Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ.15. истинно говорю вам: отраднее будет земле Содомской и Гоморрской в день суда, нежели городу тому.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Вӑл мана каларӗ: эсӗ тарӑн тинӗсре мӗн пуррине тӗпчесе пӗлме пултарайман пекех, ҫӗр ҫинче Ман Ывӑлӑма, Унпа пӗрле пуррисене те Унӑн кунӗ ҫитмесӗр никам та курма пултараймасть.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе Вӑл Манӑн йӑлкӑма, Манӑн ҫӗрӗмсенче сыхланса юлнисене, ҫӑлӗ, вӗсене Вӑл вӗҫӗ ҫитичченех — Эпӗ сана пуҫламӑшӗнчех каланӑ сут кунӗ ҫитичченех — савӑнтарса тӑрӗ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Сут кунӗ вара ҫак вӑхӑтӑн вӗҫӗ тата пулас вилӗмсӗрлӗхӗн пуҫламӑшӗ пулӗ, ун чухне вилекен пулмӗ, 44. чарусӑрлӑх пӗтсе ларӗ, ӗненӳсӗр пурӑнасси чарӑнӗ, тӗрӗслӗх ӳсӗ, чӑнлӑх ҫуталса кайӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сут кунӗ пурне те татса парать, пурне те чӑннине кӑтартать.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем патне Рим ҫыннисем те ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ: «Квинт Меммий тата Тит Манлий — Римӑн аслӑ ҫыннисем — Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 35. Патша тӑванӗ Лисий сире мӗн панине эпир те ҫирӗплететпӗр. 36. Вӑл патшана мӗн-мӗн пӗлтернине хӑвӑр хушшӑрта сӳтсе явӑр та васкасах кама та пулин кунта ярӑр, эпир те сире кирлине тума пултарар, мӗншӗн тесессӗн эпир Антиохие кайма хатӗрленетпӗр. 37. Ҫавӑнпа та васкӑр, кама та пулин ярӑр, сирӗн шухӑшӑра эпир те пӗлсе тӑрар. 38. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Халӑх патне янӑ ҫырӑвӗнче вара патша ҫапла каланӑ: «Антиох патша иудейсен аслӑ ҫыннисене тата ытти иудейсене савӑнӑҫ сунать. 28. Эхер те эсир сывлӑхлӑ тӑратӑр пулсассӑн, эпир сире ҫавнах сунатпӑр — эпир те сывлӑхлах пурӑнатпӑр. 29. Эсир пирӗн патӑмӑрти ҫыннӑрсем патне килме шутлани ҫинчен Менелай пире пӗлтерчӗ. 30. Ҫапла вара ксанфик уйӑхӗн вӑтӑрмӗш кунӗччен килекенсене сылтӑм аллӑм хӑрушсӑрлӑх шантарма хатӗр: 31. иудейсем, унчченхи пекех, хӑйсен апат-ҫимӗҫне ҫиме, хӑйсен саккунӗсене уяса тӑма пултараҫҫӗ, малтанхи пӑтрашушӑн вӗсене нихӑшне те нимӗнле майпа та канӑҫсӑрлантармӗҫ. 32. Сире лӑплантарма эпӗ сирӗн пата Менелая ятӑм. 33. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Пур уяв та, шӑматкун та, ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те, ятарлӑ кунсем те — уяв умӗн виҫӗ кун, уяв хыҫҫӑн виҫӗ кун — ҫав кунсем пурте манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан пур иудейшӑн та ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмалли вӑхӑт, ирӗк вӑхӑт пултӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав кун Израильшӗн аслӑ ҫӑлӑнӑҫ кунӗ пулнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Иерусалимӑн сӑваплӑ Ҫурчӗ пушхир пек пушанса юлнӑ, унӑн уявӗсем — куҫҫуль, унӑн шӑматкунӗсем — мӑшкӑл кунӗ, унӑн чысӗ хурлӑх пулса тӑнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ Эпӗ Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ та хӑрушӑ кунӗ ҫитиччен сирӗн патӑра Илия пророка яратӑп.5. Вот, Я пошлю к вам Илию пророка пред наступлением дня Господня, великого и страшного.
Мал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитет, вара сан патӑнтан вӑрласа тухнине хӑвӑн умӑнтах пайлӗҫ.1. Вот наступает день Господень, и разделят награбленное у тебя среди тебя.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй чарусӑр халӑх, хӑвӑра тимлӗ тишкерӗр, 2. палӑртса хуни ҫитиччен — кун хывӑх пекех вӗҫсе иртет вӑл — хӑвӑр ҫине Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли ҫитиччен, хӑвӑршӑн Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗн кунӗ ҫитиччен хӑвӑра тишкерӗр.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ кунӗ ҫывӑхрах ӗнтӗ, ҫывӑхрах, питӗ васкаса килет: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа кунӗн сасси те илтӗнет; ун чухне чи паттӑрри те кӑшкӑрса йӗрсе ярӗ!
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Шӑплан Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче! Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхрах: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа парне кӳмеллине хатӗрлесе хунӑ, кама чӗнмеллине кӑтартса панӑ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсенчен чи лайӑххи — кӳкен пек, тӳрӗ кӑмӑлли — йӗплӗ картаран та япӑхрах; Сан хыпарҫусенӗн кунӗ, Эсӗ килесси ҫывӑхарать; акӑ вӗсен шуйханса ӳкмелле пулӗ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ пур халӑхшӑн та Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет: эсӗ ху мӗн кӑтартнӑ — сана та ҫавнах кӑтартӗҫ; хӑвӑн ӗҫӳ хӑвӑн пуҫу ҫинех ӳкӗ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир, асап кунӗ ҫитесси инҫе-ха тесе шутлакансем, пусмӑр ҫӗнтерессе ҫывхартакансем, 4. эсир, сӑлан шӑмминчен тунӑ чаплӑ саксем ҫинче выртакансем, вырӑнӑрсем ҫинче рехетленекенсем, кӗтӳри чи лайӑх такасене, чи сӗтеклӗ кӗтӳлӗхсенче ҫӳрекен пӑрусене ҫиекенсем, 5. кӗвве Давид пекех калама пултаратпӑр тесе кӗсле ҫеммипе юрлакансем, 6. куркапа эрех ӗҫекенсем, чи паха сӗрӗшпе сӗрӗнекенсем, эсир Иосиф асапӗшӗн хуйхӑрмастӑр та!
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа кунӗ тӗттӗм мар-и вара, ҫутӑ-и? вӑл — тӗттӗм, унта ҫуталса тӑни ҫук.20. Разве день Господень не мрак, а свет? он тьма, и нет в нем сияния.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа кунне курас теекенсемшӗн хуйхӑ ҫитӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ мӗн тума кирлӗ-ха сире? вӑл тӗттӗм, ҫутӑ мар, 19. ку вӑл арӑсланран таракан ҫын ҫулӗ ҫине упа тухнӑ пекех е киле ҫитсе хӳме ҫумне алӑпа тӗреннӗ ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ пекех.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.