Шырав
Шырав ĕçĕ:
хатӗрлемелле (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Вӑл хӑшне — апостол, хӑшне — пророк, хӑшне — Ырӑ Хыпар пӗлтерекен, хӑшне — ҫын кӗтӳҫи, хӑшне вӗрентӳҫӗ тунӑ: 12. вӗсен сӑваплӑ ҫынсене Христос Тӑл-пӗвӗшӗн — Унӑн Чиркӗвӗшӗн — ӗҫлесе тӑма хатӗрлемелле, 13. ҫав ӗҫсене ӗнтӗ эпир пурсӑмӑр та пӗр тӗне кӗриччен, Турӑ Ывӑлне пӗлсе ҫитиччен, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитиччен, Христос евӗрлӗ пулса ҫитиччен туса тӑмалла; 14. вара эпир ачасем пек пулмӑпӑр: ҫын улталанипе, чее илӗртнипе ҫилпе хумханнӑ пек тӗрлӗ вӗрентӳ хыҫҫӑн ҫӳремӗпӗр.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа та кашни муниципалитет пӗрлӗхӗнчех, управлени ӗҫӗн чи лайӑх мелӗсемпе усӑ курса ӗҫлӗхлӗ климата лайӑхлатас тата предпринимательлӗх хастарлӑхне пулӑшас, калаҫса килӗшмелли йӗркесен вӑхӑтне чакарас енӗпе харпӑр хӑй «ҫул карттине» туса хатӗрлемелле.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945