Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳссе (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗрентӳ шайӗ ҫулсерен ӳссе пымалли чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев пулнине палӑртнӑ Лариса Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

Ытла та ир ӳссе ҫитӗнме тивнӗ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Тухтӑрсемпе фельдшерсем ҫине тӑрса ӗҫлени харама кайман, больницӑсене ҫӳрекенсен йышӗ ҫултан-ҫул ӳссе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Хули халӗ ҫулсерен илемленсе, ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Юлашкинчен, шухӑшсене пӗтӗмлетсе, ҫакӑн пек калас килет: В. Бурнаевский — тӑрӑшса ӗҫлекен, ӳссе пыракан писатель-тӗпчевҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Вӑл вулӑс комитечӗн секретарӗ, парти шкулӗн курсанчӗ, Томск округӗнчи партком ҫумӗнчи чӑваш тата тутар; пайӗн заведующийӗ, парти райкомӗн секретарӗ пулнӑ — ӗҫре куллен ӳссе, пусӑмран пусӑма хӑпарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Карпеев сӑнарӗнче чӑваш рабочийӗ кӗрешӳре епле пиҫнине, мирлӗ пурнӑҫра ӳссе пынине чун-чӗрепе туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ленинск-Кузнецк та Совет влаҫӗн тивлечӗпе ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ав хӑш вӑхӑтран ӳссе, сыпӑнса пырать иккен туслӑх кӗперӗ!

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Комисси членӗсем ӑсталӑх шайӗ ҫулсеренех ӳссе пынине, вӗреннӗ йӗркесен шучӗ нумайланнине палӑртнӑ.

Члены комиссии отмечают, что с каждым годом уровень мастерства повышается, а количество выученных строк увеличивается.

Пушкӑрт шкул ачи "Урал батыр" эпоса тӗппипех вӗреннӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3394783

Ҫапла тумасан, ӗҫ ырана юлсан унӑн калӑпӑшӗ ӳссе те ӳссе пынине лайӑх ӑнланаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Унӑн илемлӗхне туйсан, тӑван сӑмахсен хитре янӑравне илтсен вӗсем, тен ӳлӗмрен ӳссе ҫитӗнсен хапӑл тусах юратса калаҫӗҫ чӑваш чӗлхипе.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Ун чухне, тӑван чӗлхепе калаҫакансен йышӗ тата та ӳссе каясси никама та иккӗлентермӗ.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Ачасене мӗн пӗчӗкрен ырӑ пулма вӗрентмелле, чӗр чунсене пӗчӗккӗ чухне кӑна юратни ҫителӗксӗр пулнине, вӗсене ӳссе ҫитӗнсен те май пур таран пулӑшма тӑрӑшмаллине ӑша хывтармалла.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Грант илекенсен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

Укҫа фермерсем патне ҫитнӗ // Вера МИХАЙЛОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/ukca-fermers ... atne-citne

Чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланас текенсен йышӗ те ӳссе пыни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Республикӑра пурӑнакан тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессипе те хастар ӗҫлеҫҫӗ, кӑтарту ытти чухнехинчен 1,5 хут ӳссе пыни те ҫакнах ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Тырӑ ӳссе ҫитӗнмелли вӑхӑтра шӑрӑх ҫунтарчӗ, халӗ, вырмана тухсан, ҫумӑрсем чӑрмав кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулли пучах пуҫне таять, эппин, пӳлме кӗҫех тулать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82%d1% ... %b5%d1%85/

Информаци калӑпӑшӗ те, ӑна сарассин хӑвӑртлӑхӗ те ӳссе пыраҫҫӗ - паянхи пурнӑҫ сирӗнсӗр пулма пултараймасть.

Без вас невозможно представить современную жизнь, когда стремительно растут объём и скорость распространения информации.

Олег Николаев Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/28/ole ... lista-po-s

«Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене килчӗҫ. Паянхи кун телейлӗ тетӗп эпӗ хама — ачасем ырӑ-сывӑ ӳссе ҫитӗнчӗҫ, пурте ҫемьеллӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнаҫҫӗ, ачасемпе мӑнуксем килсех ҫӳреҫҫӗ, ырлӑхра пурӑнатпӑр халь», — тет Кӗҫени аппа, савӑнӑҫ куҫҫульне шӑлса.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех