Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкерчӗксем (тĕпĕ: ӳкерчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫырма та, ӳкерчӗксем тума та юрататӑп, — терӗ виҫҫӗмӗш класс ачи ҫитӗннисен ӑс-тӑнне кӗме пултарайман кӑмӑл-туйӑмӗпе.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тӗрӗс, эсӗ ӳкерчӗксем тума та питӗ маҫтӑр.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унччен хӗл кунӗсенче Алиса тӑваткалласа пӗчӗк ӳкерчӗксем тӗрленӗ, амӑшӗпе пӗрле ҫекӗлпе ҫыхса пукан виткӗҫӗсем хатӗрленӗ, ҫав ӗҫсемпе ял тӑрӑхӗн куравне хутшӑннӑ.

Раньше, в зимние дни, Алиса вышивала крестиком маленькие рисунки, с матерью крючком вязала покрывала на стулья, этими работами учавствоватла в деревенской выставке.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Бокс, кӗрешӳ вӑййисемпе те вӗсем хӑйсем тӗллӗнех, кӗнекесем тупса ӳкерчӗксем тӑрӑх, аслисем кӗрешнине курса мелсене вӗренсе алла илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Тӗрлӗ сӑрӑпа, меслетпе ӳкерчӗксем, тӑмран тата гипсран пӗчӗк скульптурӑсем ӑсталас, ҫут ҫанталӑкра тӗл пулакан ытти материалтан сувенирсем тӑвас пултарулӑха ачасене Надежда Андреева вӗрентсе пырать.

Учит детей разными красками, способами создавать картины, мастерству лепки из глины и гипса маленьких скульптур, умению из встречающихся природных материалов сделать сувениры Надежда Андреева.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

С.А.Бритвина тунӑ ӳкерчӗксем К.Чуковскин вырӑсла кӗнекине те, чӑвашлине те илем кӳреҫҫӗ, геройӗсене чӗрӗ сӑн кӗртеҫҫӗ.

Рисунки С.А.Бритвиной украшают и русскую и чувашкую книгу К.Чуковского, придают героям живой образ.

Чӑвашла тата вырӑсла «Айболит» // Ольга ФЕДОРОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Юлашкинчен ачасем ҫыравҫӑ юмахӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксем турӗҫ.

В конце праздника дети создавали рисунки по мотивам сказок писателя.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Министр сӑн ӳкерчӗксем туса, ыйтӑва палӑртса «Халӑх контролӗ» портала хыпар яма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

12. Мана каларӗ: этем ывӑлӗ, Израиль халӑхӗн аслӑ ҫыннисем тӗттӗм ҫӗрте, кашнийӗ хӑйӗн пӳлӗмӗнче — ӳкерчӗксем ӳкерсе тухнӑ пӳлӗмре — мӗн тунине куратӑн-и? вӗсем ӗнтӗ: «пире Ҫӳлхуҫа курмасть, Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре пӑрахнӑ» теҫҫӗ, терӗ.

12. И сказал мне: видишь ли, сын человеческий, что делают старейшины дома Израилева в темноте, каждый в расписанной своей комнате? ибо говорят: «не видит нас Господь, оставил Господь землю сию».

Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫыннӑн ултавлӑ ӑслайӗ, ӳнерҫӗсен усӑсӑр ӗҫӗ — тӗрлӗ сӑрӑпа эрешленӗ ӳкерчӗксем — илӗртмерӗҫ пире, 5. вӗсем ҫине пӑхсассӑн, ӑссӑррисен ӳт асӑхать, чунсӑр вилӗ сӑнар вӗсене астарать.

4. Не обольщает нас лукавое человеческое изобретение, ни бесплодный труд художников — изображения, испещренные различными красками, 5. взгляд на которые возбуждает в безумных похотение и вожделение к бездушному виду мертвого образа.

Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Варринчи чечек кӑшӑлӗнчен сапан тӑррине пӗр чике анлӑш хӑвӑл хӑпарать; вӑл юпасен тӗпӗ пекех ҫавра, чике ҫурӑ чухлӗ, ун тавра — ӳкерчӗксем; сапан аякӗсем тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫаврака мар.

31. Отверстие от внутреннего венка до верха в один локоть; отверстие его круглое, подобно подножию столбов, в полтора локтя, и при отверстии его изваяния; но боковые стенки четырехугольные, не круглые.

3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кино темине хускатнӑ май ачалӑхри сӑн ӳкерчӗксем куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫуралсанах кашни ҫыннӑн харпӑрлӑх архивӗ пухӑнма пуҫлать: ҫурални ҫинчен ӗнентерекен хут, Хисеп хучӗсем, сӑн ӳкерчӗксем, ӗҫ хучӗсем.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Унта шкул ачисем ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсенчен ӳкерчӗксем ӑсталаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех