Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗм (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхран ҫеҫ курма пултаракан Вадя, паллах, пӑшалпа лайӑх пеме пултараяс ҫук ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ юриех, сӑмах май тенӗ пек: — Ҫирӗм пилӗк метртан эсӗ миҫе очко илме пултаратӑн? — тесе ыйтрӑм.

И, прикинув, что явно близорукий Вадя никак не мог похвалиться отличной стрельбой, спросил его как бы невзначай: — А с двадцати пяти метров ты сколько выбиваешь?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Айванла пулнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ тахҫан авал, ҫирӗм ҫула яхӑн каяллах кӗрлесе иртнӗ граждан вӑрҫинче пулма ӗмӗтленни.

Глупо же мечтать об участии в гражданской войне, которая была давным-давно, чуть ли не двадцать лет назад.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ҫапла вара мана пушӑ ҫыран ҫине, Перт тӗрминчен ҫирӗм мильре антарса хӑварчӗҫ.

— Итак, меня высадили на пустынном берегу, в двадцати милях от Перта.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫирӗм утӑм леререх хӑйӑр ҫинче чӑнах та сакӑр кӗсменлӗ кимӗ лара парать.

И в самом деле, в двадцати шагах на песке стояла пирога с восемью вёслами.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сӑрт айне ансан, вӗсем дикарьсем ӗнер тӑнӑ вырӑнтан ҫирӗм утӑмра ҫеҫ чарӑнчӗҫ.

Достигнув самой низкой точки склона, они очутились едва в двадцати шагах от того места, где ещё накануне помещался лагерь туземцев.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Инҫетре ларакан форт хапхи патӗнчи ҫирӗм ҫуртлӑ ял лавӑпа ҫунса кайнӑ.

В отдалении, у входа в форт, лава сожгла целый посёлок в двадцать хижин.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малтанхи ҫирӗм футне анчах чӑнкӑ ҫӗртен анмалла пулать.

Только первые двадцать футов спуска были почти вертикальными.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах хирӗҫ калас вырӑнне вӗсем ӑна ҫирӗм хут тытса чуптурӗҫ.

Двадцать нежных поцелуев были единственным ответом на речь мальчика.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Храмӑн стенисене пӗр ҫирӗм хут тӗрӗслесе тухсан, Гленарван ҫакна аванах ӑнланчӗ.

Гленарван убедился в этом, двадцать раз исследовав стены храма.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем хӑйсене хураллама хушнӑ ҫынсене аллисемпе урисенчен ҫыхса лартманни те ҫирӗм хуралҫӑн куҫӗ умӗнче нимле тарма та май ҫуккине анчах пӗлтерет.

Если они не связали своих пленников по рукам и ногам, то это объяснялось только совершенной безнадёжностью всякой попытки к бегству на глазах у двадцати сторожей.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте ҫирӗм вучах чӗртсе ячӗҫ, сывлӑшра часах ӗннӗ какай шӑрши сарӑлчӗ.

Затем двадцать костров вспыхнули в различных местах площади, и запах горелого мяса заполнил воздух.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл асапсем вилнӗ ҫынран ҫирӗм утӑмра хӑрушӑ сценӑсене курас мар тесе айӑккинелле пӑрӑнса тӑракан, ҫулпуҫ вилӗмӗшӗн айӑплӑ тыткӑнри европеецсене кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Пытки готовились другим жертвам — виновникам гибели вождя, стоявшим в двадцати шагах от покойника, чтобы не видеть этих ужасных сцен, пленники старались смотреть в сторону.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн алӑкӗ тикӗс картишнелле тухать; ҫуртне пӗренесенчен пураласа тунӑ, тӑрӑшшӗпе вӑл ҫирӗм фут, сарлакӑшпе — вунпилӗк фут, ҫӳллӗшӗпе — вунӑ фут пулать.

Дверь её выходила на ровную площадку; это была бревенчатая постройка в двадцать футов в длину, пятнадцать в ширину и десять в высоту.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн тӑрринче никам та пулса курман; юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче Тонгариро тӑррине Биндвиль, Диссон, юлашкинчен, Гохштеттер шыравҫӑсем хӑпарса курнӑ пулсан та, ун кратерен тарӑнӑшне никам та тӗпчесе пӗлеймен-ха.

Ни один смертный не ступал на эту вершину; человеческий глаз не исследовал глубин её кратера, хотя на протяжении последних двадцати лет трое исследователей побывало на верхушке Тонгариро: Бидвиль, Диссон и последним — Гохштеттер.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Историчченхи вӑхӑтсенче Ҫӗнӗ Зеланди утравӗсем ларакан ҫурҫӗр енчи вырӑнта шӑп варринче ҫӗр пичӗ хускалнӑ та, тӑрӑшшӗпе ҫирӗм пилӗк миль, сарлакӑшпе ҫирӗм миль пӗр тӗпсӗр авӑр пулса тӑнӑ.

В доисторические времена сдвиг земной коры в центре северного острова Новозеландской группы образовал бездонную пропасть длиной в двадцать пять и шириной в двадцать миль.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсенчен малтан кунта пӗр ҫирӗм туземец ҫавнашкал кимӗпех килсе чарӑннӑ.

Там уже находилось человек двадцать туземцев, также приплывших на пироге.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вайпа юппинчен кӳлӗ патне ҫитиччен ҫӗр ҫирӗм миле яхӑн каймалла.

Расстояние между озером и местом слияния с Вайпой — около ста двадцати миль.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӑш-пӗр тӗлте юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче тинӗс ҫинчен тата пӗр чалӑш ҫӳлелле ҫӗкленнӗ.

Некоторые части её поверхности за последние двадцать лет поднялись на целую сажень над уровнем моря.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Телее пула — хальхинче телее пула ҫеҫ! — сулӑ труках хускалса илчӗ: ҫыранран ҫирӗм пилӗк чалӑшра вӑл хӑйӑр ҫине ҫитсе чарӑнчӗ.

К счастью — на этот раз к счастью! — вдруг плот быстро двинулся вперёд: в двадцати пяти саженях от берега он наткнулся на песчаную отмель.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫирӗм пилӗк миль кӑна каймалла!

Двадцать пять миль!

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех