягая последние силы, Хохлаков вскарабкался в седло и, не помня себя и только чувствуя тупую боль в груди, во весь галоп помчался в хутор, где уже шел бой…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малтан Сергей тара тытнӑ ҫынсенчен тата электрик-курсантсенчен пӗчӗк-пӗчӗк бригадӑсем туса, ӗҫе вӗҫлеме шутланӑ, анчах ку вӑй ҫителӗксӗр иккенне, ун пек ӗҫлесен электростанци кӗркунне тин ӗҫе каяссине часах туйса илчӗ вӑл, электростанцине май уйӑхӗнчех ӗҫе яма палӑртса хунӑ.

Вначале Сергей думал обойтись небольшими бригадами, созданными главным образом из наемных рабочих и бывших курсантов-электриков, но вскоре убедился, что этой силы недостаточно и что строительство линии может затянуться до осени, а пуск станции был намечен на май.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑл тем урӑххи ҫинчен калама кирлине туйса илчӗ те Сергей ҫине темле именсе пӑхрӗ, тутисем айӑпа кӗнӗ ҫыннӑн пек чалӑшрӗҫ.

— Он почувствовал, что надо сказать что-то другое, посмотрел на Сергея с каким-то смущением, губы, похоже на обиженного человека, скосились.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Калаҫу интереслӗ те пӗлекен япаласем ҫинчен пуҫланнине туйса, Стефан Петрович тепӗр пирусне илсе чӗртрӗ:

— Стефан Петрович увидел, что тема разговора становится и близкой ему и интересной, взял папиросу, закурил и сказал:

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл нимӗн те курман-ха, илтнӗ анчах — инҫетре ҫынсем калаҫнӑ, юрӑсем юрланӑ, купӑс каланӑ — ҫак ирхи сехетре станица мӗн шухӑшпа пурӑннине вӑл ӑсӗпе тавҫӑрма ӗлкериччен чӗрипе туйса илчӗ.

Он еще ничего не видел, лишь слышал — вдали вели разговор люди, пели песни, играли на гармони — и в этот утренний час он прежде всего сердцем, а не умом почувствовал какими мыслями жила станица.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех