Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳссе (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-пӗрин ҫумне таянса чӑшӑл ӳссе лартӑр вӑл…

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл, ача пулса ӳссе те, урам тӑрӑх чупсах курман.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Улӑм витнӗ лапчӑк пӳртсем вырӑнне ҫӗнӗ чул ҫуртсем ӳссе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Майӗпен ҫӗр айӗнчи хула ӳссе, сарӑлса пынӑ.

Постепенно город под землей рос и ширился.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Халӑхӑн пӗлӳ шайӗ ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Хуласенче те, ялсенче те пулса иртекен ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать.

С каждым годом растет число дорожно - транспортных происшествий, происходящих как в городах, так и в сельской местности.

Михайловкӑри вӑтам шкулта ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен профилактики енӗпе калаҫу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rn-3423127

Куратпӑр, унӑн чапӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать, 10 пин ҫынна та хӑмсарма пулать, - тенӗ Андрей Назаров.

Видим, что его популярность pастет и можно замахиваться уже на 10 тысяч yчастников, – сказал Андрей Назаров.

Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3418074

Зилаир районӗнчи Васильевка ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ масар ҫумӗнче часавай «ӳссе ларнӑ».

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Ҫапла ял варринче икӗ хутлӑ нумай функциллӗ культура центрӗ «ӳссе ларнӑ» та.

Куҫарса пулӑш

Янӑшма ялӗнче ҫӗнӗ объект пулӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/p-ch-k-yal-n-pys ... ul-3413123

Вӗрентӳ шайӗ ҫулсерен ӳссе пымалли чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев пулнине палӑртнӑ Лариса Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

Ытла та ир ӳссе ҫитӗнме тивнӗ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Тухтӑрсемпе фельдшерсем ҫине тӑрса ӗҫлени харама кайман, больницӑсене ҫӳрекенсен йышӗ ҫултан-ҫул ӳссе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Хули халӗ ҫулсерен илемленсе, ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Юлашкинчен, шухӑшсене пӗтӗмлетсе, ҫакӑн пек калас килет: В. Бурнаевский — тӑрӑшса ӗҫлекен, ӳссе пыракан писатель-тӗпчевҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Вӑл вулӑс комитечӗн секретарӗ, парти шкулӗн курсанчӗ, Томск округӗнчи партком ҫумӗнчи чӑваш тата тутар; пайӗн заведующийӗ, парти райкомӗн секретарӗ пулнӑ — ӗҫре куллен ӳссе, пусӑмран пусӑма хӑпарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Карпеев сӑнарӗнче чӑваш рабочийӗ кӗрешӳре епле пиҫнине, мирлӗ пурнӑҫра ӳссе пынине чун-чӗрепе туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ленинск-Кузнецк та Совет влаҫӗн тивлечӗпе ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ав хӑш вӑхӑтран ӳссе, сыпӑнса пырать иккен туслӑх кӗперӗ!

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Комисси членӗсем ӑсталӑх шайӗ ҫулсеренех ӳссе пынине, вӗреннӗ йӗркесен шучӗ нумайланнине палӑртнӑ.

Члены комиссии отмечают, что с каждым годом уровень мастерства повышается, а количество выученных строк увеличивается.

Пушкӑрт шкул ачи "Урал батыр" эпоса тӗппипех вӗреннӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3394783

Ҫапла тумасан, ӗҫ ырана юлсан унӑн калӑпӑшӗ ӳссе те ӳссе пынине лайӑх ӑнланаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех