Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӗ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Евгений, ашшӗне ӳкӗтлесе, нумайччен шӑппӑн темӗн ҫинчен каларӗ, карттӑ тӑрӑх пӳрнипе шутарса кӑтартрӗ, ӑна хирӗҫ старик васкамасӑр кӑна баспа ответлерӗ:

Евгений что-то тихо и долго говорил, убеждал, водил по карте пальцем, в ответ ему старик сдержанно басил:

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кайран вӑл ҫав ӳкерчӗксене офицерсене кӑтартрӗ.

И после показал эти снимки офицерам.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Улттӑмӗш палата, сылтӑмри виҫҫӗмӗш алӑк, — тӗллесе кӑтартрӗ шурӑ халатлӑ ҫын.

— Шестая палата, третья дверь направо, — указал служитель.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кошевой ут еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ.

— Кошевой кивнул на коня.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Бунчук ӑна куҫӗпе пыл хурчӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, сотник кулса ячӗ.

Бунчук глазами указал ему на пчелу, и сотник улыбнулся.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, чарӑнмасӑрах, сотнике честь пачӗ, ыйтӑва хирӗҫ ответлесе, штаб хӑш ҫуртрине кӑтартрӗ.

Он козырнул сотнику, не теряя ноги, ответил на вопрос и указал дом.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл Родзянкопа пӗрле килетчӗ, ман умран иртнӗ чух, йӑл кулса илсе, куҫӗпе ман ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те акӑлчан чӗлхипе ҫапла каларӗ:

Он шел с Родзянко и, проходя мимо меня, улыбнулся, указывая на меня глазами, сказал по-английски:

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чубатый Кошевойран хӑйӗн утне илчӗ, винтовка ҫаккине тӳрлеткелесе, утланса ларчӗ те, аллипе тӗллесе кӑтартрӗ:

Чубатый взял у Кошевого своего коня, сел, поправляя винтовочный ремень, указал рукой:

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

(Урядник пӑшал спускине туртнӑ пек туса кӑтартрӗ.)

Урядник нажал мнимый спуск.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ вӑл, — Чубатый хулпуҫҫийӗ урлӑ янӑ сарӑрах тӗслӗ пӑшал ҫаккине тытса кӑтартрӗ.

— Вот она, — Чубатый показал из-за спины простроченный желтый ремень.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ача вӑрӑм ҫанни вӗҫне тӑсса кӑтартрӗ.

Мальчишка протянул хоботок длинного рукава.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючков хура пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ.

— Крючков указал черным ногтястым пальцем.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кил хуҫи — шурӑ кӗҫҫе шлепке тӑхӑнса янӑ кукӑр ураллӑ, сухалне хырнӑ поляк — казаксене сарайне ертсе кайрӗ, утсене ӑҫта тӑратмаллине кӑтартрӗ.

Хозяин — бритый кривоногий поляк в белой войлочной шляпе — отвел казаков в стодол, указал, где поставить лошадей.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сапёрнӑй капитан, авӑнса ӳксе, кӗпер еннелле темӗн тӗллесе кӑтартрӗ.

Саперный капитан, изгибаясь, на что-то указывал в сторону моста.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрҫӑ тухӗ те акӑ — тӳрех илсе кайӗҫ, эсӗ, авӑ, мӗн чухлӗ ҫурласа тултаратӑн, — Мартин аллипе кӗтеселле, сарса хунӑ кӗҫҫе ҫинче харлаттарса выртакан ачисем ҫинелле сулса кӑтартрӗ.

Случись война — заберут, а ты их вон сколько нащенила, — Мартин махал в угол, где на полсти плелись мышиные писки и храп спавших вповалку детей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пан куҫӗсемпеле рысак ҫине кӑтартрӗ.

— Пан указал глазами на рысака.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куратӑн акӑ, — Степан хура аллаппийӗсене ҫӳлелле ҫавӑрса тӑсса кӑтартрӗ, — ҫӗр сухалатӑп, кама валли сухаланине пӗлместӗп.

Видишь вон, — Степан протянул руки черными ладонями вверх, — пашу, а сам не знаю на что.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вилес умӗн юлашки хут шӑлӗсене сайран шартлаттарса, чӗркуҫҫийӗ тӗлӗнчен пӗр пайӑрка кӑвак тӗкне тӑпӑлтарса кӑларнӑ кайри урине ҫӳлелле тӑратса выртакан кашкӑр ҫине тӗллесе кӑтартрӗ пан.

— Пан указал ногой на волка, в агонии редко клацавшего зубами, поднимавшего кверху выпрямленную заднюю ногу с бурым свалявшимся клоком шерсти на лодыжке.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Валет верстак ҫинчен шуса анакан урисене меллӗреххӗн майлаштарса хучӗ, Давыдка тути ҫавракаланса ҫӑтӑ-ҫӑтӑ шӑлӗсен нӳрӗ тунисене кӑтартрӗ.

Валет удобнее подхватил сползавшие с верстака ноги, на лице Давыдки округлились губы, не прикрывая влажной кипени плотных зубов.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иван Алексеевич Атепин мӗнле калаҫнине ҫав тери тӗрӗс витлесе кӑтартрӗ, вара Давыдка чӑтайманнипе, ҫӑварне ҫавракалатса, кулса ячӗ, анчах та Валет пит-куҫне шӑртланса ӳкнӗ пек хускантарса илнине курчӗ те шӑпах пулчӗ.

Иван Алексеевич так похоже передразнил Атепина, что Давыдка, округлив рот, пустил короткий смешок, но, глянув на язвительную мину Валета, смолк.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех