Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ пӑхӑнулӑхӑн кӑмӑлсӑр туйӑмӗпе ҫаврӑнтӑм, — хуҫисем сӗмсӗрленнӗ чухне кашниех хӑйне ҫапла туять.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вара вӑл ҫывхарчӗ; тинех асӑрхарӑм: Синкрайт самаях ӳсӗр, ҫакна хӑй те туять, анчах ҫирӗппӗн тӑрасшӑн.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Нумай хӗрарӑм каярахпа ачи умӗнче ӑна ҫуралнӑ самантранах юратма пуҫламаннишӗн хӑйне айӑплӑ туять.
Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.
Лашана хыпашласа-тӗрткелесе тӗрӗслерӗм; вӑл тӳсӗмлӗ, чӗлпӗре туять, хӑвӑрт чупать; ку — хавшак-вӗри, селӗм-чипер куҫсемлӗ, шурӑ ҫилхеллӗ тӑватӑ ҫулти тур ӑйӑр; пӳлмеке кӗртсе тӑратсан вӑл мана хӑлхаран чӗлхипе ҫепӗҫҫӗн ҫулларӗ, эпӗ вара аллӑма кӑпӑш ҫилхе ӑшне чикрӗм.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Вӑл ҫапӑҫӑва куҫакан пӑлханӑва, ҫӑткӑнлӑхӑн кӗтмен чупӑвне туять; мӗн пурри унӑн сӑнарлавӗнче капашсӑр пысӑк; ҫынсен кӑмӑл-туйӑмӗ авӑккӑн улшӑнчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Горн хӑйӗн ӳтне япӑх туять, вӑл ытлашши хӗрӳленнипе чӗтреме чарӑнаймасть; итлеве-сасса куҫнӑскер — хӑй сисмесӗрех пуҫне пур еннелле те пӑркалать, курокӗ кашни самантрах пеме хатӗр, ҫав хушӑрах кӗсйине йывӑррӑн усӑнтарнӑ револьверне те аса илет.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унӑн шухӑшӗсем сиккелеҫҫӗ, вӑл тӑруках питӗ хытӑ ӗшеннине, вӑйсӑрланнине туять.Мысли его прыгали, он вдруг почувствовал глубокое утомление и слабость.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Туять: ҫак самантра чӗмсӗрлӗхрен кӳренмеллереххи урӑх нимӗн те пулма пултараймасть, ҫавӑнпа та вӑл хыттӑн та ачашшӑн чӗнчӗ:
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл ҫӗкленчӗ, Горнран ӑна виҫӗ футран сахалрах анлӑш уйӑрать, анчах Горн хӑйӗн урисем патне усӑннӑ курӑнми хӳмене туять ӗнтӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Сывӑ, чӗрӗ, — терӗ Горн; пысӑках мар чан сассилле хыттӑн янӑракан ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл хӑйне вӑй хушӑннӑн туять.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫӗнӗ туйӑм-сисӗм ӑна пӳрчӗ патне ҫывхарнӑ чух аванах кисретрӗ; вӑл хӑйӗн ӳтне туять, — ӑна вӑл вӗриленнӗрен вӑйсӑр аллисемпе хыпашлать тата — сӑлтавсӑр, шӑнӑр туртнӑ пекрех анаслав.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унтан вӑл хӑех сӑнарланӑ сӑмаха — «ҫук!» — илтрӗ, анчах халӗ хӑйне кӳрентернӗ ҫын пек мар, тавӑруҫӑлла туять; вара тӗплӗн, ӗҫлӗн шухӑшласа хатӗрленӗ усаллӑх сценисене сивлек ҫӑткӑнлӑхпа сапаласа тухрӗ; акӑ — ҫука юлнин ҫаврӑмӗсем, вӗсен пӗтӗрӗнекен авӑрӗнче алӑкран шакканӑ этемӗн ытлӑх-ҫитлӗхӗ путса ҫухалать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Аван будка хулӑнӑш вулӑсем тӳпенелле ретӗн-ретӗн ӑнтӑлса ҫӗкленеҫҫӗ; Горн халӗ хӑйне — самантлӑх — пӗчӗк ача пек туять, — ӑна вӑрманӑн шанчӑклӑ, вӑрттӑн хӳтлӗхне, тарӑн шӑплӑх хуҫаланакан пӳлӗмсенчи хавхаллӑ ӗнтрӗк евӗр чӑтлӑхӑн ешӗл тарӑнӑшне шанса пачӗҫ мар-и…
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Вӑт япала тӑк япала! — хӑрӑлтатрӗ каттӑркӑҫ кулма чарӑнсан, мӗншӗн тесен вӑйӑҫсен чӑтӑмлӑхӗ пӗтессине туять.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хӗре вӑл чӑтӑмсӑррӑн, чӑн та, тытӑнкӑллӑн, кӑсӑклантарма тивӗҫлине Горн халӗ тин туллин кӑларса тӑратрӗ те туять.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл сӑмах ваклассишӗн тӗлкӗшмест, тӗтреллӗн туять: ҫак пӑтӑрмах вӑл ылтӑн пытарнӑ текен халапа хӗртсе вӑйлатасси иккӗлентермест.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Шухӑша путса, револьверне вӗҫертмесӗр вӑл япӑх ҫапса ҫирӗплетнӗ сак ҫине лаштах ларчӗ; халӗ пуласлӑхӗн тӗттӗмлӗхне тата вун тӑватӑ куна тӑсӑлнӑ канлӗх черченлӗхне нихӑҫанхинчен те уҫӑмлӑрах туять.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл хӗрӗн хисеплеве пула ҫурри уҫӑ ҫӑварне, тӗлӗнекен куҫӗсене курать, ҫак самантрах хӑйне кичем маррине те туять.Он видел ее полураскрытый от уважения рот, удивленные глаза и чувствовал, что ему не скучно.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл йывӑр та чирлӗ хумханӑва туять, — унчченхилле-тахҫанхилле: музыка кӗтмен кӗвӗ-ҫемӗ парнеленӗ хыҫҫӑн унӑн кунӗпех чӗнмесӗр ҫӳрес е ӗҫсе лартас килетчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Халӗ вӑл хӑй куракан мӗн пур япала-пулӑмран туллин татӑлнине нихӑҫанхинчен те хытӑрах туять; хутран-ситрен, шухӑша пуҫӗпех путнӑскер тата упӑте сассипе е сарлака ҫунатлӑ ҫерҫи чӑштӑртатӑвӗпе тӑна кӗрекенскер, Горн пуҫне тунсӑхлӑ кӑсӑклӑхпа ҫӗклет те — урӑх планета ҫине лекнӗн ахаль-махаль япаласенех тинкерет: акӑ чул муклашки, йывӑҫ татки, шывпа тулнӑ ланкашка.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.